«Хыпар» 46-47 (27479-27480) № 26.04.2019

* "Пирĕн хушăра сăпайлă та ĕçчен хĕрарăмсене кăмăллаççĕ. Унăн упăшкине пăхăнса пурăнмалла. Арçын хĕрарăмпа ача-пăчан хÿтĕлевçи пулса тăрать. Хĕрпе каччă пĕр-пĕринпе çын куçĕ умĕнче, общество вырăнĕнче тĕл пулаççĕ. Хальхи вăхăтра нихăш хĕре те качча ирĕксĕр памаççĕ. Ĕлĕкхи пек хĕрсене вăрлас йăла та çук, унашкаллисен ячĕпе никах вуламаççĕ. Çамрăксен кăмăл-туйăмне шута илеççĕ. Чеченсен тĕрлĕ наци çыннисемпе çемье çавăрма ирĕк пур, анчах хĕрсене ют çĕре качча пама васкамаççĕ. Хальхи вăхăтра хĕрсен тутăрсăр та çÿреме юрать. Ытларах чухне, паллах, пирĕн хĕрарăмсем тутăр çыхаççĕ. Манăн шухăшпа, ку килĕшÿллĕрех", — сăмахне тăсрĕ община ертÿçи Çурçĕр Кавказри халăхсен Чăваш Енри общинин ертÿçи Салман Майрукаев (Анне чĕлхине манатăн - ятна çухататăн. Андрей МИХАЙЛОВ)

* Чăвашавтотранс панкрута тухнă май унăн тытăмĕнче пулнă «Новосельская» тата «Привокзальная» автостанцисене сутлăха кăларнă — укçа парăмсене татма сывлăш пекех кирлĕ, анчах вĕсене туянас кăмăллисем хальлĕхе тупăнман-ха (Чăвашавтотранс уголовлă ĕç çуратнă)

* Кĕрхисем 45,5 пин гектар /59,9%/ çинче хĕл каçайман. Кун пек чи пысăк лаптăк Елчĕк /96,4%/, Улатăр /91,1%/, Йĕпреç /84,6%/ районĕсенче. Сергей Артамонов вице-премьер кĕрхисен пысăк пайĕ пĕтнине, Чăваш Ен гидрометеоцентрĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен регионăн чрезвычайлă лару-тăрăвне туса хума сĕннĕ. Ăна вун виçĕ районта çав кунах çирĕплетнĕ.  Страхламан хуçалăхсене тăкакăн — 50%, страхланисене 100% саплаштараççĕ (Çĕнĕрен е хушса акаççĕ)

* Шăрпăкпа вылянăран 8 пушар тухнă

* Механизатор трактора рульне тытмасăрах ĕçлеттерет

www.hupar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.