Иçĕм тĕмне хÿтĕлетпĕр

Иçĕме витиччен пĕр уйăх маларах тумалли ĕçсем.

Авăн уйăхĕн варринелле иçĕм сапакисене татса пĕтермелле, вулăна тирпейлемелле. Пĕр вулă çинче 5-6 лайăх аталаннă турат хăвармалла, ытлашши хунавсене иртмелле. Çак вăхăтрах сапансем /черенок/ хатĕрлемелле. Авăн уйăхĕн çурринчен иçĕме шăварма пуçламалла. Витиччен пĕр тĕм айне 20 витре шыв ямалла. Нумай-и. Пачах та. Тăпра çемçе пулсан ку питех те кирлĕ ĕç. Нÿрĕк тăпрана тарăн анмалла. Хĕлле шыв çĕртен пăсланса хăпарать, унăн ăшши тăпрана, ÿсен-тăран тымарĕсене ăшăтать.

Иçĕм тĕмне витмешкĕн юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçламалла.

Иçĕм вуллисене асăрханса пĕр çыхха пуçтарса çыхатпăр, çĕр çумне лăпчăтса хуратпăр та 5-10 см хулăнăш тăпра сапатпăр. Хăш-пĕр пахчаçă çĕр çумне хунă иçĕм тĕмне малтан михĕлĕх пусмапа /шăла пир/ витет, унтан 5-15 см хулăнăш - тăпра. Тăпра вырăнне шăла пир çийĕн 25-30 см хулăнăш хăма щитсемпе хуплама юрать. Хăма çийĕн рубероидпа е полиэтилен пленкăпа витмелле. Паллах, ребероида /е пленкăна/ çил вĕçтерсе каясран лайăх çирĕплетмелле. Хĕллехи вăхăтра юр хулăнăшĕ пирки ан манăр - вăл хулăн мар тăк хулăнлатма сĕнетпĕр - ăшă тытма кирлĕ.

Юр тытни çĕре вăйлă шăнасран хÿтĕлет. Уçă вырăнти çĕр сийĕ юр айĕнчипе танлаштарсан 2-3 хут хытăрах шăнать. Енчен те сирĕн пахча уçă çĕрте - çил юра вĕçтерсе каякан вырăнта - пулсан хÿме лартса юр тытмалла. Хÿме метр çурăна яхăн пулмалла. Хÿмене яланхи çил хăш енчен пулнине шута илсе лартмалла.

Ас тăвăр, чи кирли - иçĕм тунине витни мар, тымарсене хÿтĕлени. Вулă хĕллехи - 18... - 25 градус сивве чăтать. Тымар тăпра -10 градуса çитиччен шăнсан пĕтет. Çавăнпа тĕмсен çывăхĕнчи тăпрана ан тĕкĕнĕр.

Хăш-пĕр йăнăш пирки.

Иçĕм тĕмне лайăхрах хÿтĕлес тесе сĕре хулăн тăпра сапаççĕ. Хÿтлĕх япалисене те вулă-турат валли çеç хатĕрлеççĕ. Тĕм çывăхĕнчи тăпрана илсе тымарсене ирĕке хăвараççĕ. Тымар пирки ан манăр. Тĕмĕн çĕр çинчи пайне çеç мар, тĕме йăлтах хупламалла. Тăпрана тĕмрен 1,5-2 метр аяккарах илмелле. Унсăрăн çĕр тарăн шăнса тымара сиенлет, çавна пула ÿсен-тăран хăрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.