«Хыпар» 63 (27496) № 11.06.2019

11 Çĕртме, 2019

* Тĕпрен илсен, Чăваш Енре наци тĕллевĕсене 2024 çулччен пурнăçа кĕртме 2 миллиард ытла тенкĕ уйăрма палăртнă. Ĕç тухăçлăхне ÿстермелли регион проекчĕсене 60 яхăн предприяти хутшăнать. «Федерацин ĕç тухăçлăхĕн сферинчи компетенци центрĕ» пĕрлĕхпе тунă килĕшÿре палăртнă тăрăх — пĕрремĕш çул ĕç тухăçлăхĕ — 10 процент, икĕ çултан — 15 процент, виçĕ çултан 30 процент ÿсмелле (Наци тĕллевĕсем аталанăва хăвăртлатĕç. Валентина БАГАДЕРОВА)

* — Андрей Юрьевич, эсир И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорне ларнăранпа 5 çул çитрĕ. Паян пуринчен ытла мĕнпе мăнаçланаятăр?
— Мĕнпе мар, кампа. Преподавательсемпе, сотрудниксемпе тата студентсемпе. Вĕсем чи йывăр задачăсене пурнăçланипе кăна мар, çĕнĕлĕхсем пуçарнипе те мăнаçланатăп. Кун пек команда пирки хăюллăнах çапла калама пулать: вăл çĕнĕлĕхсенчен хăрамасть. Шăпах çакă профориентацин çĕнĕ тытăмне йĕркелеме, çамрăк талантсене тупма тата хавхалантарма, лабораторисен комплексне, социаллă инфратытăма çĕнетме, федераци шайĕнчи конкурссенче çĕнтерме май пачĕ (
Андрей АЛЕКСАНДРОВ: Пирĕн команда çĕнĕлĕхсенчен хăрамасть)

* Нумаях пулмасть Патăрьелти больницăран республикăри диспансера кайма направлени пачĕç. «Юн пусăмне мĕншĕн виçсе килмен? Ăна килтенех виçсе килмелле пулнă», — тесе мăкăртатрĕç. Ара, ватă çын диспансера çитме 180 çухрăма яхăн каять те çав тапхăрта юн пусăмĕ темĕн тĕрлĕ те улшăнма пултарать… Медицина тÿлевсĕр теççĕ те, чылай чухне хаклă эмелсене хамăрăн туянса сипленмелле… (Эпир те хисеплĕ çынсемехчĕ)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.