«Хыпар» 31-32 (27464-27465) № 22.03.2019

22 Пуш, 2019

«Абрамова, хĕрсене вăрат», — хушу пачĕ хайхискер мана. Хĕрсем чупса тухрĕç, хăшĕ винтовкăпа, хăшĕ винтовкăсăр… Пирĕн таврари чаçсенчи салтаксем автоматсенчен, винтовкăсен-чен çÿлелле пеме тытăнчĕç… Кăшкăратпăр, ыталанатпăр. Кам йĕрет, кам кулать», — 74 çул каялла пулнине куç умне кăларчĕ 100 çулти Мария Диомидовна.
Аслă Елчĕк шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен 23-ри учительницăна вăрçа 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче илсе кайнă.
«Хĕллехи каникул хыççăнхи пĕрремĕш тунтикунччĕ. Эрне кăна каннăччĕ, мĕншĕн тесен колхозра ачасемпе çĕр улми пуçтарнăран вĕренÿ çулĕ кая юлса пуçланнăччĕ. Канцелярирен класс журналне, кĕнекене илтĕм те класалла утрăм. Алăк хăлăпне тытрăм кăна: «Мария Диомидовна, ăçта каятăн?» — терĕ ял канашĕнчен чупса çитнĕ техничка. «Урока! Шăнкăрав пулчĕ», — тĕлĕнсе хуравларăм эпĕ. «Санăн урока мар, вăрçа каймалла. Каçхине пилĕк сехете çар комиссариатне çитмелле. Виçĕ кун çимелĕх апат илме хушнă. Акă — повестка», — хăйне айăплă туйнăн каларĕ Клавдия
»
(«Санăн урока мар, вăрçа каймалла». Роза ВЛАСОВА)

* «Парнеленĕ» миллионсемпе саккунсăр премисем çинчен

* Механизатор - хисеплĕ професси

* Пенси мĕншĕн ÿсмерĕ?

* Кунти тавралăх патшасене те тыткăнланă

* Кукашшĕн ĕмĕтне мăнукĕ пурнăçланă

* Специалист сĕнет: чăх çăмарта çиет

* Хăшĕ çĕнтерĕ: «Анисса» е «Аттила»?

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.