Ӗмӗре вăрăмлатма пулăшӗ
РФ Конституцийĕнче медицина сферинчи улшăнусем икĕ самантпа çыхăннă. Раççейре пурăнакан кашни çыннах çӳллĕ шайри пахалăхлă медицина пулăшăвне тӳлевсĕр илме тивĕç. Раççей гражданинĕн, вăл кирек ăçта пурăнсан та /хулара-и е ялта-и/, пахалăхлă медицина пулăшăвне илме ирĕк пур. Влаç органĕсем çынсене тивĕçлĕ сиплевпе тивĕçтерменни çĕршывăн Тĕп Саккунне пăснипе танлашать. Тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ парасси ыйтусем кăларса тăратмасть, анчах аякри ялсенчи çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси нумай шухăшлаттарать. Çав вăхăтрах Конституцири улшăну халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарассипе те çыхăннă.
Юрий ЗОРИН, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ:
— Манăн шухăшпа, паянхи пурнăçра тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ илни кăна мар, вăл пахалăхлă пулни, унпа пур çĕрте те тивĕçтерни пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине пăхăнма условисем туса пани питĕ паха. Çакă çынсен ĕмĕрне вăрăмлатма пулăшĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни — наци сывлăхĕн тĕп никĕсĕ. Çавăнпа ăна халăхра анлă сармалла, ку ĕçе туса пыракансене хавхалантармалла, пулăшмалла, условисемпе тивĕçтермелле. Çак тӳрлетӳсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тухтăрсем хушăран пациента йывăр лару-тăруран çăлса пысăк паттăрлăх кăтартаççĕ. Анчах пациент больницăран киле таврăнсан сиенлĕ йăлисене пăрахмасть, унчченхи пекех пурăнать. Хăй сиенлĕ çав йăласене пула сиплев учрежденине лекни çинчен манать. Врачсем тăрăшни харама каять. Вăхăт иртсен чир каллех аталанма пуçлать… Çакă йăлтах врачпа пациент хушшинче пĕрлĕх, çыхăну çуккипе çыхăннă. Çавăнпа халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтармаллах. Тухтăр пахалăхлă сиплевпе тивĕçтерессине кĕтсе лармалла мар, çыннăн хăйĕн те тăрăшмалла. Сывлăх – хамăр алăра. Çавăнпа кашнинех кашни кун 15-20 минут зарядка тумалла. Харпăр хăйĕн сывлăхне упраманнисем валли айăплав та пулĕ-ха.
Роза ВЛАСОВА.
Комментари хушас