«Хыпар» 103-104 (27536-27537) № 13.09.2019

13 Авăн, 2019

* Юлашки çулсенче республикăра медицина тытăмĕ пысăк хăватсемпе аталанать. Кăçал сывлăх сыхлавĕ валли, сăмахран, 21 миллиард тенкĕ уйăрнă. Михаил Васильевич çирĕплетнĕ тăрăх — кунашкалли халĕччен пулман. Ку сферăра тумалли ĕç те сахал мар-ха. Акă медицина пулăшăвĕн пуçламăш сыпăкĕнче йывăрлăхсем пур. Кунти çивĕчлĕхе çĕршыв ертÿçи Владимир Путин та палăртать. «Ку енĕпе эпир унччен те ĕçленĕ, малашне те ĕçлĕпĕр, — терĕ Михаил Игнатьев. — Республикăра 179 ФАП хута ятăмăр. Кăçал тата 26 уçăлмалла. Пирĕн тĕллев — ялсенчи кивĕ мĕн пур медпункта çĕннисемпе улăштарасси». Сăмах май, ялсенче çеç мар, хуласенче те медицина об±екчĕсен строительстви ăнăçлă пурнăçланать. Çĕнĕ микрорайонсенче акă поликлиникăсем хута каяççĕ. Çитес вăхăтра хулан тĕп больници уçăлмалла. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — пилĕк çулта Шупашкарти мĕн пур медицина учрежденине юсаса пĕтермелле. Медиксене тухăçлă ĕçлеме, пациентсене сипленме услови çителĕклĕ. Тухтăр патне электрон регистраци урлă çырăннипе унчченхи пек черетсем те вăрăм мар. Паллах, палăртнă вăхăтран чылай маларах пыракансем те çук мар. Уйрăмах аслă ÿсĕмрисем кая юласран хăраççĕ. Тата капла вĕсене çынпа хутшăнма, калаçма та меллĕ-çке. «Сывлăх сыхлавне аталантарма мĕн чухлĕ нухрат уйăрнине кура медицина ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн пушшех те яваплăха ÿстермелле, çынсемпе кăмăллăрах пулмалла», — терĕ Михаил Васильевич медиксен хушшинче хăйсене пациентсемпе тÿрккес тытакансем те пурри çинчен асăрхаттарнăран. Çакнашкал кашни тĕслĕхе уйрăммăн шута илмеллине палăртрĕ вăл.

("Çынсене улталаса суя авторитет çĕнсе илмелле мар". Ирина СЕРГЕЕВА)

* Çирĕп сывлăхлă, кĕрнеклĕ вăй-халлă, паянхи кунчченех çивĕч ăс-тăнлă, ĕçчен пулнипе, ырă та йăваш кăмăлĕпе тĕлĕнтерет вăл ял çыннисене. Чи пахи — тăванĕсемпе çывăх çыннисене вăл пурнăçа юратнипе, хавхаланăвне пĕр чĕптĕм те çухатманнипе савăнтарать. «Хĕрĕм, çĕр çинче çăтмахри пекех халĕ. Çавăнпа вилес килмест. Эпир пĕчĕккĕ чухне çĕршывра выçлăхчĕ, халăх мăян çиетчĕ», — çапла каласа кĕтсе илчĕ мана ялти чи ватă çын. Пĕр авăклăха шăпланнă хыççăн мучи кĕреçе сухалне якатрĕ те ерипен малалла калаçма пуçларĕ. «Виçĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ эпĕ. Шăллăм Ипатий юрра-кĕвве ăстаччĕ. Купăс, балалайка, гитара калатчĕ. Шел, 1940 çулта чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Астăватăп-ха: çав çулхине вар- хырăм чирне пула ялта 46 ачана юлашки çула ăсатнăччĕ. Пирĕн атте, ăна ялта Кĕркури тетчĕç, музыкăна сĕре юрататчĕ. Купăс, мандолина, балалайка, сĕрме купăс, гитара калатчĕ. Вăл ялти чиркÿре чан çапнă, чиркÿ хорĕнче юрланă. Сасси питĕ хитре те уçă, янăравлă пулнă. Эпĕ те мĕн пĕчĕкренех музыка инструменчĕсем калама вĕренсе пытăм. Купăс, балалайка, мандолина, гитара çывăх мана. Паян та тунсăха балалайка каласа сиретĕп. Курма килнĕ мăнукăмсемпе кĕçĕн мăнукăмсене ташлаттаратăп. Хăй вăхăтĕнче улахсемпе хĕр сăрисенче хĕр-упраçа самай ташлаттарнă», — терĕ те мучи тем аса илсе йăл кулчĕ. Унтан балалайкăна алла илчĕ те пăнтăртаттарма пуçларĕ. Çурт илемлĕ кĕвĕпе тулчĕ, Çемми, чăн та, такама та кăмăла килмелле. Тÿсеймерĕ Тихон Григорьевич, урисемпе тăпăртатсах балалайка калама пикенчĕ… Унăн сăн-пичĕ çуталса-çуталса пычĕ, вăй-хăват тапса тăни палăрчĕ. Тихон Григорьевича ялти культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнне балалайка калама чĕнеççĕ. Аслă Пăла Тимешне те, Елчĕке те концертпа кайнă вĕсем. Энтепесем ялти чиркÿре чан çапма та Тихон Григорьевичах шаннă. Сумлă ĕçе вăл чылай çул пурнăçлать. Маларах кашни канмалли кунрах чан çапнă тăк, халĕ çак ĕçе мучи пысăк праçниксенче кăна тăвать. 99-ти вăрçă ветеранĕпаян çĕршывра чан çапакансенчен çулĕпе чи асли шутланать. «Атте чан çапнине ял çыннисем таçтанах пĕлеççĕ. «Кĕвĕллĕ çапать», — теççĕ. Урăх алă çак ĕçе тусан тÿрех сисеççĕ. «Э-э, паян пачăшкă çапать», — теççĕ вара. Чан çапма мана та вĕрентсе хăварасшăн-ха вăл. Анчах эпĕ кĕвве туймастăп та кăткăс ĕçе вĕренейместĕп пулĕ», — тунмарĕ ывăлĕ Владимир.

(100 çула кармашнă ветеран эмел ĕçсе курман. Роза ВЛАСОВА)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.