«Хыпар» 67-68 (27500-27501) № 21.06.2019

21 Çĕртме, 2019

* Çынна каласан çын ĕненмĕ, 104-ри кинемей наука журналне куçлăх тăхăнмасăр вуланине, сканворд тупсăмĕсене шыранине хам куçпа куртăм. Красноармейски районĕнчи Васнарта пурăнакан Валентина Новоселова пурнăçĕнчи кашни саманта астăвать: пулас мăшăрĕпе хăш кун паллашса çемье çавăрни, упăшки вăрçа тухса кайни, унтан таврăнни… Йăлтах унăн асĕнче.
Валентина Новоселова Тутарстанри Шонгуты салинче 1915 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ялта вĕсем вырăсла калаçса ÿснĕ

(Вуласа, юрласа куна ирттерет. Алина ИЗМАН)

* Чăваш кĕнеке издательствинче тинтерех пичетленсе тухнă «Ан пăрах, анне!» кĕнеке ыттисенчен уйрăларах тăрать. Кунта тĕп вырăнта — тăлăх ачасен нуши.
«Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн мана халăхшăн тĕслĕх пулма тивĕçлĕ пĕр-пĕр хĕрарăм çинчен тĕрленчĕк хатĕрлеме хушрĕç. Çак уяв ячĕпе хаçатсенче ялан тенĕ пекех пĕр йышши статьясем пичетленеççĕ. Манăн урăхларах, хальччен çырман материал хатĕрлес килчĕ. Аннене юлашки çула ăсатнă самант аса килсе пĕтĕм шухăша хупларĕ. Пĕртен-пĕр тĕллевччĕ: ачасене ашшĕ-амăшне хаклама, хисеплеме хистес килетчĕ. «Ан пăрах, анне!» ятпа пичетленчĕ вăл…» Кĕнеке тухсан ача çурчĕн директорне — повеçри прототипа — ĕçрен кăларнă», - каласа кăтартнă кĕнеке авторĕ, 30 çулти пушкăрт çыравçи, 
Айгиз Баймухаметов, пичет кăларăмĕн куçаруçине «Хыпар» ИÇ тĕп редакторĕн çумне Дмитрий Моисеева (Ытлашши хăрушшине хайлава кĕртмен)

* — Пĕтĕм ĕçе юлташăмпа Алексей Салминпа калаçса-килĕшсе пурнăçлатпăр. Вăл халăха илсе çÿрес енĕпе манран чылай маларах, 2003 çултах, вăй хума тытăннă. Транспорт реформине вăя кĕртме, хула аталанăвне инвестици хывма «Крокус Авто» самай пысăк тÿпе хыврĕ тесе шухăшлатăп. Хамăрăн укçапа, банксенчен кредитсем илсе 300 миллион тенкĕлĕх автобуссем туянтăмăр. Пĕр пайне арендăна патăмăр, — калаçăва тăсрĕ Элĕк районĕнчи Вутланта çуралнă, тĕп хулари Лапсар поселокĕнче ÿснĕ Виталий Дубиков. Калама кăна вĕт — епле пысăк укçа! (Кăткăс бизнеса та спортпа çыхăнтарма пулать)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.