«Хыпар» ăмăртăва хатĕрленет

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ.

Унта Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Сидоров, Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата ыттисем хутшăнчĕç. Ларура турнира ирттерессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Юрий Михайлович пĕлтернĕ тăрăх — Пĕтĕм Раççейри турнира 20 яхăн регионтан килсе çитмелле. Хăнасене йышăнмашкăн пĕтĕмпе хатĕррине палăртрĕ вăл. Пĕлтĕрхи пекех ăмăртура Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлассишĕн вăй виçĕç. Помост çине 14 çултан аслăрах яшсемпе хĕрсем те тухĕç. Тупăшăва Чăваш Ен команди те хатĕрленет. Яланхи пекех пирĕн спортсменсен йышĕ пысăк пулĕ. Ăмăртура тĕрлĕ категориллĕ спорт судйисем ĕçлĕç.

Аса илтеретпĕр, «Хыпар» турнирĕ чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас