«Хыпар» 58-59 (27491-27492) № 31.05.2019

31 Çу, 2019

* Чылайăшĕ ăна спортсмен, журналист пек пĕлет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă Олеся Михайлова — армрестлинг енĕпе Европа чемпионки, РФ спорт мастерĕ. Халĕ вăл — декрет отпускĕнче. Çамрăк амăшĕн пултарулăхне нумаях пулмасть иртнĕ «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕнче пысăк хак панă. Олеся «Çемье телейĕ» сăвăсен пуххишĕн «Поэзи. Чăвашла» номинацире çĕнтернĕ. «Пурнăç, çут çанталăк илемĕ. Эпĕ хулара мар, ялта пурăнатăп. Çакă та витĕм кÿрет. Шухăшсем тăватă стена хушшинче ларнă чухне мар, уçă сывлăшра тавралăхпа киленнĕ май пуçа кĕреççĕ. Оптимист эпĕ. Çынсенче яланах ыррине курма тăрăшатăп. Çакă та сăвă çырма хавхалану кÿрет, хайлавсенче те ырăлăх пирки ытларах çыратăп», — тет вăл (Муза 10 çултан килсен… Ирина КОШКИНА)

* «Кил хуçи арçыннăн пулмалла. Ăна арçын пулма май парсан, чăрмантармасан, хавхалантарсан — çемьешĕн тăрăшать. Эпĕ çемьери килĕшĕве, килти тирпейлĕхе тытса тăратăп. Ачасене уроксем тума пулăшатăп», — чунне уçрĕ Ирина Николаевна.
Çĕрпÿре пурăнакан Иринăпа Иван Кузьминсем патне эпир çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче çитсе куртăмăр. Пилĕк ача пăхса ÿстерекен Ирина Николаевнăпа Иван Владимирович Çĕрпÿ районĕн администрацийĕнчен тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илнĕ, унта икĕ хутлă çурт çĕклесе лартнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче унта пурăнма куçнă («Арçынна чăрмантармалла мар: арçын пулма май памалла».

* Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле РФ Оборона министерствин культурăпа кану паркĕнче храм уçма хатĕрленеççĕ.
Чиркÿ Раççейре чи пысăкки пулĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăк — 11 пин тăваткал метра яхăн, çÿллĕшĕ 95 метр ытла. Пĕр харăс унта 6 пине яхăн çын вырнаçма пултарать. Звонница çÿллĕшĕ — 75 метр (Аслă Çĕнтерÿ юбилейĕ ячĕпе), тĕп купол диаметрĕ — 19 метр та 45 сантиметр (вăрçă чарăннă çул палли) (Çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕпе - чиркÿ)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.