Хут купăс сум. чакман-ха

«Выля, хут купăс!» центр тата Анастасия Заволокина чĕннипе Элĕк районĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ансамблĕ Г.Заволокин ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери III "Выля, хут купăс!" фестивале хутшăнчĕ. Унтан пысăк çитĕнÿпе таврăнчĕ.

Фестиваль Новосибирск хулинче тата облаçĕнче иртнĕ. Вăл халăхсен хушшинчи проект шутланать, ăна икĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Хут купăс халăхсен туслăхне çирĕплетет. Çакна фестивале Раççейĕн 70 регионĕн­чен 300 яхăн ансамбльпе юрăç хутшăнни, Германирен, Америкăран, Израильтен, Украинăран, Беларуçрен, Казахстанран хăнасем килни те çирĕплетет.

Чăваш Республикин чысне Элĕк районĕнчи "Валинкке” тата Шупашкар районĕнчи "Хĕлхем" коллективсем хÿтĕленĕ. "Валинкке” тăван халăхăн пултарулăхне, чăваш çĕрĕн пуянлăхне кăтартакан хайлавсемпе куракансен умне тухнă. Чăваш Ен коллективĕ Верх-Ирмень ялĕнчи культура çурчĕн, фестивалĕн пысăк сценисем çинче, "Заволокин ялĕнчи” лапамсенче, Новосибирск патшалăх техника университечĕн кану базинче пултарулăхĕпе паллаштарнă. Чуна пырса тивекен чăваш юррисем хут купăс сассипе килĕшÿллĕн янăраса куракансен кăмăлне тыткăнланă, чăваш халăхĕн тĕнче курăмĕн хăйне евĕрлĕхне кăтартса панă.

"Валинкке” халăх фольклор ансамблĕ - "Выля, хут купăс!" фестиваль лауреачĕ, Владимир Терентьев тата Галина Краснова юрăçсем дипломант пулса тăван тăрăха таврăннă. Çĕнтерÿçĕсене çавăн пекех хаклă парнесемпе савăнтарнă.

О.ПЕТРОВ

О.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.