Икĕ алăра ĕç пулсан вăй-хал тармасть
«Телевизорпа кăтартнă мучи Василий Федорович ăçта пурăнать?» — тесе ыйтсан Патăрьел районĕнчи Сител арçыннисем пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулса илчĕç. «Мучи темелле мар ăна. Вăл пирĕнтен те ирттерет», — ĕнентерме пăхрĕç хайхискерсем. 94 çулти тăн-тăн кĕлеткеллĕ Василий Ляковпа паллашнă хыççăн Сителсем чăнахах та шахвăртманнине ăнлантăм. Телевизор тенĕрен, нумаях пулмасть Чăваш телекуравĕпе «Аса ил-ха, салтак» кăларăмра шăпах Василий Ляков çинчен каласа панăччĕ.
Эпĕ пынă кун ял халăхĕ Ляковсем патне нимене пухăннăччĕ: вите çĕклетчĕç. Василий Федорович та вĕсемпе пĕрлех ĕçлетчĕ. Ара, платник ĕçĕ унăн чун киленĕçĕсенчен пĕри-çке. Ирĕклĕрех самант тупăнсанах хăма савалама, мĕн те пулин ăсталама кăмăллать. Сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл. Малтан Сителти, унтан Пашьелти шкулсенче пĕлÿ илнĕ. «Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн çывăхри вăрманти лесник патне кĕтÿ кĕтме кĕрĕшрĕм. Унăн 20 ĕнеччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çапăçу хирне хам ирĕкпе тухса кайрăм. Малтанах пире Канашра пĕр уйăх вĕрентрĕç. Унтан Тула облаçне илсе кайрĕç. Пĕрремĕш Беларуç фронтне лекрĕм. Хамăр ялтан эпир виççĕнччĕ. Пĕри — разведкăна, тепри пехотăна лекрĕç, мана артиллерие ячĕç. Тепĕр куннех çапăçăва кĕтĕмĕр. Каярахпа Орел патĕнчи, Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăнтăм. Çапăçу пулман вăхăтсенче майрасем патне утă çулма, тырă вырма та илсе каятчĕç. Унтан Украина еннелле çул тытрăмăр. Днепр урлă питĕ тертлĕ каçни те асăмра юлнă. Нимĕçсен 30 самолечĕ пирĕн çине бомба тăкнăччĕ. Совет салтакĕсенчен ытларахăшĕ вăрмантаччĕ, вĕсене вăйлă тылларĕç. Эпĕ çырма хĕрринерехчĕ. Пирĕн ума пĕр бомба кăна ÿкрĕ. Чаçри 11 лаша вилчĕ, нумайăшĕ аманчĕ. Манăн ут, телее, чĕрĕ юлчĕ. Беларуçра вăйлă çапăçусем пулчĕç. Каярахпа пире 7000 çын вилнине пĕлтерчĕç. Унтан аран-аран тухрăм эпĕ. Пуля лекнĕрен урхамахăм ÿкрĕ. Ирĕксĕрех ăна пăрахса хăварма тиврĕ. Нимĕçсен территорийĕнче те хĕрÿ çапăçу чылай пулчĕ. Мана унта тупă наводчикне куçарчĕç», — аса илчĕ Василий Федорович. Паттăр салтак Германиех çитнĕ. Çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» медальпе виçĕ хутчен наградăланă.
Василий Ляков 1946 çулхи чÿк уйăхĕнче тăван яла таврăннă. Колхозра, платниксен бригадинче ĕçленĕ. 1951 çулта Анат Чакă хĕрĕпе Аннăпа çемье çавăрнă. Унпа 5 ача — икĕ хĕрпе виçĕ ывăл — пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕсен ячĕсем ашшĕнни пек «в» саспаллирен пуçланаççĕ: Верăпа Валентина. Ывăлĕсен вара амăшĕнни евĕр «а»ран: Анатолий, Алексей, Александр. Шел, йывăр чире пула Анна Герасимовна 1996 çултах пурнăçран уйрăлнă. Василий тете халĕ ывăлĕсемпе Анатолипе тата Александрпа пурăнать. Александр çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Иринăпа икĕ хĕр ÿстереççĕ. Паян вара Василий Федорович 8 мăнукпа мăнукĕсен 4 ачипе савăнать. Сăмах май, Сителте вăрçă ветеранĕ тек никам та юлман. «Пирĕн йăхра 95 çула çитнисем те пулнă. Эпĕ те çавăнпах нумай пурăнатăп пулĕ. «Хускану — пурнăç», — тенине асрах тытатăп. Велосипедпа çÿреме кăмăллатăп. Çывăхри вăрмана çырлана, кăмпана, милĕке çитсе килетĕп. Пирус туртмастăп, эрех ĕçместĕп. Маларах купăс калама юрататтăм. Нимĕçсем патĕнченех чаплă купăс илсе килнĕччĕ. Уявсене яланах купăс калама чĕнетчĕç мана. Шел, йывăр вăхăтра укçа тупайманран ăна хамăр ял çыннине 400 тенкĕпе сутма тиврĕ. Каярахпа тепĕр купăс та туяннăччĕ-ха та... Çулсем иртнĕçемĕн кăмăл улшăнчĕ мар-и?» — шухăш ытамне лекрĕ ватă.
Пĕр авăк шăпланнă хыççăн калаçăвне ерипен малалла тăсрĕ: «Çуллахи вăхăтра пахчара çум çумлатăп. Çума манăн çумласах тăрас килет. Люцерна çинчи хытхурана та тата-тата пăрахатăп. Куçăм начартарах курма пуçларĕ. Шăрăх çанталăкра утта кайсан тарланă хыççăн çăлкуçран виçĕ хутчен сивĕ шыв ĕçрĕм. Çавă юрамарĕ. Пытармасăр калас тăк — нимĕнле ĕмĕт те çук халĕ манăн. Çĕр çула çитейместĕпех пулĕ, чĕрем хавшарĕ. Юн пусăмĕ пăсăлчĕ», — тунмарĕ ватă. Василий Федорович велосипедпа та, çуран та нумай çÿрет. Вăй-хал ан тартăр тесе яланах ĕçлеме тăрăшать. Пурнăçа вара питĕ юратать.
«Хуняçа картише ирхине тухса каять те каç пулсан кăна пÿрте кĕрет. Куç умне мĕн лекет — йăлт тăвать. Йăрансене те çумлать, картишĕнче тирпейлет. Саваламалли, тÿрлетмелли шырасах тăрать. Вăрмана 2-3 хут та кайса килет. Вĕрлĕклĕх касса килет е милĕклĕх хуçать. Мунчине те пĕчченех кĕрет. Ÿркенмест, япалисене те хăех çуса çакать. Сĕре тирпейлĕ. Эпĕ ĕçе кайсан апатне те пĕçерсе çиет. Çăмарта тавраш питех астивмест вăл, курăк апачĕсем янтăлать. Вĕлтĕрен, пултăран, серте, хĕрлĕ кăшман, çĕрулми, кишĕр çулçи, кăшкар ути кăмăллать. Паян акă симĕс пăрçа яшки пĕçернĕччĕ-ха. Хăйне упрать: пылак çимест, тăварне те сахал ярать. Тухтăрсем çырса панă эмелсене вĕсем организма мĕнле витĕм кÿнине вуласа лайăх тишкермесĕр ăша ямасть. Енчен те вĕсем вар-хырăмшăн сиенлĕ тĕк — пачах ĕçмест. Суккăр вĕлтĕрене, чĕре курăкне, хăва хуппине вĕретсе ĕçет. Мунчара та курăксемпе сипленет», — калаçăва хутшăнчĕ кинĕ Ирина.
Пурнăçра чылай чухне арçынсем хăйсене хĕрарăм пăхасса кĕтеççĕ. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн этемлĕхĕн вăйлă çурри чылай чухне япăхса каять е эрех ĕçме пуçлать. Василий Федорович вара чăтăмлă, çирĕп вăй-халлă. Ахальтен-им вăл вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, пурнăç тунă, йывăрлăхсене парăнтарнă...
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас