«Хыпар» хаçат турнирĕ çинчен - НТРК кăларăмĕнче

Ыран, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ. Ăмăрту, аса илтерер, кăçалхипе 35-мĕш хут иртет. Хальхинче ăна «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă. 

Ăмăрту çинчен «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина ĕнер, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн Наци телекуравĕн эфирĕнчи «Тĕплĕ калаçу» кăларăмра каласа кăтартрĕ. Телекăларăма Мальвина Петрова ертсе пычĕ. 

Вера ЭВЕРККИ. 

www.hypar.ru