Хуняшшĕпе хунямăшĕн пилĕпе

Нарăсăн 27-мĕшĕнче 100 çул тултарнă Дарья Михайловна Калинникова Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче пурăнать. 1921-22 çулсенчи выçлăха, коллективизаци вăхăтне, тылри тертлĕ те нушаллă кунсене, ун хыççăнхи йывăр тапхăра чăтса ирттернĕ чăваш хĕрарăмĕпе тĕл пулма ятарласа ун патне çитсе килтĕмĕр.

Ачалăхĕпе пурнăçĕ

Дарья Лисина Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасанра йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ултă ывăлпа икĕ хĕртен Тарье чи кĕçĕнни пулнă. Çăмăл пулман вăл вăхăтри ачасен пурнăçĕ. Пĕчĕккĕллех ыраш вырнă, кĕлте çыхнă, авăн çапнă, вир çумланă... Хĕр ачасен аллинчен йĕппе çип кайман. Тарье те аппăшĕпе йăмăкĕнчен ниçта та юлман. Хирте çурлапа касăлнине, юр кайса пĕтсен тус-тантăшĕпе шăннă çĕр улми пуçтарнине паянхи кун та манаймасть.

Пĕр çулхине кÿршисен пушар тухнипе тĕпĕ-йĕрĕпех çунса каяççĕ. Çакăн хыççăн ашшĕ çемьене пуçтарать те Çĕпĕре кайма тухать. Анчах та амăшĕн ют çĕрте никам та кĕтсе тăманран аякка тухса каяс килмен. Икĕ хĕрне çавăтать те Хусантан каялла яла килет вăл. Кÿлĕ хĕрринчи пĕчĕк пÿртрех виççĕшĕ шăкăлтатса пурăнаççĕ. Кăштахран Çĕпĕрсем те каялла таврăнаççĕ. Малтанхи вырăнтах çĕнĕ йăва çавăраççĕ Лисинсем.

1936 çулта Дарья Лисина Патăрьел тăрăхĕнчи Чăваш Ишек ялĕнчи Арсентий Калинниковпа çемье çавăрать. Вун пĕр уйăхран хĕр пĕрчи çут тĕнчене килет. Аслашшĕпе асламăшĕ уйрăмах хĕпĕртеççĕ çĕнĕ кайăкшăн. Вера çулталăк çурăра чухне упăшкине Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Мăшăр ăшшине, хÿттине туйса та кураймасть мăнтарăн хĕрарăмĕ. Салтакран упăшки таврăнма та ĕлкĕреймест, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланать.

Вăрçă кĕрлесе иртсен те мăшăрне кĕтсе илеймест шанчăкне çухатман хĕрарăм. Вăл чĕрех иккенне туять Тарье. Киле таврăнма темĕн чăрмантарнă пек туйăнать аякра. Кашни кун, ир те каç кĕтет ăна. Упăшки сывă пулнине чĕри сиснех çав. Тепĕр 5 çултан чиперех таврăнать мăшăрĕ. Анчах та Чулхула облаçĕнче Арсентин тепĕр арăмĕ пур. Çумăр çăвас умĕн хура пĕлĕт айĕнчен хĕвел самантлăх курăнса илнĕ пек кăна пулать Тарье аппан савăнăçĕ. 12 çул кĕтсе пурăннă упăшка унпа пĕрле ялта юлма пултараймасть. Аякра вырăс майри кĕтет. Чăваш хĕрарăмĕ пек чăтăмли пур-ши çак çĕр çинче? Эрĕм тутиллĕ хыпара илтсенех чун тĕпĕнче кÿренет пулин те, каçарать вăл ăна. Вăрçăнмасть, макăрмасть. «Тепĕр тесен чĕрĕ-сывах юлнă-çке, пире те пăрахмĕ-ха», - тесе лăплантарать хăйне. Тăхăр уйăхран Лена çут тĕнчене килет. Хуняшшĕпе хунямăшĕ пулăшса пынă юратнă кинне. Малалла пурăнма хавхалантарса тăнă. Тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнчех пулнă вĕсем Тарьешĕн. Вилес умĕн çак вырăнта яланах пÿрт тулли ача-пăча пултăр, нихăçан та вучах ан сÿнтĕр тесе пил парса хăварнă.

 

Пĕччен пурнăç эрĕмрен те йÿçĕрех

Йывăр лава пĕчченех туртма тивнĕ Тарье аппан. Мăшăрĕ çулталăкра пĕрре çеç ачисене курмашкăн килсе кайнă. Упăшки кайран хăй патне Балахна хулине темиçе чĕнсен те пĕрре качча килнĕ çуртран пăрахса каяс темен вăл. Хăйне хисеплекен ял-йышран та уйрăлас килмен. Темле-ха унта аякра, темĕн кĕтет? Те пылак, те йÿçĕ унти пурнăç? Хунямапа хуняçана епле пăрахса хăварăн тата?

Пĕр çурт урлă пурăнакан Александра Сорокинăпа çулленех иккĕшĕ çĕр улми лартнă: пĕри - лаша вырăнне сĕтĕрекенни, тепри - суха пуç тытаканни.

Колхоз ĕçĕнчен те пĕр кун та юлман. Кĕрлĕ-çурлă механизаторсем валли апат пĕçернĕ, çулла пай илсе кăшман çумланă, тырă вырнă. Çул тума, вăрман касма çÿренĕ. Налук пуçтарнă. Кÿршисем халĕ те ас тăваççĕ-ха, типтерлĕ, ырă кăмăллă пулнăран ял тăрăхне килекен хаклă хăнасене Тарье аппа патне илсе кайнă, унăн сĕтелĕ хушшине лартса хăналанă.

- Эпĕ ăна ялта нихăçан та, никампа та вăрçăннине ас тумастăп. Пĕр çын çинчен те япăх каламастчĕ, тарăхмастчĕ. Йăваш та ырă кăмăллăччĕ анне, - аса илет Елена Арсентьевна.

Кумăшсем - Сергейпе Матрена Семеновсем - уйрăмах нумай пулăшнă Дарья Михайловнăна. Пĕччен хĕрарăма хĕрхеннĕ вĕсем. Утти-вуттине пĕрле хатĕрленĕ. Пахча ĕçĕсенчен те айккинче юлман. Икĕ çемье калама çук тату пурăннă. Тарье аппа алса-чăлха çыхса парса тав тунă.

Ял тăрăхĕ кашни çулах тăлăх хĕрарăма 5 кубометр вутă панă. Çавна паянхи кун та манса каймасть Тарье аппа. Асне килсен хĕпĕртенипе сăн-пичĕ çуталать, куçĕ шывланать. Мĕн тери савăнăç пулнă уншăн вăхăтĕнче!

Мăшăрсăрах пурăнса ирттернĕ ĕмĕрне Дарья Михайловна. Хĕрĕсем çитĕнсен те тăван кил-çурта пăрахса ун патне каяс темен. Упăшки Чулхула облаçĕнчех вилнĕ. Вăл яланлăхах уйрăлса кайни кĕçех 21 çул çитет.

 

Юратнă кĕрÿшĕ

Тарье аппан кĕçĕн хĕрĕ Лена Чăваш Ишекĕнчи виçĕ ывăллă çемьене качча тухнă. Николайăн, чи асли пулнăран, тĕп çуртран уйрăлса тухма тивнĕ. Таçта, ют çĕре мар, Лена çуралса ÿснĕ вырăнах пÿрт лартма шухăшлаççĕ. Тарье аппан та пĕччен юлас килмен. Ывăлĕсем çук, аслă хĕрĕ аякра. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ унпа пĕрле пурăнма тĕв тунишĕн тем пекех хĕпĕртенĕ.

Ырă ут пуласси тихаран паллă теççĕ. Кольăна пĕчĕккĕллех хирте аслисемпе тан ĕçленине курнă Тарье аппа. Лăпкă та сăпайлă, алли çыпăçуллă пулнишĕн юратнă вăл ăна. Хĕрĕ качча тухассине пĕлсен пĕр иккĕленмесĕрех Кураковсемпе хăта-тăхлачăллă пулма килĕшнĕ.

- Çак тарана çитсе пĕр сивĕ сăмах каланине те ас тумастăп. Мана хĕрĕнчен те ытларах юратать пек туйăнать. Хамăн тăван анне вырăнĕнчех вăл, - тет хунямăшĕ пирки Николай Петрович.

 

Типтерлĕхе юратать

Тарье аппан хăлхи кăна япăх илтет, ури ыратать. Кил-çуртра хăех утса çÿрет, телевизор курать. Сочире иртнĕ хĕллехи Олимпиадăна пĕр сиктерми пăхнă. Чăваш кăларăмĕсене, уйрăмах концертсене кăмăллать. Раççей Президентне Владимир Путина та лайăх паллать.

- Акă пирĕн пуçлăх тухрĕ, - тесе телевизор умĕнчен ниçта хăпмасăр вăл мĕн каланине итлет. Кĕпи-йĕмне те никам каламасăрах виçĕ кунран улăштарать типтерлĕ кинеми. Хăех хывса япала çумалли машинăна кайса хурать. Апат та лайăхах анать, мĕн çиес килнине хĕрĕпе кĕрÿшне систерет.

- Хунямапа хуняçа чунтан пиллесе хăварнишĕнех нумай пурăнатăп пуль ĕнтĕ. Каймалла манăн, çитет пурăнса, -тесе калать те икĕ аллине пуç айккине тытса çывăрнă пек туса кăтартать кинеми. Тарье аппан - 8 мăнук тата 13 мăнук ачи.

Шур халатлисем сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ, вăхăтра килсе пулăшу параççĕ.

Кураковсен çемйи Патăрьел тĕп район больницин васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăмăн пуçлăхне Елена Тукмаковăна, Ыхраçырми ял тăрăхĕн пĕтĕмĕшле практика врачне Вера Семеновăна, Гельшат Яппарова, Миндия Ахметова, Сания Салеева медсестрасене чунтан тав тăвать. Тарье аппа кашнинех вăрăм ĕмĕр, телейлĕ пурнăç сунать.

100 çулхи юбилейпе Дарья Михайловнăна Патăрьел район администраци пуçлăхĕн çумĕ Мансур Калмыков, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Наталия Никитина, Ыхраçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альфрит Айбетов саламланă. Мансур Миневелиевич Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне тата асăнмалăх парне, чечексем панă май вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче тăрăшса, чуна парса ĕçленĕшĕн ăшшăн тав тунă. «Çак çемье туслă та ĕçчен, ырă кăмăллă та тарават пулнипе уйрăлса тăрать. Ку урамра тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ, пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ», - тесе палăртнă Альфрит Айбетов.

 

Ялти ятлă çемье

Николай Петровичпа Елена Арсентьевна пĕр-пĕрне юратса, туслă пурăнни вĕсен хутшăнăвĕсенченех курăнать. Пысăк, хитре пÿртре ăшă, çутă, таса. Типтерлĕ те хăтлă кил-çуртра мĕн пур услови пур: ванна, душ, туалет. Кану кунĕсенче хуларан çемьепе килекен ачисем валли уйрăм пÿлĕмсем. Кухня, пысăк столовăй, зал... Ĕçе юратакан, хитре пурăнма пĕлекен çемье пулни тÿрех сисĕнет. Ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем пухăнсан кил-çурчĕ савăнăçпа тулать, кĕрлесе кăна тăрать. Хуллен кăштăртатса çÿрекен 100 çулти Тарье аппа вара йăвана тата та илемлетет, ăшăлăх кĕртет. Вăл пуррипе çак çуртри пурнăç туллирех те пуянрах.

Пилĕк ывăл çуратса ÿстернĕ Кураковсем. Пурне те ура çине тăратнă. Чи асли Саша, ШĔМре ĕçленĕскер, пенсие тухнă, халĕ водительте тăрăшать. Вова - автобазăра, повара вĕренсе тухнă Андрей Мускавра ĕçлет. Сергей медколледжра пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр вăхăт хăйне санитарипе эпидемиологи станцийĕнче тĕрĕслесе пăхнă. Халĕ Мускавра тăрăшать. Кĕçĕнни Федор Шупашкарта пурăнать, бензоколонкăра ĕçлет. Пилĕк ывăлĕ те ура çине тăнă, пурте çемьеллĕ. Николай Петровичпа Елена Арсентьевнăн паянхи кун 7 ытарайми мăнук.

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх Кураковсен. Тахçан 7-8 сысна та усранă, çăвăрлаттарса сутнă. Халĕ ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытаççĕ. Хирти 44 сотка çĕр çинче сухан, вăрлăх сухан, кишĕр, çĕр улми ÿстереççĕ. Çĕрпе тивĕçлĕ усă курмашкăн техника та çителĕклĕ.

- Эпĕ ачасемпе икĕ уйăхран ытла ларса курман. Пĕчĕкскерсене анне пăхнă. Алса-чăлха çыхатчĕ, çăм арлатчĕ. Кĕпе-йĕм çĕтĕлнине асăрхасанах сапласа хуратчĕ. Ачасем шкултан килнĕ çĕре апат пĕçеретчĕ, уйрăмах çĕр улми тутлă ăшалатчĕ, - тет Елена Арсентьевна.

Елена Куракова пĕр кун та ĕçсĕр ларман. Фермăра, кирпĕч заводĕнче, страхлакан агентра чылай çул тăрăшнă. Николай Кураков 45 çул водительте ĕçленĕ. Ĕç ветеранĕ вăл. Сăмах май, Николай Петрович пушăн 14-мĕшĕнче 65 çул тултарнă. Ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем уяв кĕрекине пуçтарăнса ăшшăн саламланă. Пурнăçăн тÿрĕ çулĕ çинчен пăрăнмасăр, малтан-мала талпăнакан Николай Петровичпа Елена Арсентьевна пирки çирĕп кăмăллă та вăйлă çынсем тесе калас килет. Ыррине шанакан, пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлекен çемье ял-йышшăн тĕслĕх пулса тăрать.

 

Вăрăм ĕмĕрлисем

Дарья Михайловна евĕр вăрăм ĕмĕрлисем Патăрьел тăрăхĕнче татах та пур. Нарăсăн 1-мĕшĕнче Аслă Арапуçĕнчи Анна Семеновна Миронова хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ вăл. Мăшăрĕпе Ананий Ефимовичпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Упăшки 1943 çулта Мускав çывăхĕнче пуç хунă. Анна Миронова паян хĕрĕпе Клавдипе тата унăн ывăлĕпе Александрпа пурăнать. Виçĕ мăнук тата виçĕ мăнук ачи унăн. Юлашки вăхăтра лайăх илтми пулнă Анна аппа. Республика тата район хаçачĕсене вара алран ямасăрах вулать.

Кивĕ Ахпÿртри Марфа Филипповна Ермакова иртнĕ çулхи раштавра 100 çулне палăртнă. Унăн мăшăрĕ ялтан вăрçă хирне чи пĕрремĕш ăсанаканни пулнă. 1944 çулта упăшки йывăр аманса таврăннă, тепĕр 12 çултан вилнĕ. Юратнă мăшăрĕпе тăватă ача çуратса ÿстернĕ. 10 мăнук, 11 мăнук ачи халь унăн. Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать Марфа Филипповна.

Сывлăхĕ пулсан Катекри Анастасия Михайловна Исаева кăçалхи çĕртме уйăхĕнче 105 çул тултарать. Турă пулăштăрччĕ ăна!

 

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.