ХУПĂЛЛĂ ТИМРЕРЕН - ТĔРЛĔ МАÇ

30 Юпа, 2014

Хупăллă тимререн /псориаз/ тухтăр сĕнĕвĕсене пăхăнса сипленмелле. Çав вăхăтрах килте хатĕрленĕ маçсемпе те усă курсан аван.

Услам çупа. Эмальленĕ кастрюле 500 грамм тăварлă мар услам çу хумалла, вăйсăр çулăм çинче вĕреме кĕртмелле те илмелле. Малтан шăнтса вĕтĕ теркăпа хырнă 50 грамм прополис хушмалла. 30 минут, сивĕничченех, пăтратса тăмалла. Унтан псориаз тимрисене водород перекиçĕпе сăтăрмалла, стерильлĕ мамăк тампонсемпе типĕтмелле те прополиспа çу маçĕ сĕрнĕ салфетка хурса çирĕплетмелле, икĕ талăк тытмалла. Маç ыратнине ирттерет, сыватакан витĕм кÿрет. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Ÿт илен курăкпа /лабазник вязолистный/. Курăкăн типĕ тымарне кофе арманĕпе авăртмалла. 1,5 апат кашăкĕ порошока кĕленче савăтра çур стакан вазелинпа е тин хатĕрленĕ тăварсăр услам çупа тĕплĕ хутăштармалла. Вĕрекен шыв мунчине лартмалла, пăтратсах тăрса вĕреме кĕртмелле, сивĕтмелле. Сулхăн вырăнта упрамалла. Маçа псориаз пăнчисене кашни каç çывăрас умĕн сĕрмелле. Курс - 1 уйăхран кая мар.

Тикĕтпе. 5 пай хурăн тикĕтне, 3 пай пыла, 2 пай вазелина, 1 пай бор йÿçекне, 1 пай пулă çăвне хутăштармалла. Тĕксĕм тĕслĕ кĕленчене ярса упрамалла. Иртнĕ рецептри пекех усă курмалла.

Шĕпĕн курăкĕпе /чистотел/. Типĕ курăка кофе арманĕпе авăртмалла. 1 пай порошока 5 пай ирĕлтернĕ сысна ăш çăвĕпе хутăштармалла. Малтанхи йĕркепех усă курмалла.

Каланхоэпе, эвкалиптпа. 1 пай пыла тата 1 пай каланхоэ сĕткенне 3 пай аптека эвкалипт çăвĕпе хутăштармалла, 3 кун лартмалла. Маçпа иртнĕ рецептсенчи пекех усă курмалла.

Шĕпĕн курăкĕпе, анăс курăкĕпе /девясил высокий/. Кофе арманĕпе типĕ 50-шар грамм шĕпĕн курăкне тата анăс курăкне, 50 тÿме ацетилсалицил йÿçекне авăртмалла. Çур литр хĕвел çаврăнăш çăвне ярса пăтратмалла, 1 уйăх лартмалла. Çак вăхăтра виçĕ кунра пĕрре микрохумлă кăмакара ăшăтса илмелле, анчах вĕретмелле мар. Сăрăхтармалла, вазелинпа 3:1 шайлашупа хутăштармалла. Çак маçпа чир çивĕчленсен усă курмалла. Ăна çĕрлене хирĕç сиенленнĕ ÿте сĕрмелле. Вĕрĕлни иртиччен сипленмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.