"Хыпар" хаçат тишкерÿçи Раççей Журналистсен союзĕн XII съездне хутшăнать

24 Чÿк, 2017

Ыран, чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Мускав хулинче иртекен Раççей Журналистсен союзĕн XII съездне пирĕн ĕçтешĕмĕр, "Хыпар" хаçат тишкерÿçи Юрий Михайлов хутшăнать

"Хыпар" издательство çурчĕн коллективĕ Юрий Сергеевича маларах Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн черетсĕр XX съездне хутшăнма суйланăччĕ. Унта пухăннисем Мускавра иртекен мероприятие каякан делегатсене палăртнă. Раççейри съезда Чăваш Енрен 10 çын хутшăнать: республикăри Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин заведующийĕ Анатолий Данилов, «Чăваш Ен» ПТРК информаци программисен службин ертÿçи Елена Егорова, ЮТВ телекомпани директорĕ Юрий Гурьянов, «Советская Чувашия» хаçат тишкерÿçи Елена Зайцева, Куславкка районĕн «Ялав» хаçачĕн тĕп редакторĕ Валентин Константинов, Етĕрне районĕн «Ĕç ялавĕ» хаçачĕн тĕп редакторĕ Светлана Трилинская, Канаш районĕн «Канаш» хаçачĕн тĕп редакторĕ Людмила Шурекова, Чăваш наци конгресĕн пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. 

Съездра Раççей Журналистсен союзĕн председательне ертсе пыракана суйлĕç. Хальхи ертÿçĕ Всеволод Богданов тивĕçе пурнăçлама пăрахассине пĕлтернĕ. 

"Хыпар" хаçат тишкерÿçи Юрий Михайлов каланă тăрăх, "Чăваш Ен делегацийĕ союз съездне çавнашкал пысăк йышпа чылайранпа хутшăнман. Иртнĕ çулсенче пĕрлĕхĕн кашни 100 членĕнчен пĕр делегат кăна суйланă, хальхинче 50-ран — 1. Раççей Журналистсен союзĕн нумай çул ăнăçлă ĕçлекен республикăри организацийĕ 467 çынна пĕрлештерет".

 

Теги: 

Комментари хушас