Икĕ енлĕ çыхăнусем
26 Mar, 2014 | Экономика

«Россельхозбанк» УАОн делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Китай Халăх Республикине кайса килнĕ. Ăна Правлени Председателĕ Дмитрий Патрушев ертсе пынă. Раççейĕн Китайри посолĕ Андрей Денисов пирĕнпе кÿршĕллĕ çĕр-шыври лару-тăрупа паллаштарнă, ял хуçалăхĕнче тата банк тытăмĕнче пулса иртекен улшăнусем çинчен каласа панă. Пĕтĕмĕшле илсен икĕ енлĕ çыхăнусем йĕркеллĕ аталанаççĕ.

Китай Ял хуçалăх банкĕ, Аталану банкĕ тата Пекин банкĕ малашне те килĕштерсе ĕçлесшĕн. Аграри секторĕ валли укçа-тенкĕ уйăрас, кредит политикине йĕркелес ыйтусем вĕсен те çивĕч. Икĕ çĕр-шыв хутшăнăвĕсенче банксен пĕлтерĕшĕ ÿсни яваплăха туйса ĕçлеме хистет - çакна палăртрĕ Дмитрий Патрушев.

 

Г. СЛАВИН