Хыпар 93 (27526) № 20.08.2019

20 Çурла, 2019

* Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче — 676 палăк. Кăçал тепĕр вуннăшне реестра кĕртнĕ. Юлашки çулсенче оптимизаци таврашĕ иртнĕ май хăш-пĕр палăк пушанса, хуçасăр тăрса юлчĕ.

Çакă Сĕнтĕрвăрри районĕнче уйрăмах палăрать. Волжская урамĕнчи 10-мĕш çурта илер. Хăй вăхăтĕнче унта Вăрман хуçалăхĕ пулнă. Организаци ăна йĕркеллех тытса тăнă, анчах предприятие Çĕнĕ Шупашкара куçарнă май çурт пушанса юлнă. Хальлĕхе çĕнĕ хуçа тупăнман. Çавăн пекех Нахимов урамĕнчи 13-мĕш çуртра гигиена центрĕ ĕçлетчĕ. Ăна та Çĕнĕ Шупашкара куçарнă. Халĕ вăл та пушă ларать. Унта хăй вăхăтĕнче вырăнти чиркÿ ĕçченĕсем пурăннă, çавăнпа палăка чиркÿ илме тĕв тытнă, ăна хăй çине куçарас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Унта ачасем валли вырсарни шкулĕ уçасшăн.
Етĕрне хулинче те ку енĕпе ĕç-пуç чаплах мар. Кунта палăксен хуçи хула тăрăхĕ пулсан та вĕсен шăпи шухăшлаттарать. Паллă тĕпчевçĕ, «Чăваш чĕлхи словарĕн» авторĕ Николай Ашмарин çуралнă çурт хальхи вăхăтченех хăйĕн хуçине тупайман. 1998 çулта çуртра пушар тухнă хыççăн вăл арканма пуçланă. Палăка тĕпрен çĕнетсе йĕркене кĕртме 10 миллион тенкĕ кирлĕ. Етĕрне хула тăрăхĕ çаврăнăçуллăрах пуласса шанас, инвестор тупса çурта тĕпрен юсама мехел çитерессе шанас килет. Çитес çул Николай Ашмарин çуралнăранпа 140 çул çитет. Чаплă ăсчаха чыс тăвасчĕ. Сăр çинчи хулари уес училищи пулнă çурт пирки те çавнах каламалла. Хăй вăхăтĕнче ăна туянас текен пулнă, анчах ăна урăх проектпа çĕнетме шутланă. Саккун ун пек тума ирĕк памасть. Сăр хĕрринчи тепĕр палăкăн — хĕрсем пĕлÿ илнĕ прогимназин — хуçи пур темелле, анчах, шел те, вăл та лава вырăнтан тапратмасть.
Палăксем вăхăт иртнĕ май юрăхсăра тухса пыраççĕ. Вĕсене çĕнетме çăмăл мар, çак ĕçсем, тĕпрен илсен, укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе çыхăннă. Бизнесменсем те хăйсен кĕмĕлĕнчен уйрăласшăнах мар, паян хурса ыран услам илме май çук-çке çак ĕçре.
Апла пулин те лайăх тĕслĕх те çук мар. Паян инвестицие ытларах чухне патшалăхран илме тивет. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 2020 çулта пĕр ĕмĕр çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май РФ Президенчĕ Владимир Путин хушу кăларнăччĕ. Юбилей мероприятийĕсен программине пурнăçа кĕртмелли плана районсенчи музейсем вырнаçнă пĕлтерĕшлĕ палăксене юсассине кĕртнĕ. Çапла майпа 21 палăк тĕпрен çĕнелĕ. Иртнĕ çул çиччĕшне юсанă. Сăмахран, Шупашкарта Константин Иванов урамĕнчи Петр Ефремовăн архитектура енĕпе палăрса тăракан çуртне тĕпрен юсама пуçланă. Ĕç кăçал та пырать. Çитес çул вăл хăйĕн малтанхи сăнне тавăрĕ. Чăваш академи, Вырăс драма театрĕсенче кăçал юсавсем вĕçленмелле.
Районсене илес пулсан, Пăрачкав салинче икĕ палăк юнашарах ларать, унта музей вырнаçнă. Улатăрта та çаплах, тавра пĕлÿ музейĕ регион шайĕнчи палăк шутланать. Вĕсене юсама вырăнти бюджетран уйăракан нухрат çитмĕ. Пĕлтĕр Сĕнтĕрвăрринчи тавра пĕлÿ музейĕн çуртне юсанă хыççăн палăк сăн-сăпачĕ кăна мар, унăн шалти условийĕсем те лайăхланнă. Хĕрлĕ Чутай салинче паян хĕрÿ ĕç пырать. Унта, Таланцевăн çуртĕнче, пĕр ĕмĕр каялла çĕкленĕскерте, район музейĕ вырнаçнă. Кăштахран вăл та çамрăкланĕ, малтанхи сăнне тавăрĕ
(Мăкăр кĕперĕ федераци шайĕнчи палăк пулма тивĕç. Надежда СМИРНОВА)

* Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ «Нарспи» оперăна сцена çине кăларать.
Наци музыка еткерлĕхĕн чи çутă тĕслĕхĕсенчен пĕри — Григорий Хирбюн «Нарспи» опери — композитор пурăннă вăхăтрах чăваш опера классики пулса тăнă. Вăл пĕрремĕш хут куракан патне çитнĕренпе чылай çул иртнĕ пулин те паян кун та пĕлтерĕшне, илĕртÿлĕхне çухатман.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе çĕнетнĕ оперăна пăхма йыхравлать. Нарспи сăнарне Надежда Степанова калăплать, Сетнер ролĕнче — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Семкин.
(«Нарспи» сцена çине çĕнелсе тухать)

* ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — районсенче кашни комбайна вăтамран çавăн чухлĕ гектар тивет: Красноармейски — 494, Тăвай — 468,9, Чăваш Республики — 467,4, Çĕрпÿ — 466,7, Етĕрне — 402,7, Муркаш — 340,7, Патăрьел — 329,9, Елчĕк — 309, Вăрнар — 308,3, Комсомольски — 305,5, Хĕрлĕ Чутай — 262,6, Сĕнтĕрвăрри — 1730, Улатăр — 1435, Вăрмар — 755,4, Куславкка — 752,8, Элĕк — 706,8, Канаш — 624, Йĕпреç — 611,2, Шăмăршă — 598,6, Пăрачкав — 598,2, Шупашкар — 557,9, Çĕмĕрле — 540,9.
Çак цифрăсенчен уй-хир карапĕ пуçне пухса кĕртмелли лаптăк Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел, Муркаш районĕсенче ыттисенчен чылай пĕчĕкреххине куратпăр. Вĕсенче техникăпа тухăçлă усă курсан, çумăр чăрмантармасан вырмана маларах вĕçлеççĕ тата амортизацие сахалрах тÿсеççĕ. Кăçалхи пек вырмара тырра пухса кĕртнипе пĕрлех комбайнсене ватса кивелтерменни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Кашни комбайна лаптăк темиçе хут, калăпăр, 4,9-4,1 хут /Сĕнтĕрвăрри, Улатăр/ пысăкрах тивекен районсене асăрхарăр пулĕ. Тырра пухса кĕртнĕ хуçалăхсенчен пулăшу ыйтмасан вĕсенче кăçал вырма тăсăлса каяс хăрушлăх пур. Культурăсене пухса кĕртмешкĕн пĕр-пĕрне тĕревлеме чĕнсе каланă асăннă министерство йĕпе-сапаллă çулсенче. Кÿршĕсене кăçал та ырă сунса пулăшасчĕ. Тепĕр чухне комбайнсем ĕçлесе панăшăн тÿлессипе сăмах татайманни пулкаланă. Кăçал калаçса татăлмаллах. Йывăр чухне пулăшу кирек хăш хуçалăха та кирлĕ.
«Кÿрше пулăшсан комбайнсен амортизацийĕ ÿсет вĕт», — теççĕ. Ĕçшĕн илекен укçара çак тăкака та пăхса хураканччĕ.
— Çурлан 14-мĕшĕнче, уйра ертÿçĕсемпе тĕл пулсан, çавнашкал ыйту патăмăр: «Хăвăр лаптăксенчи тырра пухса кĕртсен районти тата унăн тулашĕнчи хуçалăхсене вырмана вĕçлемешкĕн комбайнсем ярса паратăр-и?» Пурте пулăшма килĕшрĕç, — пĕлтерчĕ Вăрнар районĕн адми-нистрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçи Вячеслав Горбунов.
(Хăватлă комбайнлисен пĕр-пĕрне пулăшмаллах)

* Красноармейскинчи халăх театрĕ çур ĕмĕр каялла йĕркеленнĕ. Драма кружокĕн ертÿçи Клавдия Васильева пулнă, вăл 1967 çулта Шупашкарти музыка училищин театр уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори уйрăмне пĕтернĕ.
Çур ĕмĕр ытла
Тĕлĕнмелле те, халăх театрне паян та вăлах ертсе пырать. Клавдия Ильинична çак тапхăрăн пĕр пайĕнче — 1967-1978 çулсенче — районти культура çуртĕнче драма ĕçĕн методистĕнче ĕçленĕ, драма кружокне ертсе пынă. Ун хыççăн 36 çул районти шкулсенче ачасене истори, географи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах драма коллективĕпе те çыхăну татман. 2000 çулта вăл ертсе пынипе коллектив Федор Павловăн «Ялта» драмипе «халăх театрĕ» ята хÿтĕленĕ. Ял артисчĕсен репертуарĕнче тĕрлĕ жанрлă ĕçсем пулнă, вĕсем: «Çĕрлехи çиçĕм», «Ничава Хĕветĕрĕ» /Тихăн Петĕркки/, «Хăмла» /Георгий Краснов/, «Ылханлă йăх», «Икĕ каччăн пĕр шухăш» /Петр Осипов/, «Кай, кай Ивана» /Николай Айзман/ спектакльсем, сценкăсем, миниатюрăсем.
Клавдия Васильева ултă çул каялла театра тепĕр хут таврăннă. Çак тапхăрта репертуар тата çĕнĕ ĕçсемпе — «Вăрçă суранĕ» /Юхма Мишши/, «Кăмака çинче ларса качча каяймăн» /Мунча Мишши/, «Тарçă» /Анатолий Чебанов/, «Салтак амăшĕ» /Виссарион Синичкин/, «Шупашкарти савни» /Николай Сидоров/, ыттипе — пуянланнă. 2016 çулхи пуш уйăхĕнче районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ театр искусствинчи çитĕнÿсемшĕн Нестер Янкас поэт ячĕллĕ премие тивĕçнĕ.
Ачаллах — сцена çинче
— Эпĕ Канаш районĕнчи Малти Тукайра çуралса ÿснĕ, — калаçăва çапла пуçларĕ Клавдия Ильинична. — Ачаллах сцена çинче сăвă вуланă, спектакльсене хутшăннă. Шкул хыççăн театр уйрăмне вĕренме каяссине пĕлсен анне çапла каларĕ: «Хĕрĕм, эсĕ тринкки шкулне каясшăн та-ха, лайăхах пулĕ-ши?» Пĕрре те ÿкĕнместĕп. Музыка училищинче пире питĕ лайăх педагогсем вĕрентрĕç: режиссер ĕçне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне йĕркеленĕ Борис Марков хăнăхтарчĕ. Кăнтăрла училищĕре пĕлÿ илеттĕмĕр, каçхине театрти спектакльсенче массăллă сценăсене хутшăнаттăмăр, ташлаттăмăр. Чăваш театрĕн сумне çĕкленĕ «Кай, кай Ивана», «Вĕр, вăштăр çил» спектаклĕсенче вылярăмăр. Вера Кузьмина, Ольга Ырсем, Борис Алексеев, Виктор Родионов, Анна Кутузова, ыттисен ăсталăхне сцена çинче юнашар тăрса ăша хыврăмăр. «Шывармань» оперăна хутшăнма тивнишĕн уйрăмах савăнатăп. Борис Марков пысăк ĕçсене студентсене те явăçтарма тăрăшатчĕ, — иртнĕ кунсене ăшшăн аса илет халăх театрĕн режиссерĕ. — Диплом ĕçĕ Петр Ванюшкин режиссерпа хатĕрленĕ «Ялта» драма пулчĕ.
Училищĕне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскерĕн тĕп хулара тĕпленме те май пулнă, анчах Трак тăрăхĕн каччипе çемье чăмăртанăскер Красноармейски салине куçнă.
86 çулта та — каччă ролĕнче
Кунта Клавдия Ильинична хăй театр кружокĕ йĕркеленĕ. Вăл унти пĕрремĕш артистсем пирки ăшшăн аса илет. Милицин отставкăри майорĕ Геннадий Сергеев çинчен акă мĕн пĕлтерчĕ: «Геннадий Сергеевич халăх театрĕнче 1976 çултанпа вылять. 86 çулта пулсан та спектакльсенче хутшăнать. Çак тапхăрта кам кăна пулмарĕ-ши? «Ялта», «Çеçке çурчĕ юрату», «Шăпа», «Юрату шÿт мар» спектакльсенчи, ытти вун-вун постановкăри тĕп сăнарсене чунĕ витĕр кăларчĕ. Авă театрăн нумаях пулмасть лартнă «Çеçке çурчĕ юрату» спектаклĕнче авланас тесе хыпăнса çÿрекен Те-рентий рольне калăплать. Ватăласси пирки шухăшламасть пирĕн Геннадий Сергеевич. 90 çулхи тата ун хыççăнхи юбилейĕсене те тăван сцена çинче кĕтсе илмелле пултăрччĕ.
Клавдия Ильинична çавăн пекех Алина Иванова, Галина Михайлова, Ирина Павлова, Вера Петрова, Юрий Филиппов, Людмила Маркова, ыттисен ячĕпе те ырă сăмах чылай каларĕ. Вĕсем ялти театр ĕç-хĕлне вун-вун çул хутшăнса вырăнта, кÿршĕ районсенче пурăнакансен кун-çулне илемлетеççĕ, культура, искусство тĕнчипе çывăхланма пулăшаççĕ. Театр икĕ хутчен Пушкăртстана çитсе килнĕ, унта Константин Ивановăн ентешĕсене чăваш авторĕсен спектаклĕсене кăтартнă.
(Театр уйрăмĕнче вĕренме амăшĕн пилĕсĕрех кайнă)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.