«Хыпар» 60 (27493) № 04.06.2019
* Александр Носик актер Шупашкарти 8-мĕш садике çÿрекенсене чăннипех ăмсаннине пĕлтерчĕ. «Манăн çак садике питĕ-питĕ çÿрес килет», — терĕ. Актер çак самантра чăннипех ачалăха таврăнчĕ тейĕн, шăпăрлансемпе юнашар ларса тĕрлĕ ÿкерчĕк ăсталама та ÿркенмерĕ
(Пĕрремĕш каналпа пĕрремĕш пултăмăр. Надежда СМИРНОВА)
* «Хама урăх ĕçре курмастăп. Пĕрре суйланă ĕçех кăмăллатăп. Юратсан çитĕнÿ пулатех», — тет вăл паян. Сăмахăм Красноармейскинчи 2-мĕш шкулти истори учителĕ, РФ Вĕрентÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ Любовь Илларионова çинчен.
Пултарулăх çыннин /манăн учительсене вĕсен ретне кĕртес килет/ кашнин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. Паллах, пурте вĕсене уçса парасшăнах мар. Çапах… «Мана ачасен вĕренес, пĕлес интерес пурри хавхалантарать. Ĕçре мĕн те пулин çĕннине тума уйрăмах килĕшет. Вĕренекенсемпе проектсем, тĕпчев ĕçĕсем çыратпăр. Хамăр район историне тĕпчетпĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен нумай çыратпăр. Чылай çул «Çамрăк тĕпчевçĕ» кружока ертсе пытăм. Халĕ ППЭне, олимпиадăсене хатĕрленмелли кружок йĕркелерĕм. Пултаруллă ачасем çĕннине пĕлсен çунатланаççĕ, мана та хавхалантараççĕ», — чунне уçрĕ Любовь Юрьевна (Ачасене проектсем çырма хăнăхтаратăп)
* Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Леонид Сергеев профессор кун-çулне чăваш чĕлхи ăслăлăхне тата тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсене хатĕрлес ĕçе халалланă.
Унăн тĕпчев ĕçĕсен тухăçлăхĕнчен чăннипех те тĕлĕнмелле. Вăл чăваш чĕлхин лексикине, терминологине, диалектологине, чăваш литература чĕлхин историйĕпе стилистикине тĕпчесе ăслăлăх çÿпçине пысăк пуянлăх хывнă. Паянхи кун тĕлне 400 яхăн тĕпчев ĕçĕ, çав шутра 2 монографи, 2 энциклопеди словарĕ, çырса пичетленĕ, тĕрлĕ пособипе вĕрентÿ кĕнеки кăларнă. Вăл наукăн 15 кандидатне хатĕрленĕ, халĕ вĕсем республикăри аслă шкулсенче ĕçлеççĕ (Чăваш диалектологийĕн ашшĕ)
* «Хыпар» хаçат ял тăрăхĕн пуçлăхĕн хуравне кĕтет. «Виçĕ çул каялла ял тăрăхĕн администрацийĕ пушар машинине тытса тăма тесе халăхран 300-шер тенкĕ пухрĕ. Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, унпа тĕллевсĕр усă курнă. Çав çулах администраци пуçлăхĕ Андрей Васильев Мăн Явăшри ешĕл çеремлĕ урамра 3 метр çурă сарлакăш дамба тутарчĕ. Анчах çуркунне-кĕркунне резина атă кунчинчен пылчăк шывĕ сăрхăнать. Андрей Васильев пухура урамсенче асфальт сарма килĕрен 25-шер пин тенкĕ пухмалла тенĕ. Таврари ялсенче вара никамран та укçа пухса урам хушшине асфальт сарман. Хытă сийлĕ çул тума патшалăх пулăшни çинчен пĕлетĕп. Пирĕн администраци ĕçченĕсем халăхран укçа хăйпăтасшăн-ши?» (Мĕншĕн уççăнах кулаççĕ?)
Комментари хушас