Хыпар 90 (27523) № 13.08.2019

13 Çурла, 2019

* «Маншăн техничка, учитель, профессор пулман. Маншăн вĕсем çын пулнă. Хăшĕ-пĕри пысăк должноçрисен умĕнче ташласа тăратчĕ. Техничка е рабочи валли йышăну çукчĕ», — аса илет ЧР çут ĕç министрĕнче ĕçленĕ тапхăра Георгий Сидоров. «Учительсен учителĕ» тесе çырнă Георгий Сидорович çинчен хăй вăхăтĕнче республикăри тĕп хаçатсем. Чылай çул И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн халĕ педуниверситет ректорĕнче, ЧАССР Министрсен Канашĕн председателĕн çумĕнче вăй хунă ученăй педагогран, РФ аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен иртнĕ кун-çула аса илме ыйтрăмăр. Ĕçре пуçарулăхпа тата хастарлăхпа палăрнăшăн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе — икĕ хутчен, «Хисеп Палли» орденпа чысланă. Çавăн пекех вăл К.Ушинский медальне — педагогикăри чи пысăк наградăна — тивĕçнĕ.

«Çуралнă кунра ăсатрăм»
Георгий Сидоров Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. «Эпĕ — вăрçă ачи. 1941 çулта 4-мĕш класран вĕренсе тухрăм. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче, хам 12 çул тултарнă кун, аттене вăрçа ăсатрăмăр. Çемьере пилĕк ачаччĕ: эпĕ – асличчĕ, кĕçĕнни тин кăна çуралнăччĕ. Аттепе сыв пуллашнă чухне анне хытă макăрчĕ. «Çитăр, эпĕ ку ачасене ура çине тăратаймастăп, хам та чирлĕ. Эсĕ пире урăх кураймастăн пулĕ», — тесе йĕчĕ. «Пăлаки, ан макăр, эпĕ вăрçă пуласса пĕлнĕ. Аслă ывăла çавăнпа ял хуçалăх ĕçĕсене тума вĕрентрĕм. Ăна хам вырăна хăваратăп», — лăплантарчĕ ăна атте. Çÿллĕ, тĕреклĕ, тăн-тăн кĕлеткеллĕччĕ эпĕ. Ун чухне салтака пĕр çын каять-и е вуннăн-и — ялĕпех ăсатнă. Çамрăк арçын пур килсенче сăра тунă, çăкăр типĕтнĕ. Утă çулмалла — ялĕпе салтак ăсатаççĕ. Атте каçчен хирте ĕçлерĕ, ыраш акма суха турĕ. Каçхине ăна повестка пырса пачĕç… Çывăх çыннăма ăсатса килсен тÿрех сухапуç тытрăм. Улшăнчĕ, йывăрланчĕ манăн пурнăç. Сухаланă, сÿреленĕ, акнă… Вăрçă вăхăтĕнче ĕçпе пиçĕхрĕм. Çакă мана пурнăçра питĕ пулăшса пычĕ. Çĕр ĕçĕ дисциплинăна пăхăнма, чăтăмлă пулма вĕрентрĕ, шухăшлава аталантарчĕ. Вăрçă пĕтрĕ. Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче молотилка çинче барабан çине кĕлте яратăп. Тусан вĕçет! Колхоз председателĕ пирĕн пата тăрантаспа çитрĕ те: «Аçу килнĕ, лар, вĕçтер Трака. Питне ан çу, аçу сана курса савăнтăр. «Ав мĕнле ĕçлет манăн ывăл тетĕр», — сĕнчĕ хăй. Çитрĕм Трак станцине. Атте килнĕ. «Мĕн эсĕ упăте пек тăратăн? Намăс мар-и сана? Вăн, умывальник, çу питне», — хăтăрса илчĕ мана ĕнерхи салтак. Атте килчĕ — пурнăç çăмăлланчĕ. «Халĕ ĕнтĕ вĕренмелле!» — çирĕппĕн хушрĕ вăл. 1947 çулта Упири вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультечĕн чăваш уйрăмне вĕренме кĕтĕм», — калаçăва сыпăнтарчĕ Георгий Сидорович.
Вăй-хал, ăс-тăн пур — опыт çук
Пĕлÿшĕн çунакан Георгий Сидоров «5» паллăпа кăна вĕреннĕ. Иван Яковлев ячĕллĕ стипендие илсе тăнă. 450 тенкĕ пулнă вăл. Пысăк укçа шутланнă. Стипенди 220 тенкĕпе танлашнă. Хĕрлĕ диплом илсен Георгий Сидорова çар комиссариатне пыма повестка панă. Шăпах çав вăхăтра Корейăра вăрçă пынă. «Сидоров юлташ, сире отличник пулнăран Куйбышев ячĕллĕ çар академине вĕренме яратпăр. Ыттисем /пĕрле вĕреннĕ юлташсем/ вăрçа кайĕç. Академие мана ЦКран, Обо-рона министерствинчен килнĕ çынсем вĕренме илчĕç. Анчах унта вĕренесси пулмарĕ. Корейăра вăрçă чарăннă. Çавна май оборона министрĕ учительсене, врачсене, зоотехниксене, агрономсемпе инженерсене демобилизаци тăвасси, вĕсене халăх хуçалăхне ĕçлеме ярасси пирки хушу кăларнă. «Кайăр Шупашкара, учительте ĕçлĕр», — терĕç мана та. Тĕп хулана çитсенех ронона, унтан райкома çитрĕм. Мана Вăрнар районĕнчи Кив Мĕлĕшри 7 çул вĕренмелли шкул директорĕнче ĕçлеме ячĕç. Çитрĕм пĕлÿ çуртне. Вăй-хал, ăс-тăн пур — опыт çук. Астăватăп-ха: Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ С.К.Коротков мана хăйĕнпе юнашар лартрĕ те: «Эпĕ сана финанс академине паратăп. Ан вăрла, ыттисене те вăрлама ан пар. Шкулта ăшă та хăтлă пултăр тесен смета статйисене пăтраштар», — терĕ. Мĕн пур укçа вут-шанкă туянма каяссине пĕлнĕ вăл», — калаçу çăмхине сÿтрĕ сумлă ватă.
Çамрăк директор çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ. Ĕçтешсен опытне тишкернĕ, республикăри ученăй педагогсемпе çыхăну тытнă. Кĕçех Кив Мĕлĕш шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем çинчен республикăри хаçат- журналта çырма тытăннă. Икĕ çултан ăна райкома чĕнсе илнĕ те Уравăш шкулĕн директорне куçарасси çинчен пĕлтернĕ. Çамрăк, питĕ пултаруллă коллектива лекнĕ вăл. Ун чухне кадрсене улăштарас йĕрке пулнă: пĕр облаçри специалистсене теприне куçарнă. Уравăш шкулĕнче те Саратов, Куйбышев, Хусан университечĕсенче вĕреннĕ учительсем ĕçленĕ. Педагогсен тата ачасен вăйĕпе вĕрентÿ мастерскойĕсем тата электростанци туса лартнă. Краççынпа ĕçлекен генератор туянса шкула та, клуба та электричество панă. «Уравăшсене \çутта кăларакан» теме пулать Георгий Сидорович çинчен. «РСФСР вĕрентĕвĕн отличникĕ» паллăпа хавхалантарнă ăна.
Чĕлхе бюро йышăнăвĕпе пулмасть
1959 çулта ăна Вăрнарти ронона ертсе пыма шаннă. Ку тапхăрта вăл ачасене ĕç воспитанийĕ парас, производство бригадисем йĕркелес енĕпе нумай ĕçленĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ученăйĕсемпе туслă çыхăну йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах роно заведующийĕ хăй те малалла вĕреннĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс тата истори факультечĕсене хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Çапла майпа вăл вăхăтра республикăра виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ пĕртен-пĕр педагог пулса тăнă.
«Тăрăшса ĕçлесен, ĕçе юратсан ĕç хăй те сана юратать. 1962 çулта Чăваш АССРĕн çут ĕç министрĕн çумне лартрĕç. Вăрнарта манăн пысăк çуртчĕ, юнашарах мăшăрăн ашшĕпе амăшĕ пурăнатчĕç. Нумай вăхăт иккĕлентĕм, тĕп хулана куçас килместчĕ. «Ан турткалашăр, кайран ĕмĕр тăршшĕпех ÿкĕнетĕр. Сирĕн пирки правительство йышăну тунă ĕнтĕ. Кайăр та ĕçлĕр», — терĕç обкомра. Çав çулсенче Раççейри наци шкулĕсенче вырăсла вĕренттересшĕнччĕ. 4-мĕш класчен ачасене чăвашла та, вырăсла та пĕлÿ пама йышăнтăмăр. Хăш-пĕр шкулта тата маларах кайнă. Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче икĕ кун чăвашла вуçех калаçмалла мар тесе йышăннă. «Эсĕ мĕн ухмахланатăн? Ăссăрлăх вĕт ку», — чĕнсе илсе хăтăртăм Мурашкин хушаматлă директора. Куславкка районĕнчи Чашлама шкулĕн директорĕ шкулта тăван чĕлхепе калаçма пачах чарнăччĕ. «Мĕскер тăватăр? Халех ку йĕркене пăрахăçлăр!» — шăнкăравларăм ун патне. Шкулсенче вырăсла вĕрентме йышăннăран чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсен шучĕ чакрĕ. «Се-хетсене ÿстерттерме май килтерсен маттур пулатăн», — терĕç мана обкомра. Çак ыйтупа Мускава СССРăн Çут ĕç министерствине кайрăм. «Мĕскер унта Чăваш Ен пăлханать? Çармăссем кăмăллă, ирçесем те шавламаççĕ», — текелесе кĕтсе илчĕç мана. «Тĕлĕнмелли çук. Мордва наци çук. Мăкшăсем тата ирçесем пур. Мăкшисем вырăсланаççĕ. Мари Республикинче икĕ чĕлхе: туçи çармăс тата хирти çармăс чĕлхисем. Учебниксем икĕ чĕлхепе тухаççĕ. Чĕлхе бюро йышăнăвĕпе пулмасть. Чĕлхене халăх тăвать. Пире тăван чĕлхепе сехет ытларах кирлĕ», — палăртрăм хамăн шухăша. «Эпир сире ирĕк пама пултараймастпăр», — хирĕçлерĕç министерствăра. «Эпĕ тата килĕп-ха», — тесе хăвартăм вĕсене. Çапла, Çут ĕç министерствине темиçе хут кайнă хыççăн тăван чĕлхепе тата литературăпа пĕрер сехет хушма май килчĕ. «Чăваш Енри Çут ĕç министерствинче националист ĕçлет», — тесе çăхав вĕçтернĕ каярахпа Мускава. Хамăра ура хурса пырасси ун чухнех пурччĕ çав. «Чăваш чĕлхине Сидоров министр çисе янă», — çырнăччĕ пĕр «сарă прессăра» çĕнĕ самана йĕркеленсен. Чăн лару-тăрăва редакцие кайсах ăнлантарма тивнĕччĕ», — шухăшне палăртрĕ Георгий Сидорович
(«Председатель хушнипе пите çумасăрах кайрăм». «Мĕн упăте пек тăратăн?» — терĕ вăрçăран таврăнакан атте мана курсан. Роза ВЛАСОВА)

* «Пысăк йăнăш турăм. Мĕншĕн çапла хăтланнине ăнлантарма та пултараймастăп: çамрăк, айван… Шуйттан аташтарчĕ пулинех…» — тет халь 25 çулти çамрăк. Анчах чавса çывăх та — çыртаймăн, приговор итлеме тивет.
Следстви шучĕпе, Шупашкар районĕнче çуралнă, Мускав облаçĕнче ĕçленĕ çамрăк çын Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти лавккасенче сутуçăсене пилĕк пин тенкĕлĕх суя ултă банкнот тыттарса хăварнă. Шалти ĕçсен министерствин Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ нумаях пулмасть ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, ăна тишкерме тĕп хулари Калинин районĕн судне панă.
Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, кăçалхи пуш уйăхĕнче çамрăк çын темиçе сутуçа улталаса хăварма пултарнă. Пысăк пахалăхлă суя банкнотсене куçпа пăхсах чăннинчен уйăрма йывăр, купюрăсен чăнлăхне тĕрĕслемелли аппаратсем пулман…
Темиçе лавккара тупăннă суя купюрăсене тĕпченĕ май ШĔМĕн экономикăри преступленисемпе тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн сотрудникĕсем пĕтĕмлетÿ тунă: çак преступленисен хыçĕнче пĕр çын тăрать. Оперативлă шырав мероприятийĕсем вăл камне палăртма май панă. Йĕкĕт Мускав облаçĕнче иккен — оперативниксен унта командировкăна кайма тивнĕ. Çамрăк çынна тупса тытса чарнă.
Каччă тĕлĕшпе Уголовлă кодексăн 186 статйин 1-мĕш пайĕпе /суя укçапа усă курни/ айăплав тăратнă. Çак статья санкцийĕ самай çирĕп — 8 çуллăхах ирĕксĕр хăварма пултараççĕ
(Шуйттан мар, ямăт услам аташтарнă)

* Хисеплĕ редакци! Ку çырăва чун ыратнипе çыратпăр. Ял халăхне пурăнма йывăрлансах пырать. Кам хуçа пулма пултарать — ăна çăмăлрах пулĕ. Пирĕн ялта, Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишекре, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ хуçа пулсах кайрĕ. Вилнĕ çынсен çĕрĕсене ял администрацийĕ çине куçарттарчĕ. Ял çумĕнче выльăх çÿремелĕх, пăру кăкармалăх вырăн юлмарĕ. Урамра çулсем тăватпăр тесе çынсенчен 10-шар пин тенкĕ пуçтарчĕç. Патшалăхăн çук тăк ял халăхĕн ăçтан укçа пултăр? Хурамал администрацийĕн «кĕпĕрнаттăрĕ» урамри çутта çĕрле пĕр-икĕ сехетлĕхе çутать те сÿнтерет. Темле йывăр вăхăтсем те пулнă, кун пеккине курман. Ял çынни сĕт сутса укçа тăвасран та хăраççĕ-ши? Унăн хакне йÿнетсех пыраççĕ. Ниçта ĕçлеме каяйманнисен мĕнле пурăнмалла?
Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишек ялĕн çыннисем.
Дмитрий ПЕТРОВ, Йĕпреç районĕнчи Хурамал ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Çул начарри — ял нуши. Çуркуннехи, кĕркуннехи йĕпе-сапара урамсене кĕрсе тухма питĕ япăх. 2018 çулта халăх пуçарăвĕн программипе усă курса Хумри Ишек ялĕнчи Тĕп урама 400 метр вак чул сарса хытартăмăр. Укçа-тенкĕн 40 процентне çынсем пуçтарнă, 60 процентне патшалăх парса пулăшнă. Хумри Ишек çыннисем кунпа кăна çырлахас темен, кăçал вĕсем Юхан шыв урамĕнче 618 метр тăршшĕ çул сарма палăртнă. Кунти ĕçсен хакĕ — 875328 тенкĕ.
Сăмах май, 2018 çулта ку ялта кĕске вăхăтра çĕнĕ ФАП çĕкленсе ларчĕ. Вăл 241 çыннăн сывлăхне асăрхаса-пăхса тăрĕ.
2017 çулта Хумри Ишекри урамри юпасем çинчи кивĕ лампочкăсем вырăнне энерги перекетлекеннисемпе улăштарнă, вăхăт датчикĕсем лартнă. Çавна май урамсенчи çутта çĕрле, çын çÿреме пăрахсан сÿнтереççĕ. Уявсенче, сăмахран, Çĕнĕ çулти канмалли кунсенче, туй вăхăтĕнче лампочкăсем çĕрĕпех çунаççĕ. Ялта чылай çĕрте урамри çутă юписем тайăлнă. Вĕсене çитес вăхăтра çĕннисемпе улăштарма палăртнă, юпасене ял тăрăхне илсе килнĕ. Çавăн пекех Хумри Ишек ялне пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарма йышăннă.
Иртнĕ çул нумайăшĕ хăйсен пай çĕрне харпăрлăха илчĕ. Ял çыннисем выльăх- чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Хальхи вăхăтра 75 хуçалăхра 110 ĕне шутланать. Ытлашши сĕте сутса хушма хуçалăхран тупăш илеççĕ. Чылайăшĕ ялта ĕç вырăнĕ çукран ытти региона çÿрет. «Патман» хуçалăхра вăй хуракансем те пур
(«Кĕпĕрнаттăр» çутта сÿнтерет)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.