Хуçине аукцион палăртать

4 Çурла, 2014

«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев хуравлать.

- Республикăри çĕр айĕнчи чĕр тавара шута илес, кăларас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлетĕр?

- Минерал чĕр таварĕн 176 лаптăкне патшалăх пуянлăхĕн йышне кĕртрĕмĕр, - терĕ Иван Васильевич. - Чĕр таварăн тĕп тĕсĕсемпе ЧР строительствине туллин тивĕçтеретпĕр. Картланă строительство хăйăрĕн саппасĕ - 75, тăмпа хăйăр хутăшĕ - 150, çутă тăм - 20, гипспа ангидрид 100 ытла çула çитет.

- Чĕр тавар саппасĕ нумайрах пултăр тесе мĕн тăватăр?

- Çуллен ытларах хушма тăрăшатпăр. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хăйăрăн /600 пин кубла метр/ икĕ вырăнне патшалăх пуянлăхĕн шутне кĕртрĕмĕр. Çулталăк вĕçлениччен унăн саппасĕ 10 млн кубла метр хушăнĕ.

- Çĕр айĕнчи объектсене лицензилесси мĕнле пулса пырать?

- Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче вĕсемпе усă курма ирĕк парас тĕллевпе 11 аукцион йĕркелеме палăртнăччĕ. 8-шĕ иртрĕ, пĕрне ирттермерĕмĕр, 2 аукциона хутшăнас текенсем тупăнманран пулмарĕ. 2014 çул вĕçлениччен тата 12 аукцион йĕркелеме палăртнă.

- Вĕсенчен Чăваш Ен хыснине укçа хывайрăр-и?

- 35,5 млн тенкĕ кĕчĕ. Кунсăр пуçне сутнă чĕр тавартан налук 13,5 млн тенкĕ куçарчĕç.

- Ăна шыраса тупма, саппасне шута илме, çĕр айĕнчен кăларма ирĕк парас ĕç епле пырать?

- Чĕр таварпа усă курма 15 лицензи /улăштарнипе пĕрле/ панă, 7-шне пăрахăçланă. Лицензие кĕртнĕ ĕçсен пĕр пайне пурнăçламан пирки лаптăка тара илнисене 17 хутчен асăрхаттарса çитменлĕхсене пĕтерме ыйтрăмăр. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ЧР патшалăх лицензийĕсен реестрĕнче чĕр таварпа усă курма ирĕк паракан 84 лицензие шута илнĕ.

- 2014 çул пуçламăшĕнче эсир «Хыпара» панă интервьюра республикăн кăнтăр районĕсене хăйăрпа тивĕçтерес тĕлĕшпе кăçал ыйтусене татса пама шантартăр. Хаçатпа усă курса мĕн пĕлтеретĕр?

- Çĕртме уйăхĕнче Р.М.Якушев предпринимателе Шăмăршă вăрманлăхĕн Палтиел уйрăмĕнчи Ярăслав ялĕ патĕнчи хăйăр лаптăкне тĕпчеме, сутма ирĕк патăмăр. Ăна кăлармалли техпроекта çирĕплетнĕ. Якушев ĕçе пуçăнма хатĕр.

Çав уйăхрах «Воддорстрой» общество Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнчен çур çухрăмри пĕрремĕш лаптăкри хăйăр вырăнне тĕпчеме, саппасне палăртма, сутма аукционра право çĕнсе илчĕ.

Пуш уйăхĕнче «Лестехсервис» общество унтах Шăмăршă вăрманлăхĕн Шăмăршă уйрăмĕнчи Хурама Тăвар лаптăкĕнчи хăйăрне тишкерме, кăларса сутма тивĕçрĕ.

Çав уйăхрах «Комсомольскагропромхими» общество аукционра Комсомольски ялĕ çумĕнче хăйăрпа сутă тума ирĕк илчĕ. Çу уйăхĕнче ăна Кĕтне Пасар ялĕ çумĕнчи лаптăкран хăйăр сутма право патăмăр.

Çĕртме уйăхĕнче Елчĕк районĕнчи «Яманчурел ял хуçалăх химийĕ» обществăна Шăмăршă вăрманлăхĕн Палтиел уйрăмĕн Карапай Шăмăршă ялĕн çывăхĕнче хăйăрпа усă курма право патăмăр. Çак организацисем районсене чĕр таварпа тивĕçтерме хатĕрленеççĕ.

 

Михаил СЕРЕГИН калаçнă

Рубрика: 

Новости по теме