«Хулари хăтлă хутлăх» проекта халăхпа сÿтсе явĕç
26 Mar, 2017

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствин проект дирекцийĕн ертÿçи Павел Данилов тата унăн заместителĕ Джемал Сурманидзе килсе çитрĕç.

Чăваш Енре хула хăтлă хутлăхне йĕркелессипе нумай çула тăсăлакан проект программине хута янă май федераци ведомствин представителĕсем обьектсене çĕнетес плана сÿтсе явмашкăн килсе çитнĕ. Хăнасем малтанах республикăн Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствин тата тĕп хулан ертÿлĕхĕпе тирпей-хăтлăх кĕртмелли общество вырăнĕсене пăхса çаврăнчĕç. Аса илтеретпĕр: 2017 çулта проектпа килĕшÿллĕн Шупашкар хулине федераци хыснинчен 20 миллион тенкĕ куçарса пама йышăннă. Нухратăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ — пурăнмалли çуртсен картишĕсене, пĕр пайĕ халăх йышлă çÿрекен вырăнсене хăтлăх кÿме тăкакланĕ.

Хăнасем республикăри Минстрой ертÿлĕхĕ, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, Хула пухăвĕн депутачĕсем, архитекторсем, студентсем, общество организацийĕсен хастарĕсем пухăннă «çавра сĕтеле» хутшăнчĕç. Асăннă проекта хута янă ытти регионсен ырă тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕç, проекта мĕнле йĕркепе пурнăçа кĕртмеллине уçăмлатрĕç.

Проектсен дирекцийĕн ертÿçи Павел Данилов хăтлăх кĕртмелли хутлăхра мĕнле ĕçсем пурнăçлассине, общество вырăнĕсенчен хăшне хăтлăлатассине халăхпа сÿтсе явса йышăнмалли çинчен çирĕппĕн каларĕ.

Ирина ИВАНОВА.

Ирина ИВАНОВА

Комментари хушас