«Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн

1983 çулхи кĕркунне кире пуканĕ йăтассипе Липецк облаçĕнче ирттернĕ РСФСР чем-пионатĕнче пирĕн республикăри пăхаттирсен пĕрлештернĕ команди çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн Шупашкарта е Чăваш Енри ытти хулара, район центрĕсенче çулленех республикăри тĕп хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри кире пуканĕ йăтакансен турнирне йĕркелеççĕ. Кăçал ăна «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 111 çул çитнине халалласа юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче ирттерме йышăннă.

Кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн ертÿçи, СССР спорчĕн мастерĕ Ю.Карпов пĕлтернĕ тăрăх — çак эрнере иртекен XXXIV турнира Раççейĕн 20-е яхăн регионĕнчен 200 ытла атлет хутшăнма кăмăл тунă. Шупашкара ыран е тепĕр кун килекен спортсменсен хушшинче Европа тата тĕнче чемпионĕсем те пур. Ăмăртусен тĕп судйи пулма Куславккара çуралса ÿснĕ РФ спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерне, çавăн пекех çĕршывăн тава тивĕçлĕ тренерне, Раççей çарĕн капитанне С.Кириллова çирĕплетнĕ.

Яваплă турнира хатĕрленнĕ май çак кунсенче республикăри хăш-пĕр районта тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвĕсене йĕркелерĕç. Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма ялĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ уйăх вĕçĕнче пĕртăван Андриян тата Алексей Трофимовсен парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнирта хăйсен ăсталăхне А.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕренекен 121 çамрăк атлет кăтартрĕ.

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Красноармейски салинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн, РФ спорт мастерĕн Ю.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ VI уçă турнирта чăваш атлечĕсемпе пĕрле кÿршĕ регионсенчен килнĕ пăхаттирсем те вăй виçрĕç. Хăнасенчен уйрăмах Самар облаçĕн командинчи тĕнче спорт мастерĕсем Олег тата Джанита Щербинсем тата А.Палазюк палăрчĕç. Пурте вĕсем хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсем йышăнчĕç.

Çивĕч кĕрешÿре Ю.Попов çирĕплетнĕ Пысăк кубока Елчĕк районĕн туслă команди çĕнсе илчĕ. Аслă Пăлапа Лащă тăрăхĕнчи спортсменсенчен хаклă парнесемпе ылтăн медальсене В.Кирилловпа М.Зайцева, Д.Енедеров, А.Узюкин, А.Данилов тивĕçрĕç. Хăйсен виçисенче тата тĕрлĕ ушкăнра ăмăртса пĕрремĕш вырăнсене çавăн пекех Канаш хулинчи паллă педагог, спорт мастерĕн кандидачĕ А.Евграфова, унăн командăри юлташĕ С.Калашников, Шăмăршăри пăхаттирсем К.Кусаиновпа В.Шуряков, Улатăр хулинчи А.Шиморин, Вăрнарти А.Волков, Йĕпреç районĕнчи М.Петров, Патăрьелти И.Махмутов, Комсомольски районĕн командинчи А.Павловăпа В.Калашников йышăнчĕç.

 

Владислав СИДОРОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.