- Чăвашла верси
- Русская версия
Хуран куклипе тĕлĕнтернĕ
Шупашкарти 33-мĕш шкулти 4-мĕш класра 26 ача ăс пухать. Вĕсем туслă пурăнаççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ. Чи маттуррисенчен пĕри — Анастасия Сидорова. Вăл вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурса хаваспах хутшăнать.
Пĕлетĕр-и, тата мĕнпе тĕлĕнтерет вăл? Хулара çуралса ÿссен те чăвашла аван калаçнипе тата тăван чĕлхепе сăвăсем илемлĕ вуланипе. Настьăн амăшĕпе кукашшĕ пĕр-пĕринпе яланах чăвашла калаçнă. Мĕн пĕчĕкрен çакна итлесе çитĕннĕ хĕрача хăй тĕллĕнех тăван чĕлхепе пуплеме хăнăхнă. Кашни сăмаха шухăшласа, виçсе калаçаканскер чĕлхене пĕлнипе аслă классенче вĕренекен хăш-пĕр ачаран та ирттерет. Килте вара унпа вырăсла та, чăвашла та сăмахлаççĕ. Настя хăй те çав тери тăрăшуллă. Унсăрăн илемлĕ вулав конкурсĕнче малтисен ретĕнче пулаймĕччĕ. Малалла вулас...
Вера ШУМИЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас