"Хыпар", 224 /26630/ №, ноябрь, 18

18 Чÿк, 2014

Кĕркунне сутлăх сĕт пĕлтĕрхинчен мĕншĕн йÿнелчĕ? Хресчене çак ыйту канăç памасть. 1-2 стр.

Çитĕнÿ çулĕ такăр пултăр. Чăваш Ен çĕршыври ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрарăмсен тĕп центрĕ пулса тăчĕ. Пирĕн республика ытти регионсенчен чи малтан спортăн çак тĕсне аталантарма пуçланă. 2 стр.

"Çутçанталăк" ятарлă кăларăм. 3 стр.

Çеçпĕл вилĕмсĕрлĕхĕн вăрттăнлăхĕ. Унăн пĕтĕм поэзийĕнче тăван чĕлхене юратни палăрать. 4 стр.

Йĕпреçсем пăхаттирсене кĕтеççĕ. Кăçал "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXI турнир Йĕпреç поселокĕнчи "Патвар" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче декабрĕн 6-7-мĕшĕсенче иртет. 4 стр.