Хушма суйлав палăртĕ
3 Apr, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнчи хушма суйлавра республикăри 11 районта 5 ял тăрăхĕн пуçлăхне, районăн 2 тата ял тăрăхĕсен 8 депутатне палăртĕç. Суйлава 31 участок комиссийĕ, 8722 суйлавçă хутшăнать.

Территори суйлав комиссийĕсенчен пĕлтернĕ тăрăх - 15 вакантлă вырăна йышăнма 45 кандидата регистрациленĕ. Унччен шута илнĕ кандидатсенчен пĕри хăй ирĕкĕпе регистрацие пăрахăçланă, 4-шĕ документсене хатĕрленĕ пулин те баллотировкăна тăма килĕшмен, документсем тĕрĕс маррипе 2-шне комисси хирĕçленĕ. Политика партийĕсем сĕннĕ пур кандидат та регистрациленнĕ. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин - 15 кандидачĕ, РЛДП - 10, РФКП - 4, "Раççей коммунисчĕсем" партин пĕр кандидачĕ портфельшĕн кĕрешĕ.

Пур суйлав округĕнче те - икшер кандидат. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти ял тăрăхĕн пуçлăхĕн вырăнне кĕрешекенсен йышĕнче - 5 кандидат, Вăрмар районĕнчи Кавал тата Шупашкар районĕнчи Лапсар ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ 4-шар кандидат пуласшăн.

Суйлав комиссийĕсемпе суйлав участокĕсем сасăлава хатĕр, бюллетеньсем çителĕклĕ.

А.СТЕПНОВ