«Хурах! Машинăна вăрларĕç!»

22 Нарăс, 2014

Суя çур пурнăç теççĕ. Анчах халăх каларăшĕ тепĕр чух тÿрĕ пĕлтерĕшпе çаврăнса тухма пултарать. Çур пурнăçнех мар, анчах çак тĕслĕхсенче суеçĕсен пурнăçĕн пĕр пайне, темиçе çул, колонире ирттермешкĕн тивме пултарать.

19 çулти каччă руль умне ÿсĕрле ларнăшăн явап тытмалла пуласран çăлăнас шутпа суйнă. Улатăр çамрăкĕ ÿсĕррине асăрханă та - ПАИ инспекторĕсем чарăнма ыйтнă. Ку итлемен, йĕркелĕх хуралçисем - ун хыççăн! Йĕкĕт вара транспорт хатĕрне пăрахсах тарнă. Полицейскисем машинăна эвакуациленĕ хыççăн каччă шалти ĕçсен пайне хăй шăнкăравланă, машинине такам вăрласа кайни çинчен пĕлтернĕ.

Анчах суйни пулăшман. Çавна май çамрăк çын транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çула тухнăшăн административлă яваплăхран пăрăнайман кăна мар, полицие преступлени пулни çинчен суйса пĕлтернĕшĕн те суд тенкелĕ çине ларма пултарать. Шалти ĕçсен вырăнти пайĕн следстви пайĕн пуçлăхĕ Сергей Куликов пĕлтернĕ тăрăх - Улатăр каччи тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва тишкереççĕ.

Йошкар-Ола çынни пирки вара уголовлă ĕç пуçарнă, Шупашкар районĕн прокуратури айăплав пĕтĕмлетĕвне палăртса ăна суда ярса панă та ĕнтĕ. Ку пăтăрмах та автомобильпе çыхăннă, çак тĕслĕхре те унăн хуçи суя çулĕ çине тăнă.

Чаплă иномаркăна вăл кредитпа туяннă. Те страховка илме ĕмĕтленнĕ - ăна «çухатма» шут тытнă. Машинăна Владимир облаçĕнче хăварнă та Чăваш Ене килнĕ. Хыркассинче чарăнсан автомобильне такамсем вăрласа кайнă иккен - полицие çапла пĕлтернĕ.

- Преступлени пулни çинчен суйса пĕлтериччен вăл Хыркасси тĕлĕнче видеокамерăсем ăçта вырнаçнине те тĕпченĕ, - терĕ ку тĕслĕх пирки Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов. - Тĕплĕ хатĕрленнĕ, анчах асăннă вырăнти видеокамерăсенчен пĕрне асăрхаман. Çав камера ÿкерĕвне тĕпчени вара питĕ лайăх кăтартать: хайхи арçын калакан вырăнта унăн иномарки пулман.

Полици ĕç-пуçа тĕпченĕ май Йошкар-Ола çыннин ултавĕ çиеле тухнă. Çавна май ун пирки суяшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Кĕçех вăл суд умне тăрĕ.


Н.ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.