Хуракассинчи хурлăхлă кун

11 Чÿк, 2016

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче çав тăрăхра пурăнакансене çеç мар, пĕтĕм Чăваш Ене тата Раççее кисретнĕ хăрушă инкек пулнăранпа кăçал 55 çул çитрĕ.

Ун чухне, 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Хуракасси шкулĕнче мĕн пулнине нумайăшĕ пĕлет: пĕлÿ çуртĕнче уяв концерчĕ вăхăтĕнче пушар тухнă, унта 3-15 çулсенчи 106 ача тата 4 вĕрентекен чĕрĕлле çунса кайнă. Çапла çĕре яхăн çемье çĕр чăтайми хурлăх тÿснĕ, çичĕ кил-йыш вара пĕр ачасăр тăрса юлнă. Çулсем иртеççĕ, пушарта чĕрĕ юлнисем тата ăна хăйсен куçĕпе курнисем ватăлсах пыраççĕ, анчах вĕсен чĕринчи тарăн суран çаплипех пирчемест.

Кашни çулах ял çыннисем çунса кайнă шкул вырăнĕнче синкерте вилнисене асăнса лартнă палăк умне пухăнаççĕ, чечексем хураççĕ. Кăçал та чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ, унта ялти халăхпа пĕрлех МЧС сотрудникĕсем, пушар хуралĕн ветеранĕсем, студентсем, шкулта ĕçлекенсемпе унтан вĕренсе тухнисем хутшăнчĕç. Мероприятие Хуракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Оксана Геронтьева уçрĕ, 55 çул каяллахи хурлăхлă кун пирки хумханса каласа кăтартрĕ.

«Ку Хуракасси ялĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕн çеç мар, пĕтĕм Чăваш Республикипе Раççей историйĕнчи чи йывăр страницăсенчен пĕри. Унашкал инкек текех ан пултăр тесен пирĕн паян хамăртан мĕн килнине йăлтах тумалла. Хăрушсăрлăх теми вĕренÿ тытăмĕнче тĕп вырăнта пулмалла», — терĕ Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников.

«55 çул каялла пулнă инкек пирки манманнисене тав тăвас килет манăн. Тата миçе çул иртĕ — пĕлместĕп, çапах эпир тата çакăнта тăракансем чĕрĕ чухне çав синкер манăçа тухмĕ. Шел, çулталăк пуçланнăранпа паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 782 пушар тухнă, вĕсенче 80 çын вилнĕ. Инкексен ытларах пайĕ пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманнипе — Хуракассинчи шкулĕнчи пек — пулать, çынсем тахçан авалах юнпа çырăннă правилăсене тĕпе хуманран пурнăçпа сывпуллашаççĕ. Кунта пухăннисене пурне те çирĕп сывлăх сунатăп», — калаçăва тăсрĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор.

Шкул ачисем литература композицийĕ кăтартрĕç. Унтан çунса вилнисен ят-хушаматне вуларĕç. Митинга килнисем шар курнисене асăнса 1 минут шăп тăчĕç, 110 çурта çутса мрамортан тунă стела йĕри-тавра лартрĕç, чечексем хучĕç. Сĕнтĕрвăрри барчĕ Олег Залогин Хуракассинчи хурлăхлă кун пирки çырнă юрă-реквием чуна пырса тивмелле янăрарĕ.

Каярахпа çăлавçăсем шкулта «Асăрханăр — вут-çулăм!» ятпа тематика калаçăвĕ ирттерчĕç. Ачасене вутран мĕнле сыхланмаллине, синкерлĕ лару-тăрура хăйсене еплерех тытмаллине ăнлантарчĕç, конкурссемпе викторинăсем, вăйăсем йĕркелерĕç. Чи тавçăруллисене парнепе чысларĕç. Тĕп управленин пресс-службин пуçлăхĕ Ольга Нягина аслă классенче вĕренекенсене МЧСăн аслă вĕренÿ заведенийĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Чăваш Енри МЧС Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществипе /ВДПО/ тата «Юнитекспа» пĕрле Хуракассинчи инкеке асăнса республикăри çамрăк пушарнăйсен дружинисен хушшинче пушар спорчĕн ăмăртăвĕсене ирттернине пĕлтерчĕ. Республикăри ВДПО председателĕ Светлана Сергеева шкула «Вĕренÿ заведенийĕнче пушар тухсан мĕн тумалла» стенд парнелерĕ. Анатолий Мясников Хуракасси шкулĕнче МЧСăн кадет класне йĕркелеме сĕнчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.