«Хыпар» 28-29 (27461-27462) № 15.03.2019
«Тăван çĕршывсăр этем юрăсăр шăпчăк пек, унăн савăнăçĕ те, хуйхи те çук. Çемьесĕр çын вара тăлăх турат пек», — теççĕ Шупашкарта пурăнакан Верăпа Василий Казанцевсем.
Вера Ивановнăпа Василий Петрович çемье телейне тупнă. Вĕсем пилĕк ача ÿстереççĕ. «Ачана воспитани парасси çăмăл мар, çапах эпир кил-çурт шăв-шавпа, кулăпа, савăнăçпа тулнишĕн хĕпĕртетпĕр. Çак савăнăç мĕн иккенне нумай ачаллисем кăна тивĕçлипе ăнланма, хаклама пултараççĕ», — палăртрĕ çемье пуçĕ виçĕм кун Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче нумай ачаллă çемьен удостоверенине илсен. «Раççей çемйин ырă тĕслĕхĕ», — хакларĕç Казанцевсене унта» (Йăхне вун пĕрмĕш сыпăк таран тĕпченĕ. Роза ВЛАСОВА)
* Çăмартасем тĕрлĕ карçинккара пулччăр
* Елчĕксемшĕн вăл Праски инке те, Элпуçĕнчи Нарспи те...
* Тăван чĕлхе - чун валли, ют чĕлхе - пурнăç валли
Комментари хушас