"Хыпар", № 172, 2014, авăн, 4, кĕçнерни кун

4 Авăн, 2014

"Ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ", - тет Роза Власова корреспондент. Çак шухăша вăл республикăра юпан 9-11-мĕшĕсенче иртекен "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумпа çыхăнтарса палăртать. Çак спорт уявне тĕрлĕ регионтан килекен пин-пин хăна хутшăнасси куç кĕрет. "Вĕсене чăваш çынни спортпа чăннипех те туслине кăтартасчĕ", - пĕтĕмлетет автор. Тĕплĕнрех - "Публицист шухăшĕ" ярăмпа пичетленекен материалта. 1 стр.

"Республикăн инвестици илĕртÿлĕхне вăйлатасси", - тĕпре палăртрĕç Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, экспертсем, предприяти-организаци ертÿçисем. Çак ĕç ушкăнĕ "çавра сĕтелте" налук тата инвестици саккунĕсен тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсене сÿтсе яврĕ. Ларăва Бюджет, финанс тата налук комитечĕн председателĕ Анатолий Князев ертсе пычĕ. Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" ыранхи кăларăмĕнче. 2 стр.

Тăвай райповĕнче пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ, халăх кунта туса кăларакан, лавккисенче сутакан продукцие кăмăлласа туянать. Райпо коллективне Вячеслав Федоров нумай çул ăнăçлă ертсе пырать. Организаци çитес кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Уяв умĕн унта пирĕн корреспондент пулса курнă, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. "Эпир халăха çывăх" материалта вăл райпон кулленхи пурнăçĕ çинчен каласа кăтартать. 2 стр.

1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ мăнаçланмали хыпарпа тĕлĕнтернĕ: Андриян Николаев чăваш çÿл тÿпене çĕкленнĕ! Республикăн хальхи историйĕн патшалăх архивĕнче паттăр ентешĕмĕрпе çыхăннă документ, ал çыру, ытти япала, хут чылай упранать. Çакăн пирки архив ĕçченĕ "Чăваш ятне çĕклерĕ çÿл тÿпене çити" материалта тĕплĕнрех каласа кăтартать. 3 стр.

Ял çыннин нихăçан та ĕç пĕтмест. Çапах та тăрăшсан чун апачĕ валли вăхăт тупма пулатех. Никита Ларионовăн "Сенкер çулăм тата юрату" калавĕ ĕçрен пушă вăхăта илемлетме пулăшасси иккĕлентермест. 4 стр.