"Хыпар" никĕслевçине чысласа

22 Çу, 2015

"Хыпар" хаçата никĕсленĕ Николай Никольский çуралнă кун, сăнанă тăрăх, яланах хĕвеллĕ те ăшă пулаканччĕ. Çавăнпах-и - чăн-чăн уяв пекех туйăнатчĕ вăл. Хальхинче майăн 19-мĕшĕнче ирхине тÿпере сивĕ пĕлĕтсем купаланни кăна курăнатчĕ. Çапах та "Хыпарçăсен" делегацийĕ чăваш хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕн, паллă историкĕн, этнографăн тăван ялне - Муркаш районĕнчи Купăрляна - пуç тайма килсе çитнине çутçанталăк та ырă паллă пек йышăнчĕ-ши - уяв хĕрсе çитсен хура-кăвак пĕлĕтсен хыçĕнчен хĕвел шуса тухрĕ.

Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 137 çул çитрĕ. Сумлă ăсчаха, тăван халăхĕн аталанăвĕшĕн курăмлă нумай ĕç пурнăçласа палăрнă çынна чысласа яланхи пекех унăн палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ. Вырăнти, районти ертÿлĕхсĕр пуçне ăна пуç тайма, палăк умне чĕрĕ чечексем хума республика тĕп хулинчен те хăнасем йышлăн килсе çитрĕç: Чăваш Республикин патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчен, Чăваш ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕнчен, Чăваш наци конгресĕнчен, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнчен.

Муркаш район администрацийĕн ертÿçи Ростислав Тимофеев Муркаш енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕн йышĕнче Никольский ячĕ сумлă вырăнта пулни çинчен каларĕ. Юлашки çулсенче ăсчах ĕç-хĕлне нумай тĕпчесе унăн ятне халăхра тата ытларах пĕлме тытăннипе çак тăрăха çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем те йышлăнрах килме пуçланине палăртрĕ. Эппин, туризм валли те çул уçăлнă кунта.

Çавна май Муркашсем çак çĕнĕлĕхе аталантарас тĕлĕшпе федераци программине те хутшăнма кăмăл тăваççĕ.

"Эпир ача-пăча чухне хамăр ялтах кун çути курнă Н.Никольский çинчен питех пĕлмен.

Телее, халĕ тивĕçлипе мухтанатпăр унпа," - терĕ ăсчахăн сумĕ юлашки çулсенче уйрăмах ÿснине çирĕплетсе район пуçлăхĕ Игорь Николаев та.

"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай Никольский чапĕ пирĕн халăха çÿллĕрех шая çĕклеме кирлине палăртрĕ.

Асăннă предприятие чылай çул ертсе пынă Алексей Леонтьев чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн никĕслевçин ятне çĕклес енĕпе унăн еткерне чылай тĕпченĕ, халĕ те хăйĕн ĕç сĕтелĕ çинчен унăн кĕнекисене, алçырăвĕсене яманни çинчен каларĕ.

Педколледж директорĕ Алевтина Кириллова митинга пухăннисене Н.Никольский тĕрлĕ заведенире вĕрентекен пулса ĕçленине, педагогикăри ĕçĕ-хĕлне яланах чăваш халăхĕн тымарне çирĕплетес тĕллевпе çыхăнтарнине аса илтерчĕ. Евгений Ерагин таврапĕлÿçĕ Чулхула облаçĕнче тĕпчев çулçÿревĕнче пулнă майăн Никольский тăванĕсемпе тĕлпулни çинчен кăсăклăн каласа кăтартрĕ.

Палăк умĕнче Н.Никольскин тăванĕсенчен пĕри Николай Пантелеймонов та пулчĕ. Куккăшне хăй еплерех астуса юлнă темиçе саманта аса илчĕ. Чи интересли çакă пулчĕ: "Николай Васильевич Хусанта пурăннă чухне Ленин паркĕнче уçăлса çÿреме юратнă. Студентсене тĕл пулсан яланах вĕсемпе сăмахланă. Чăвашпа - чăвашла, тутарпа - тутарла, ирçепе - унăн тăван чĕлхипе..."

* * *

Майăн 19-мĕшĕнчех Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пĕлтерĕшлĕ тепĕр мероприяти те иртрĕ: Сосновкăри тĕслĕх библиотека 80 çул тултарчĕ. Çак ятпа Ваçкасси культура-вĕренÿ комплексĕнче савăнăçлă уяв, "çавра сĕтел" иртрĕç. Вулавăша вăтăр çула яхăн ертсе пыракан Татьяна Степанова библиотека историне аса илнĕ май вулавăш хăй вăхăтĕнче 12 кĕнекерен пуçланнине асăнчĕ. Паян вара унăн фондĕнче - 9 пин ытла кĕнеке. Çичĕ ял халăхне культурăпа ăслăлăх "çимĕçĕпе" тивĕçтерекенскер пуянлансах пырасса шаннине палăртрĕç библиотекăна саламлама пынă хăнасем. Юбилей кунĕнчех мĕн чухлĕ çĕнĕ кĕнеке-парне кÿчĕç те - малашлăхĕ пурах районти чи хăтлă та илемлĕ культура вучахĕсенчен пĕрин.

- Ку тăрăхри халăх чăннипех кĕнекепе туслă. Ялсем пĕтмесен вулакан та пĕтмест. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн тăрăшасчĕ эппин, - терĕ Ростислав Николаевич ял пурнăçĕн тĕрлĕ çивĕч ыйтăвне пĕр çыхăра палăртса.

Ирина ИВАНОВА.

С.Журавлев сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.