"Хыпар" издательство çурчĕн хыпарне яппунла куçарнă

23 Кăрлач, 2019

Японире пурӑнакан Юто Хисияма (варринчи сăн ÿкерчĕкре) "Хыпар" издательство çурчĕн "Акăлчансен мультфильмĕ чăвашла калаçать" хыпарне паян яппунла куçарнă. Ăна вăл паянах https://tat-inform-aqbars.blogspot.com сайта вырнаçтарнă. 

Юто Хисияма Чăваш Енри наци медиахолдингĕн хыпарсен службине пĕлтернĕ тăрăх, эпир маларах сайта тутар тата пушкӑрт чĕлхисемпе çырнă хыпарсене яппунла куҫарса лартаççĕ. Ют чĕлхесемпе кăсăкланакан маттур ар пирĕн сайтри хыпарсене те унта вырнаçтарас кăмăллине пĕлтерчĕ. 

Юто Хисияма чӑваш, тутар тата пушкӑрт чĕлхисене вӗренет. Ăсталăха вăл 2017 çулхи кĕркунне Чăваш Енре ĕçлĕ çÿревпе пулнă Токиори Ют чĕлхесен университечĕн профессорĕ Синдзиро Казама патĕнче туптать. 

www.hypar.ru

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас