«Хыпар» хаçат парнисемшĕн

10 Чÿк, 2016

Чӳк уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXIII турнир иртрĕ. Унта тĕрлĕ çулта Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче çĕнтернĕ, призлă вырăнсем йышăннă Чăваш Енри, Мари тата Мордва республикисенчи, Кемĕр, Кострома, Челябинск, Самар облаçĕсенчи, Пермь крайĕнчи 14 атлет, вунă ытла регионти 200 ытла спортсмен-разрядник вăй виçрĕ.

Спорт уявне пухăннисене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Вячеслав Рафинов, кире пуканĕ йăтассипе республикăри пирвайхи спорт мастерĕсенчен пĕри, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, республикăри кире пуканĕ федерацийĕн ертӳçи, ветерансен хушшинче тĕнче чемпионĕ Юрий Карпов ăшшăн саламларĕç.

Икĕ куна пынă çивĕч кĕрешӳре 1-3-мĕш вырăнсене ял хуçалăх академийĕн, Елчĕк тата Шупашкар районĕсен командисем йышăнчĕç. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен пĕрремĕш разрядлă атлет Николай Петров 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 107 хут тĕртрĕ, 161 очко пухса 73 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн командăри юлташĕ, Патреккел ялĕнчи 94 килограмлă пăхаттир Андрей Кузнецов вара 218,5 очко пухрĕ, Кемĕр облаçĕнчи Виктор Яворские пурĕ те виçĕ очко выляса ярса йывăр виçере иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Чи çăмăл виçере ?58 кг% Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта вĕренекен Алексей Леонтьев палăрчĕ ?136 очко%. 78 килограмлă атлетсен хушшинче вара унăн пиччĕшĕ, халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Олег Леонтьев, çĕнтерчĕ. 68 килограмлă виçере Леонтьевсен командăри юлташĕ, Пучинкери шкулта вĕренекен Иван Майоров мала тухрĕ. Ытти виçере Пĕтĕм Раççейри турнирăн ылтăн медалĕсене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Леонид Ярадовпа Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Ринат Сафин тивĕçрĕç.

Турнирта хĕрсем те ăмăртрĕç. Сăмах май, «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Пĕтĕм Раççейри турнирăн программине пикесен ăмăртăвне пуçласа 2003 çулта кĕртнĕ. Ун чухне абсолютлă чемпионка ятне Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ӳснĕ, Шупашкарти 16-мĕш вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ Любовь Эллина çĕнсе илнĕ. Вăл халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă преподавательте вуннăмĕш çул тăрăшать. Борис Глинкин доцентпа пĕрле студентсене вăйлă та хастар пулма вĕрентет. Хальхи Пĕтĕм Раççейри турнирта экономика факультечĕн студентки Анастасия Александрова 16 килограмлă снаряда çĕклесе абсолютлă чемпионка ятне тивĕçрĕ ?252 очко%.

Самар облаçĕн чысне 58 килограмлă виçере хӳтĕленĕ тĕнче спорт мастерĕ Джанита Щербина-Павлова çивĕч кĕрешӳре 242 очко пухса «Хыпар» хаçатăн тĕп парнине пиллĕкмĕш хут çĕнсе илчĕ. Йĕпреç районĕнчи Пучинке хĕрĕ кире спорчĕпе 13 çултах туслашнă. Унăн тăван йăмăкĕ Августина Павлова та 58 килограмлă виçере ăмăртса ылтăн медале тивĕçрĕ.

Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулти физкультура учителĕ Алевтина Евграфова 63 килограмлă виçере хăйĕнчен чĕрĕк ĕмĕр кĕçĕнрех Екатерина Ивановăна, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенткине, пĕр очко выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Алевтина Никитична - тăватă ача амăшĕ, виçĕ çул каялла кукамай та пулнă.

Самар хулинче пурăнакан Раççей çарĕн 26 çулти аслă лейтенанчĕ Олег Щербин ?Джанита Павлован мăшăрĕ% пирĕн республикăра ирттерекен ăмăртусене пиллĕкмĕш çул хутшăнать. Хальхинче вăл 32 килограмлă икĕ кире пуканне 119 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешӳре 209 очко пухса çĕнтерчĕ.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке каччи, халĕ Ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Алексей Иванов 73 килограмлă çитĕннĕ атлетсемпе пĕрле ăмăртса мала тухрĕ.

Иртнĕ çулсенчи пекех турнирта хăйсен ăсталăхне спорт ветеранĕсем те кăтартрĕç. Вĕсен хушшинче Шăмăршă районĕн хисеплĕ çынни Владимир Шуряков çĕнтерчĕ.

Петр ПЕТРОВ.

Василий КУЗЬМИН сăнӳкерчĕкĕсем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.