"Хыпар" хаçатăн тишкерÿçине ĕçтешĕсем 65 çулхипе саламларĕç

Паян, çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче, "Хыпар" хаçатăн экономика пайĕн тишкерÿçи Валентин Григорьев 65 çул тултарчĕ. Юбиляра "Хыпар" издательство çурчĕн тĕрлĕ хаçат-журналĕнче тăрăшакан йышлă коллектив пĕр шухăшлăн саламларĕ. 

Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ĕçтешĕмĕрĕн пуян опытне пысăка хурса хакланине сăмахпа кăна мар, Хисеп хучĕпе палăртрĕ. Администраци юбиляр валли преми уйăрма та май тупнă. Тĕп редакторăн çумĕ Геннадий Максимов хăйĕн кĕнекисенчен пĕрне парнеленĕ май вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ  Юрий Михайлов ĕçтешĕ пирки калашле, Валентин Васильевич пек журналистран вĕренмелли чылай. Валентин Григорьев, чăн та, яка тата пуян чĕлхеллĕ калем ăсти кăна мар, кăткăс отрасле, экономикăна, тарăннăн та пур енлĕн пĕлекен хаçатçă. Пĕлнипе çеç мар, специалист евĕр тишкернипе палăрать.

Валентин Григорьев 1952 çулта Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ачалăхри саманчĕсем çăмăл пулманнине вăл пытармасть. Имшер çуралнăскер пирки пенси çулне çитиччен пурăнасса амăшĕ те тĕлленмен иккен. "65-е çитнишĕн савăнтăм. Анне те, кукамай та, унăн тăванĕсем те вăрăм ĕмĕрлĕ пулнине шута илсен утас кун-çулăм татах пуласса шанатăп", - чунне уçрĕ юбиляр.

Агроном специальноçĕллĕ ĕçтешĕмĕр алла ручка тытиччен тата чăваш чĕлхипе литературин преподавателĕ пулма вĕренсе тухиччен механизаторта, пахчаçăра, кирпĕч хураканта тăрăшнă. 1984-2009 çулсенче “Тантăш” хаçатра (халĕ вăл - "Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕ) вăй хунă. 2009-2014 çулсенче “Хыпарăн” экономика пайĕн редакторĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра тишкерÿçĕ пулса ĕçлет.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Татьяна ВАШУРКИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас