Хула çыннисемпе тĕл пулчĕç
18 Mar, 2016

Кĕçнерникун Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пĕр ушкăнĕ ЧР Наци библиотекинче пухăнчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тĕлпулăва уçса çапла каларĕ:

— Хуласенчи пурăнмалли çуртсене вăхăтран-вăхăта тĕпрен юсамаллах. Çавăнпа капиталлă юсав çинчен калакан саккун та кирлĕ. Пурнăç кăтартнине шута илсе унта улшăнусем кĕртмелле. Ку ыйтупа «Единая Россия» парти сĕнÿсем хатĕрлет. Çав çуртсене тĕпрен юсама патшалăх укçа нумай хывнине уйрăммăн палăртас килет. Ку ĕçе тума хваттер харпăрлăхçи уйăракан кашни пĕр тенкĕ пуçне федераци, республика тата муниципалитет виçĕ тенкĕ параççĕ.

ЧР строительство министрĕн заместителĕ Максим Иванов республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программăна мĕнлерех пурнăçа кĕртесси çинчен каларĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ ăна 30 çул валли йышăннă. Кăçалхи план та пур. Ăна епле тултарнине, юсав пахалăхне республикăн Çуртсене тĕпрен юсассипе ĕçлекен фонд тĕрĕслет.

— Çуртра пурăнакансем хăйсен счетне уçса унта укçа куçарма пултараççĕ, — терĕ М.Иванов. — Ку ыйтăва татса пама хваттерсенче пурăнакансен е коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕн тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе тăратмалла. Вĕсене комисси пăхса тухать. Хваттерсен харпăрлăхçисем килĕшекен вариант суйласа е пĕр уйăхран, е икĕ çултан хăйсен счечĕллĕ пулаççĕ.

Хваттер хуçисем çуртра пĕрле усă куракан лаптăксемпе кăсăкланчĕç. Пĕр пенсионерка, упăшкипе пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаканскер, вĕсене коммуналлă пулăшу пăхса тăнăшăн та тÿлеттернине хирĕçлерĕ. Н.Угаслов ку тÿлев кашни çемьен хваттер лаптăкĕпе çыхăннине ăнлантарчĕ.

Тепри лифта юсама 2018 çулхи плана кĕртнине пĕлтерчĕ, кивĕскерне хальтерех юсама ыйтрĕ. Виççĕмĕшне Çĕнĕ Шупашкарти капиталлă юсав калăпăшĕ пĕчĕкки шухăшлаттарать, ĕçе хăвăртлатма, саккуна чылай енĕпе улшăну кĕртме ыйтрĕ.

Патшалăхăн ĕç тăвакан тата саккунсем йышăнакан влаç органĕсен представителĕсем вĕсен тата ыттисен ыйтăвĕсене те тулли хуравсем пачĕç.

С.СЕРЕГИН.