Хушма пĕлÿ пысăк усă парать

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă 11 указран пĕри вĕрентÿпе ăслăлăх тытăмĕнче пурнăçламалли патшалăх политикипе çыхăннă. Указсене алă пуснăранпа пилĕк çул çитнĕ май палăртнă тĕллевсенчен хăшĕсем пурнăçа кĕнине, 2020 çулччен тата мĕн тумаллине хальхи вăхăтра кашни регионтах тишкереççĕ. Мониторинг çитес тапхăрта мĕнле ыйтусем çине пусăм тумаллине кăтартĕ.

2012 çулта алă пуснă указри хăш-пĕр ыйтăва тĕплĕнрех тишкерер-ха. Сăмахран, мерăсем йышăнма палăртнă ĕçсен списокĕнче «2016 çул тĕлне виçĕ çултан иртнĕ, çиччĕ тултарман ачасем 100 процент таран шкулчченхи вĕрентÿ организацийĕпе тивĕçтермелли» çинчен асăнни пур. Чăваш Енри ку хушăва пурнăçлама май килнĕ-и? Иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май ырă çитĕнÿсен йышĕнче нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кăтартăва асăнчĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 1-7 çулсенчи ачасен 78 проценчĕ садике çÿрет. Чылай регионтинчен лайăхрах кăтарту ку.

         

СĂМАХ МАЙ

Республикăра а ча-пăчана хушма пĕлÿ паракан 115 организаци ĕçлет. Çав шутра: нумай профильлĕ 29 центр, çамрăк техниксен 2 станцийĕ, 32 искусство шкулĕ, 10 музыка шкулĕ, 4 ÿнер шкулĕ, ачасемпе çамрăксен 36 спорт шкулĕ, Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 1 спорт шкулĕ, ачасемпе çамрăксен спорт хăнăхăвĕн 1 шкулĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче 2016-2017 вĕрентÿ çулĕнче 75 пин шкул ачи 6700 кружокпа секцие çÿрет.

Ача сачĕсем тенĕрен, республикăра шкулчченхи çĕнĕ вĕрентÿ организацийĕсем уçасси 2013-2015 çулсемпе тÿр килчĕ. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2011-2015 çулсенче 7205 вырăнлăх 45 садик хута яма май килнĕ. Строительство енĕпе хальхи вăхăтра та ĕç чарăнса ларман. Шупашкарти «Радужный» микрорайонта — 100, «Сад» микрорайонта — 240, «Çĕнĕ хулара» — 160, Алкеш поселокĕнче 240 вырăнлăх ача сачĕсем çĕкленеççĕ.

Указра професси вăтам пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче хевтесĕрсем валли ятарлă условисем пулмаллине асăннă. 2020 çул тĕлне çакнашкал çуртсен 25 проценчĕн инвалидсем валли чăрмав кăларса тăратмалла маррине палăртнă. Чăваш Енре ку ыйтупа 2014 çултах мерăсем йышăнма пуçланă. 2016 çул вĕçленнĕ тĕле професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисен 33,3 проценчĕ хевтесĕр çамрăксене вĕренме çÿремешкĕн условисем йĕркелесе çитернĕ. Ку çеç те мар. Раççейре 2011-2020 çулсенче хута каякан «Уçă хутлăх» патшалăх программипе килĕшÿллĕн Раççей Вĕрентÿпе ăслăлăх министерстви ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствипе 2017 çулта Чăваш Ене субсиди уйăрасси пирки килĕшÿ алă пуснă. 7800,1 пин тенкĕлĕх субсиди республикăра инвалидсене инклюзивлă професси вăтам пĕлĕвĕ памашкăн организаци йĕркелесе ăна пурлăхпа тивĕçтермешкĕн кирлĕ. Çавнашкал базăна Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче уçасшăн.

Професси пĕлĕвĕ тенĕрен, Раççей Президенчĕн Указĕнче 2015 çул тĕлне экономикăра 25-65 çулсенчи ĕçлекен çынсен йышĕнче квалификацие ÿстернисен тата професси тĕлĕшпе ятарлă хатĕрленÿ витĕр тухнисен йышĕ 37 процентран кая мар пулмаллине палăртнă. Чăваш Енре ку кăтарту мĕнлерех шайра-ха? Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăра çÿлерех асăннă кăтарту 2015 çул тĕлнех 40 процентпа танлашнă. Эппин, плана ирттерсе пурнăçланă.

Çитĕнекен ăрăва хушма программăпа вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене çĕршыв ертÿлĕхĕ çивĕччисен йышне кĕртсе çĕклени те «çу уйăхĕнчи указсемпе» çыхăннă. 2020 çул тĕлне 5-18 çулсенчи ачасемпе çамрăксен 70-75 проценчĕ хушма вĕрентÿ тытăмĕнче ăсталăх-пĕлÿ илмеллине палăртнă унта. Чăваш Енре 2017 çулхи пĕрремĕш квартал вĕçне çак кăтарту 63 процентпа танлашнă. «Çул-йĕр карттипе» /социаллă тытăмсенче улшăнусем кĕртесси çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çирĕплетнĕ хушу/ килĕшÿллĕн çулталăк вĕçленнĕ тĕле кăтартăва тата 2 процент таран çĕклесшĕн, 2018 çул вĕçне 70 процента çитересшĕн.

Ирина ИВАНОВА

 

МИНИСТР МĔН КАЛАТЬ?

Юрий ИСАЕВ, Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ:

— Ачасене хушма вĕренĕве явăçтарассипе çыхăннă ыйту юлашки вăхăтра чăннипех çивĕч. Çитĕнекен ăрăва инженери-техника пĕлĕвĕ парассине çĕршывра уйрăмах тимлĕн пăхма пуçларĕç. Республикăра ку енĕпе пысăк проектсем пурнăçланнине палăртмаллах. Шкулсенче — инженери класĕсем, хушма вĕрентÿ организацийĕсенче техника кружокĕсем вăйланчĕç. Тĕп хулари ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Кванториум» технопарк уçăлчĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра — инжиниринг центрĕ, Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче — Регионсен компетенци центрĕ. Пирĕн тĕллев — 2018 çул вĕçленнĕ тĕле хушма пĕлÿ паракан тытăма ачасен 70 процентне явăçтарасси. Ăна пурнăçлас тесен пирĕн район-хула администрацийĕсемпе пĕрле усăллă механизмсене тупмалла. Хушма вĕренĕвĕн инноваци мелĕсене аталантармалла, ку тĕлĕшпе патшалăхăн мар секторĕпе те тухăçлăн усă курмалла.

 

Ирина ИВАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.