«Хыпар» хаçат — манăн чи çывăх юлташ»
Татьяна ШАРКОВА, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ:
— «Хыпар» хаçат — манăн чи çывăх юлташ. Çуралса ÿснĕ тăван ялта, Елчĕк районĕнчи Кавалта, пурăннă çулсенче атте «Коммунизм ялавĕ» хаçата çулленех çырăнатчĕ. Йăмăкăм Галина пĕр хушă Калмăк Республикинче пурăнчĕ, атте ăна чăваш хаçатне посылкăпа ярса тăчĕ. Вулама хăнăхса çитĕннĕ çын кайран та хаçат-журналтан уйрăлмасть. Хулара тымар янă пулсан та чуна çывăх кăларăмран уйрăлмастăп, «Хыпара» çуллен çырăнса илетĕп. Эпĕ — ÿнерçĕ, культура ĕçченĕ. «Хыпарта» ман валли вуламалли, пĕлмелли пайтах. Искусство çыннисем хăйсен шухăшне пĕлтернине, паллă ăсчахсен философиллĕ статйисене вулама кăмăллатăп. Унсăр пуçне ял çыннисен пурнăçĕ, аякра тĕпленсе пурăнакан йăхташсен шăпи кăсăклантарать. «Хыпара» мăшăр Владимир та килĕштерсе вулать, ун хыççăн кÿршĕсене паратăп.
Комментари хушас