«Хыпар» 94-95 (27527-27528) № 23.08.2019
* 1955 çулта упăшки вилнĕ хыççăн Анастасия Терентьева Турра сăмах панă: вăл вĕрентнĕ пек тĕрĕс пурăнĕ. Çавăнпах çулталăкне 4 хутчен типĕ тытнă. Кăçал кĕркунне 102 тултараканскер халĕ те çак йăлана пăхăнать.
«Ку маншăн питĕ çăмăл», — тет вăл. Кинемей 69 çулти хĕрĕпе Лидийăпа пурăнать. «Нумай çитеретĕн», — тесе ăна хушăран сăмах та тивкелет-мĕн.
Пĕрре курнă йĕкĕтпе пĕрлешнĕ
Анастасия Михайловна Етĕрне районĕнчи Йĕрхкассинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ питĕ ĕçчен пулнă, хуçалăха çирĕп тытса пынă, выльăх нумай усранă. Анчах хăйсен вăйĕпе ĕçлесе пухнă пуянлăха колхоза пама тивнĕ. Çуртне туртса илнĕ, çав саманари тÿре-шара унта куллен ĕçкĕ кĕрлеттернĕ, кайран шкул туса хунă. Хăйсем вара тăватă ачипе мунчара пурăннă. Аслă ывăлĕ Степан вăрçа кайиччен авланнă, пÿрт лартса уйрăлса тухнă. Вăл фронтра чухне йăмăкĕ Настя унăн арăмĕпе /инкĕшĕпе/ пурăннă. Степан 1944 çулта хыпарсăр çухалнă.
Вăрçă вăхăтĕнче хĕрсене Пушкăрт вăрманне ĕçлеме илсе кайнă. Чеереххисем ĕçрен пăрăнса юлма май тупнă. Улькка ятлĕ хĕре пăчкă туртма пĕлмест тесе илсе кайман, сăмахран. Лутра кĕлеткеллĕ имшеркке Настьăна вара хăварман. Пĕр кунхине вăл чутах йывăç айне пулса вилеймен. Темĕнле майпа юр ашса тарма ĕлкĕрнĕ. Вăл тăнă вырăна ăвăс шаплаттарса ÿкнĕ.
Инкĕшĕ Настьăран май пур таран хăтăлма тăрăшнă. Ăна вăрмана ĕçлеме хăваланă. Çавăн пекех качча парса хăйĕн патĕнчен ăсатасшăн пулнă. 1942 çулта вĕсем патне кÿршĕ ялтан евчĕ килнĕ. Вăрçăра упăшкине çухатнă хĕрарăм ывăлĕ Василий валли арăм шыранă. Каччă хăрах алăсăр пулнă, ăна вăл вăрçă хирĕнче «çухатса» хăварнă. Килте лару-тăру çăмăлах пулман, чухăн пурăннă. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, ĕçчен те ырă кăмăллă Настьăна пулас хунямăшĕ питĕ килĕштернĕ. Çемйи те, ашшĕ- амăшĕ те лайăх тесе ывăлне хĕре çураçма янă. Настя хăйĕнчен 5 çул кĕçĕн йĕкĕте пĕр кун çÿресе курмасăр, пĕрре курнипех качча кайнă. Ĕç-пуç питĕ хăвăрт аталаннă. Хĕрпе паллашма килнĕ кунах вĕсене иккĕшне хĕве хупнă. «Халь тин пирĕн çинчен ыр-рине каламĕç, ята ярса пурăнар мар. Пирĕн нимех те çук, пурăнсан йăлтах пулĕ», — тенĕ Василий. Настьăн тухса тарас шухăшĕ пулнă, анчах пулас упăшки чарнă.
«Арçын ĕçĕ аппа çине тиенчĕ»
Василипе Настя 13 çул пĕрле пурăннă. Вĕсен тăватă ача çуралнă. Анчах ăмсанакансем вĕсен телейне татнă. Хĕрлĕ Чутай районне ĕçпе кайсан усал шухăшлă çынсем Василие астарнă та çын çук вырăна илсе кайнă. Унта ăна пăвса вĕлернĕ. Сас-хура тăрăх, тискер ĕçе тăвакансенчен пĕри хăйĕн йăмăкне Ваççана тахçанах качча парасшăн пулнă. Вăл Настьăпа пĕрлешнĕшĕн çапла майпа тавăрнă. Ăна вĕлернĕшĕн никама та явап тыттарман.
Упăшки вилнĕ чухне Настаç аппан кĕçĕн ачи çулталăк çурăра кăна пулнă. Виççĕмĕш ачи, 5-ри Лида та, ашшĕне астумасть. Ăна пытарма кайсан тупăк çинче ларса пыни, хитре тутăр çыхтарни кăна асĕнче çырăнса юлнă. Анастасия Михайловна урăх качча кайман, эрех-сăра ĕçмен, арçынсемпе алхасман. Вăл ачасемшĕн пурăннă. Панă сăмаха тытнăшăн ăна Турă вăрăм кун-çул панă. Ваççа вилнĕ хыççăн куляннипе амăшĕн сывлăхĕ хавшанă — шалкăм çапнă. Çапла вара Наçтаç тăватă ачине кăна мар, хунямăшне те пăхнă. Çав вăхăтрах вăл колхозра пĕр кун сиктерми ĕçленĕ. Каярахпа карчăк пÿртре уткалакан пулнă, кинне мăнукĕсене пăхма пулăшнă. Наçтаçа качча илес текен пулман мар. Арçынна ют çын ачисем кирлĕ мар тесе вăл килĕшмен, никама та çывăха яман.
Ачисем çитĕнсе çитсе килтен тухса кайсан вăл Никольски салинче /кайран унта пурăнма куçнă/ пĕчченех кун кунланă. Ĕне, сурăх, сысна, чăх-чĕп усранă. «Эпир канмалли кунсенче килсе çÿреттĕмĕр. Пире ăсатса ярсан чунĕ хурланса юлатчĕ. «Пĕччен мĕнле пурăнать-ши аннем?» — тесе кулянаттăм. Вăл ĕçпе йăпаннă, пире пил парса тăнă», — калаçăва хутшăнчĕ хĕрĕ Лидия Васильевна. — Ялта пирĕн пек пысăк сад никамăн та çукчĕ. Улмуççисене кĕвентепе шыв йăтса шăвараттăмăр. Хамăр çимесĕр сутаттăмăр. Аслă аппана Альбинăна йывăр килчĕ. Арçын ĕçĕ ун çине тиенчĕ. Ăна вăрмана яратчĕç. Пичче Валера урине хуçнăран пĕрмай санаторире выртатчĕ. Вăл пирĕншĕн атте вырăнне пулчĕ, ура çине тăма нумай пулăшрĕ».
Пĕччен ÿстерсен те Анастасия Михайловна кашни ачине тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентсе кăларнă, пурте аслă пĕлÿллĕ. Аслă ывăлĕ Валерий Васильевич халĕ 70 çулта ĕнтĕ, паянхи кун та ĕçлет. Лидия Васильевна вара амăшне пăхассишĕн пĕлтĕр кăна хăйĕн ĕç вырăнĕпе сыв пуллашнă. Кинемейĕн ачисем çывăхрах пурăнаççĕ: виççĕшĕ Шупашкарта, хăй Лидийăпа пĕрле — Çĕнĕ Шупашкарта. Вĕсем кашни кунах амăшĕ патне шăнкăравлаççĕ. «Анне пурăннă чухне унпа савăнса юлмалла. Ун çумĕнче ирттернĕ кашни кун — пысăк телей», — теççĕ ачисем. Наçтаç аппан — 9 мăнук, 6 кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнукĕн пĕр ачи садике çÿрет ĕнтĕ.
Унран пил ыйтаççĕ
Ирпе тăрса çăвăннă хыççăн кинемей кĕлĕ вулать. Кашни кунах вăл халăхшăн, хăйĕн тăватă ачишĕн, мăнукĕсемшĕн, вăрçă ан тухтăр тесе кĕлĕ тăвать. Тата тепĕр çын та пур унăн списокĕнче — вăл пирĕн Президент Владимир Путин. Уншăн та уйрăммăн кĕлĕ тăвать. Ăна телевизорпа курма кăмăллать. Çавăн пекех каçхи кĕлле те манмасть, чылайăшне пăхмасăр пĕлет.
Анастасия Терентьевна халĕ чиркĕве хĕрĕпе çÿрет. Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Николай ячĕллĕ чиркÿ вĕсем пурăнакан вырăнтан инçех мар вырнаçнă та çуранах çитеççĕ. Унта кинемее пурте хисеплеççĕ, паллаççĕ, пил ыйтма пыраççĕ. Чиркÿ ĕçченĕсем яланах унăн сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Чиркÿре Етĕрне районĕн хĕрарăмĕпе паллашнă та тăвансем пекех çывăхланнă, халĕ вăл ун патне пырса çÿрет.
Ирпе кинемей сĕтпе пĕçернĕ пăтă çиет. Типĕ вăхăтĕнче хĕрĕ ăна шывпа хатĕрлет. Кашни кун кăнтăр апачĕ — яшка. Борща уйрăмах кăмăллать. «Анне ахаль ларасшăн мар. Хăяр тăварланă чухне те пулăшать, апат пĕçернĕ чухне сухан шуратса парать. Ĕçлесен çын пурăнать», — тет хĕрĕ.
(Путиншăн кунсерен кĕлĕ вулать. Алина ИЗМАН)
* Вуласси модăна кĕрсе пырать. Чăннипех çапла шухăшлать Комсомольски районĕнчи Урмаелти библиотекарь, республикăри муниципалитет тытăмĕнчи библиотекăсен чи лайăх ĕçченĕ Миндания Чумарова.
Миндания Миначтдиновна асăннă тытăмра 33 çул вăй хурать. Çак тапхăрта вулав культури самана витĕмĕпе мĕнле çĕкленнине, унтан аманнă кайăк пек хавшанине, юлашки çулсенче каллех вăй илсе пынине никамран лайăх курса тăрать.
1986 çулта культурăпа çут ĕç училищинче библиотека ĕçĕ енĕпе ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн вырнаçнă вăл Урмаелти вулавăша. Салара виçĕ пин ытла çын пурăнать, тĕпрен илсен, тутарсем. Çак йышран 1200-шĕ /41 проценчĕ/ библиотекăна çÿрет. Камсем-ха вĕсем?
Чи малтанах, шкул çулне çитменнисем. Вĕсем амăшĕсемпе, асламăшĕсемпе пыраççĕ. Шăпăрлансем валли тутар халăх юмахĕ, ÿкерчĕксемпе хитре илемлетни, темĕн чухлех иккен. Тепĕр чухне «Лейсан» ача садне çÿрекенсем ушкăнпах кăштăртатса çитеççĕ. Библиотекарь вĕсем валли юмахри литература сăнарĕсенчен викторинăсем хатĕрлет, пĕлĕве пуянлатакан мероприятисем йĕркелет. Вăтам шкул та библиотекăпа юнашарах. Унта 380 ача вĕренет. Пĕлÿ илекенсене вулавăшра шкул программипе вуламалли литература кăсăклантарать. «Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тыттарма пуçланăранпа ачасем кĕнекепе ытларах туслашнине хам курса ĕнентĕм, — палăртрĕ Миндания Миначтдиновна. — Шел те, вĕсем ÿссе пынă май вырăсла литература ытларах ыйтаççĕ. Аслă ăрурисене тутар çыравçисен хайлавĕсем килĕшеççĕ. Эпĕ хам тутарла та, вырăсла та вулатăп. Чăваш писателĕсен куçарĕвĕсене, маларах вуланă классика произведенийĕсене, çĕнĕрен алла илни те пайтах пулнă. Сăмахран, «Нарспие», «Хура çăкăра» миçе хут вуламан-ши?»
(Вуласси модăна кĕрсе пырать)
* СКн Чăваш Енри органĕсем Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Мари Республикинчи управленийĕн сотрудникĕ пулнă çамрăк çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Асăннă тытăмра вăл темле пысăк должноç йышăнман — управлени пайĕсенчен пĕринче водительте ĕçленĕ. Анчах ку, паллах, яваплă службăри çынна нимĕн чухлĕ те тÿрре кăлармасть. Ăна пĕлсе тăрсах суя документпа усă курнăшăн айăплаççĕ.
Следстви версийĕ çапларах: пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче çамрăк çын Шупашкарти аслă шкулăн йышăну комиссине вăтам професси пĕлĕвĕ илнине ĕнентерекен диплом панă. Çав документ вара суя пулнă – каччă ăна Мускаври метрора туяннă. Анчах ку ун чухнех çиеле тухман, çавна май çамрăк çынна юридици факультетне вĕренме пĕр чăрмавсăр йышăннă. Вăл бакалавриат программипе куçăн мар майпа вĕренекен студент пулса тăнă.
Суя документпа усă курнине ФСИН-ăн кÿршĕ республикăри управленийĕн хăйĕн хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕ тăрă шыв çине кăларнă, çакăн хыççăн, кăçалхи ака уйăхĕнче, водителĕн ЧПУпа та сыв пуллашма тивнĕ — ăна вузран кăларса янă.
(Пур студентпа мухтанаймăн)
* СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн, ЧАССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Валерий Львовăн çăлтăрĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çуталнă. Вăл Олимп чемпионĕнчен Валериан Соколовран тĕслĕх илсе çитĕнÿ çулĕпе утнă, тренировкăсенче çирĕпленсе рингра чылай çĕнтерÿпе палăрнă, Раççейпе Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ. Боксер перчеткине хурсан спорта аталантарас, çамрăксене вĕрентес енĕпе нумай ĕç тунă. Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн ятне тин çеç тивĕçнĕ Валерий Константинович паян — пирĕн редакци хăни.
— Эпир ÿснĕ вăхăтра спорт вăй илме тытăннăччĕ. Ача чухнех волейболла, баскетболла, футболла вылянă. Мечĕк тапмасăр кун та иртместчĕ. «Энергия» спорт шкулне çÿреттĕм, тантăшсемпе пĕрле пĕлÿ çурчĕн чысне чылай ăмăртура хÿтĕлерĕм. Пичче бокспа кăсăкланатчĕ. Ăна кура манăн та унта çÿрес килетчĕ, анчах пĕчĕк тесе илместчĕç. Килте бокс перчетки пурччĕ. Ăна пĕрмай тăхăнса пăхаттăм, кĕрешме вĕренеттĕм. Анчах пичче малалла каяймарĕ, унăн куç вăйĕ япăхрахчĕ. Ун чухне бокспа самбо спортăн питĕ анлă сарăлнă тĕсĕсемччĕ. Эпир те картишре перчетке тăхăнса тытăçаттăмăр. 14 çул тултарсан Хĕрлĕ тÿремре вырнаçнă «Динамо» спорт обществин керменне çÿреме пуçларăм.
— Эсир Олимп чемпионĕпе Валериан Соколовпа рингра пĕрре мар тĕл пулнă…
— Унпа пичче питĕ туслăччĕ. Валериана пурте пĕлетчĕç, телевизорпа кăтартатчĕç. Каярахпа эпĕ те унпа рингра темиçе хут тытăçрăм. Мехикăран илсе килнĕ перчеткипеччĕ вăл ялан. Тĕлĕнмелле те, пĕрремĕш çапăçурах ăна çавăрса ÿкернĕччĕ. Çапах вăл питĕ вăйлăччĕ. Тренировкăсенче пĕрмай кĕрешеттĕмĕр. Виçĕ раунда аран чăтса ирттереттĕм. Эпĕ чееленсе çĕнтереттĕм ăна — самбо мелĕсемпе усă кураттăм. Ун чухне эпĕ çамрăкчĕ çав, вăл — паллă боксер. Валериан урайĕнчен 100 хут тĕртĕнетчĕ, эпĕ — 85 хут. Турник çинче вара эпĕ вăйлăрахчĕ.
— Сире СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Степанов спортра пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнă. Çирĕп ыйтатчĕ-и?
— Вăл питĕ кăмăллă çынччĕ. Нихăçан та кăшкăрмастчĕ, лăпкăн ăнлантаратчĕ. Ăна пурте юрататчĕç. Михаил Степановича халалласа турнирсем те ирттернĕччĕ хăй вăхăтĕнче. Унпа пĕрле Валерий Уледеркин ĕçлетчĕ. Вĕсем витĕр Валерий Лаптев, Владимир Мельник тата ыттисем тухнă.
— Эсир пирвайхи турнирсенчех палăрнă…
— «Динамо» спорт обществи йĕркеленĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Ун хыççăн мана тепĕр икĕ юлташпа пĕрле Тĕп союзăн турнирне хатĕрленмешкĕн сбора хăварчĕç. Унта пĕрремĕш пултăм. 1971 çулта çамрăксен командине илчĕç. Шкултан вĕренсе тухнă çул экзаменсене маларах тытса тренерпа Новороссийска тухса кайрăмăр. Унта виçĕ çапăçура лайăх кĕрешсе финала тухрăм, анчах мана судьясем сахал балл лартрĕç. Питĕ кÿреннипе куççуль тухнăччĕ. Василий Соломинпа каярахпа рингра пĕрре мар тĕл пултăм. 1973 çулта РСФСР чемпионатĕнче ăна парăн-тарнăччĕ, тепĕр çул вара выляса янăччĕ. Вăл тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ чи пĕрремĕш боксер пулса тăчĕ. 1976 çулта ура тупанĕ шыçрĕ, çапах ринга тухрăм. Анчах финалта каллех Соломина выляса ятăм.
— Эсир Олимп вăййисене те хатĕрленнĕ. Унта хутшăнма мĕншĕн май килмерĕ?
— Юлашки кунчченех кам каясси — эпĕ е Соломин — паллă марччĕ. Пĕр ăмăртура урине амантнăччĕ вăл, пĕр тапхăр тренировкăна çÿреймерĕ. Кайма шанăç пурччĕ. Самолетпа вĕçиччен икĕ сехет маларах кăна пĕлтерчĕç. Василий ун чухне Мускава пурăнма куçнăччĕ. Тренерсен коллегийĕ ăна яма йышăннă. Соломин Олимпиадăран «бронзăпа» таврăнчĕ. Эпĕ те унта лайăх кăтартупа палăрăттăм. Паллах, халĕ нимĕн те тăваймăн. 1977 çулта мана тепĕр чир ураран ÿкерчĕ — çурăм ырататчĕ. Пĕрмай больницăра выртнипе тренировкăна çÿреймерĕм. Çавăнпа мана командăран кăларчĕç. Шупашкара таврăнтăм, милицие ĕçе вырнаçрăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — каялла чĕнчĕç. Спортсменсен йышĕнче пултаруллă каччă тупăннăччĕ. Ăна тренерсем юрататчĕç. Анчах АПШпа Раççей командисен хушшинче иртнĕ тупăшура çакскер выляса янă. Вара ман пирки аса илнĕ. Пĕрремĕш ăмăртурах — çĕршыв чемпионатĕнче — чи вăйлă боксерсене парăнтарса çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм.
«Эфиопире чĕрĕ какай çитеретчĕç»
Комментари хушас