Хулана юртан тасатнă

23 Кăрлач, 2018

Иртнĕ талăкра Шупашкар урамĕсенчен 1142 тонна юр кăларнă. Хула администрацийĕн пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕç 140 çынна тата 133 ятарлă техникăна хутшăнтарнă.

Харпăр çуртсен таврашĕнчи хÿсе лартнă çула 4 трактор тасатнă. Вĕсене айккинчи организацисен ятарлă 20 машини пулăшнă. Хула тăрăх çÿрекен юр тиенĕ самосвалсем пĕр кунра 140 рейс тума ĕлкĕрнĕ.

Урамсене юртан тасатнă хушăрах картишсенче, çурт-йĕр таврашĕсенче те кунĕпех хĕрÿ ĕç пынă. Юрпа кĕрешме коммуналлă техника тата 1100 яхăн картиш тирпейлÿçисем тухнă.

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме