Хваттерсене ăшăтма хăçан тытăнаççĕ?
23 Sep, 2016 | Хыпар | Хула | ăшă



Уйрăм çуртсенче пурăнакансем пÿрте хутса ăшăтмалли тапхăра

хăçан пуçлассине кĕтмерĕç, çумăрлă кунсенче çуртри

сывлăш температури тивĕçтерменрен вут хутрĕç.

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем: «Пÿлĕмсенче сивĕ, апла пулин те хваттерсене ăшă пама пуçламаççĕ», — тесе ÿпкелеме тытăнчĕç. ЧР Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсен — 96, социаллă объектсен 92 проценчĕ хутса ăшăтма хатĕр. Пурăнмалли вырăна ăшăтмалли тапхăра пуçлассипе топливăпа тата энергипе тивĕçтерекен комплекс ĕçсен — 99, коммуналлă хуçалăхсем 97 процентне пурнăçланă. Улатăр, Вăрнар, Красноармейски, Шупашкар районĕсемпе Çĕмĕрле хулинче графикран юлса пыраççĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă энергийĕ парса тăма пуçласси çинчен йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн хваттерсенче пилĕк талăк хушшинче сывлăш температури 8 градус ăшăран та пĕчĕкрех пулсан улттăмĕш кунĕнчен хутса ăшăтма тытăнаççĕ. Кĕçнерникун тĕп хула çыннисем хваттерсем ăшăнма пуçланине туймарĕç. Çынсем ыйтнине шута илсе А.Ладыков социаллă объектсен, ертсе пыракан компанисен, ытти организаци ертÿçисене авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнчен ăшă энергийĕ йышăнас ĕçе пуçлама сĕннĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсене авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен, 21-мĕшĕнчен ача сачĕсене, больницăсене, шкулсене, культура учрежденийĕсене ăшăтма пуçлассине пĕлтерчĕç.

С.СЕРЕГИН

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.