Художниксен ыр кăмăллăх куравĕ

9 Юпа, 2014

Шупашкарта Арина Перцева, Ольга Альфонс, Атнер Маков художниксен ĕçĕсен ыр кăмăллăх куравĕ уçăлнă. Çак ятпа йĕркеленĕ уява ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров, тухтăрсем, художниксем, волонтерсем, хула çыннисем йышлă хутшăннă.

Искусство произведенийĕсемпе тĕп хулари М.Горький проспектĕнчи «Заварка» чей клубĕнче паллашма пулать. Акцие А.Перцевăн хĕрне Настьăна чикĕ леш енче сиплеме укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе йĕркеленĕ. Хĕр ача маларах Германи тухтăрĕсем патĕнче сипленнĕ.

Арина Перцева - Алексей Альфонс художникĕн хĕрĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн худграф факультетне пĕтернĕ. Пĕлтĕр вăл живопиç ĕçĕсемпе Чăваш художникĕсен союзĕн юбилей куравне хутшăннăччĕ. Хура тинĕс çыранĕсене тата Энĕш шывĕн илемне сăнланă картинăсене тăратнă вăл унта. А.Перцевăн натюрморчĕсем те аван пулса тухнă.

Ольга Альфонс В.Суриков ячĕллĕ ÿнер институтĕнче вĕренет. «Заварка» клубри курава вăл «Прекрасный край», «Маковое поле», «Портрет в модерне» тата ытти ĕçне тăратнă. Атнер Маков та аслă çак шкулта пĕлÿ пухать. Курава пыракансем унăн «Сказочная Индия» картинине хак пама пултараççĕ.

Чăваш художникĕсен хăш-пĕр ĕçне туянакансем те тупăннă. Вĕсене сутса тунă укçана пĕчĕк хĕр ачана сиплеме ярĕç. Клубра пĕлтернĕ тăрăх - курав юпа уйăхĕнче те ĕçлĕ.

Тимĕр АКТАШ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.