«Хыпар» 54 (27487) № 21.05.2019

* Этника тата регион киновĕн жюри председателĕ Хонг Санву киновед вырăсла питĕ лайăх калаçать. Сăмах май, вăл куçаруçă та. Унăн шухăшĕпе — кунашкал фестивальсем питĕ усăллă. «Раççей тата унти регионсен картинисене Кăнтăр Корейăра курма çук. Шупашкарта çивĕч çак ыйтăвăн хуравне темиçе кунрах тупма пулать», — палăртрĕ хăна (Хăнасем нихçанхинчен те йышлă. Надежда СИМИРНОВА).

* «Кăмăлăм тĕлĕнсе каймалла лайăх. Хамран хам тĕлĕнетĕп. Паянхи кун юмахри пек пулса тухрĕ: çав тери ырă кĕтменлĕх. Тăван тăрăхра хама хисепленине туйса илтĕм. Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕн менеджерĕ Валентина Петрова питĕ тĕлĕнтерчĕ, мĕнле талантлă çын иккен вăл», — савăнăçне пытармарĕ Чăваш халăх артистки Раиса Федорова. Хăй вăхăтĕнче тыр-пул акнă, пахча çимĕç туса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарнă, халăх лайăх пурăнтăр тесе «ура тапса» тăрăшнă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕн Агафон Андреевăн вара хĕпĕртенипе куççулĕ тухрĕ… (Колхоз председателĕ тата артистка... Мĕн пĕрлештерет вĕсене?)

* Çу уйăхĕн 19-мĕшĕ чăваш халăхĕшĕн, уйрăмах «Хыпар» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсемшĕн, асăннă пичет кăларăмĕн никĕслевçи, чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, историк, этнограф, Атăл тăрăхĕнчи халăхсене тĕпченĕ, Муркаш районĕнчи Купăрляра çуралса ÿснĕ Николай Никольскин çуралнă кунĕпе паллă. Николай Васильевич çут тĕнчене килнĕренпе кăçал 141 çул çитрĕ.
«Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ çуралнăранпа 141 çул çитнине халалласа ĕнер Муркаш районĕнчи Купăрляра Николай Никольскин палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ
(Муркашсем Никольский ĕçне малалла тăсаççĕ)

www.hupar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.