"Хыпар", 237-238 №№, шăматкун, 2014, декабрь, 13

13 Раштав, 2014
"Чĕкеç" чĕвĕлти "чĕпписене" йышăнчĕ. Республикăра шкул ÿсĕмне çитмен ачасем валли вĕренÿ учрежденийĕсем уçас тĕлĕшпе юлашки виçĕ çулта ырă улшăну сахал мар пулса иртрĕ. Декабрĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Юраково районĕнче те çĕнĕ, виçĕ хутлă, чăвашла хитре ятлă "Чĕкеç" садик хута кайнине савăнăçлăн уявларĕç. 1-2 стр.

Таможня ирĕк парать... Кĕçнерникун Шупашкарта Атăлçи таможня управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ канашлăва Чулхулари управлени пуçлăхĕ Сергей Рыбкин, Атăл тăрăхĕнчи çак управлени тытăмне кĕрекен таможня ертÿçисем килнĕ, калаçăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. 3 стр.

Çичĕ ют таварĕ хухтăр, хамăрăн хушăнтăр. Ĕнер Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика тата Инвестици илĕртÿлĕхне вăйлатассипе çыхăннă ĕç канашĕсен пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ. 4 стр.

Хамăрăн тĕп пуянлăха - чĕлхемĕре - упрассишĕн. Форума, тĕпрен илсен, шкулсенче тата ача сачĕсенче наци чĕлхине вĕрентес ыйту тавра пуçарнă. Çавăнпа ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова чи малтан сăмах илчĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех вăл чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен ассоциацийĕ пурришĕн хĕпĕртенине палăртрĕ. 5 стр.

"Мунчара яланах икĕ мăшăр милĕк пĕçеретпĕр". "Эпĕ лавккаран пельмень, катлет, кăлпасси пĕрре те туянмастăп. Килти какайран темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç те хатĕрлетĕп. Лавкка çимĕçне юратнăранах паян самăр çын питĕ нумай. Манăн шухăшăмпа, вĕсен йышĕ тепĕр темиçе çултан тата та хушăнать", - тет Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Елена Федорова. 8 стр.

Çĕр чăнах та çаврака иккен, е Паллă тележурналист Дмитрий Киселев - чăнах та Чăваш халăх писателĕн П.Н.Осиповăн çывăх тăванĕ! - Шупашкартан?! - тет телеертÿçĕ, каллех йăл кулса та кăштах тĕлĕнсе. - Манăн чи çывăх тăвансенчен пĕри - чăваш театрне йĕркеленĕ çынсенчен пĕри.

Пытармастăп, ĕç-пуçсем кун пек аталанассине пач кĕтменскер эпĕ пĕр хушă шалт аптăрарăм, çав вăхăтрах Чăваш театрне йĕркеленĕ çынсене аса илме пуçларăм... 9 стр.

Тăрăшни харама каймасть. Вăрнарти музей çакăн йышши ытти аваллăх управçисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Малтанлăха кăна çапла туйăнать иккен. Елена Шарипова директор каласа панине итленĕ май асамлă тĕнчене кĕрсе каятăн... 11 стр.

Энĕшпуçсем - хăрушсăрлăхшăн. Вут-кăварпа кĕрешекенсен постне йĕркеленĕренпе 85 çул çитрĕ

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пушар сÿнтерекенсен постне туса хунăранпа 85 çул çитрĕ. Çакна ялта анлăн та савăнăçлăн палăртрĕç. 14 стр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.