Хуçалăх кĕнекисене йĕркене кĕртнĕ
Чăваш Республикин Правительствин Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн юпа уйăхĕнче иртнĕ ларăвĕнче çĕр тата ĕç ресурсĕсем, ял хуçалăх культурисем, нумай çул ÿсекен йывăç-тĕм, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышĕ, ял хуçалăх продукцине реализацилени çинчен пахалăхлă информаци пухнине тĕпе хурса çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие еплерех кĕтсе илнине уçăмлатмашкăн ĕç ушкăнĕ вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерни çинчен пĕлтернĕччĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Ирина Кошкина.
Красноармейски районĕнче хуçалăх учетне тытса пынипе интересленнĕ вĕсем. Алманч тăрăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленессипе çыхăннă лару-тăру чылайăшне тивĕçтернĕ паллах. Лайăххин чикки çук тенĕ евĕр, ку енĕпе уйрăм çитменлĕх пуррине кăтартса хăварнă. Кÿршĕллĕ Еншик-Чуллă ял тăрăхĕнче вара тишкерÿ ирттернĕ кун тĕлне хуçалăх кĕнекисене тĕрĕс çырса хуманнине, вĕсенчи кăтартусем статистика сăнавĕн форминчипе пĕр килменнине, харпăрлăхри çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă кăлтăксене тупса палăртнă.
Хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие тĕрĕс шута илменнипе ку тытăмăн аталанăвне тивĕçлипе хаклама май килмест. Тĕслĕхрен, пирĕн республика хушма хуçалăхсене аталантармашкăн çăмăллăх кредичĕсемпе усă курас енĕпе Раççейре малта пырать. Вĕсен ресурсĕ ÿссе пынă чухне асăннă секторта ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси чакнă пек пулса тухать. Пĕтĕмĕшле илсен вара хуçалăхсенче Раççей Ял хуçалăх министерстви Чăваш Ене çитернĕ кăтартусем пурнăçланмаççĕ. Çакă республикăна тепĕр çул финанспа тивĕçтерессине витĕм кÿрет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тимсĕрлĕхне пула хресчен шар курать. Çавна май хуçалăх кĕнекисене кирлĕ пек йĕркелес ыйту уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Асăннă кăтартусене вырăнта шута илнĕ-и? - çакна уçăмлатас тĕллевпе ЧР Ял хуçалăх министерствин экономика анализĕ тата прогноз тăвакан пай консультанчĕ Александр Петров ертсе пыракан ушкăн Çавалпа Шетмĕ тăрăхне тепĕр хут çитсе çырава хатĕрленнипе интересленчĕ.
Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Долгов çирĕплетнĕ тăрăх, хуçалăх кĕнекисенче ку хутлăхра пурăнакансен пурнăçĕ куçкĕскинчи евĕр сăнланнă: камăн мĕн чухлĕ çĕр, выльăх-чĕрлĕх, техника хатĕрĕ пурри, ĕни-качакине хуçа сутни е туянни çинчен тĕплĕн çырса хураççĕ. Кашни çулăн иккĕмĕш çуррин пуçламăшĕнче кил тăрăх çÿресе кăтартусене çĕнетеççĕ. Сăмах май, ку енче ĕçчен те пултаруллă халăх тĕпленнĕ. Халĕ çынсем ытларах хăйсене шанса пурнăçа сыпăнтарса пыраççĕ. Чылайăшĕн тупăш çăлкуçĕ - çĕр тата выльăх-чĕрлĕх. Йышлă ĕне-вăкăр усракан сахал мар. Ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕ Зинаида Александрова хăйсен хуçалăхĕнче сăваканнисене вунă пуç тытнисĕр пуçне вăкăр, пăрусем усранине пĕлтерчĕ. Продукцие кашни литрне 19 тенкĕпе сĕт пухакан Вячеслав Тимофеев куллен туянса каять.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн хуçалăхĕнче те - икĕ ĕне. Владимир Витальевич палăртнă тăрăх, çынсен çĕр лаптăкĕсем пушă выртмаççĕ. Акса-лартса туманнисем ăна «Таябинка» тата «Гигант» хуçалăхсене арендăна панă. Шывпуçĕнчи Александр Владимиров пеккисем вара унпа хăйсем усă кураççĕ. Арçын çĕр ĕç техникине туянас тĕллевпе çăмăллатнă кредит илес ыйтупа шăпах çав кун ял тăрăхĕн специалисчĕсем патне пынăччĕ.
«Кредит илес тĕллевпе уйăхсерен 4-5 çынна йышăнатпăр. Вĕсене кирлĕ документ хатĕрлесе панă чухне хуçалăх кĕнекинче çырнине тĕпе хуратпăр», - тет Владимир Долгов.
Ертсе пыракан специалист Олег Сергеев пĕлтернĕ тăрăх, 8 ял тăрăх 24 хуçалăх кĕнеки шутланать. Еткерçĕ улшăнсан çĕнĕ счет уçаççĕ. Сăмах май, вĕсен электронлă вариантне йĕркеленĕ.
Кил хуçалăхĕпе çыхăннă кăтартусене суйласа илсе тĕпчекен Роза Степановăпа та тĕл пултăмăр. Ăна Туçи Чуракассинче - 10, Вăрманкасра 5 хуçалăх çирĕплетсе панă. Усракан выльăх йышĕ, вĕсенчен илекен продукци, акса-лартса тăвакан çимĕç пирки уйăхсерен вăл районти статистика тытăмне отчет çитерет.
Алманчсем ял хуçалăхĕн çывхарса килекен çыравĕ тата унăн пĕлтерĕшĕ çинчен пурте пĕлеççĕ тата кашниех хутшăнас тĕллевлĕ.
Еншик Чуллă тăрăхĕнче ырă улшăнусем пулса иртни тÿрех сисĕнчĕ: администраци çурчĕн алăкĕн урати урлă каçнă-каçманах хуçинчен малтан çырав стенчĕ «кĕтсе илчĕ». Тĕплĕн хатĕрленĕ ăна, асăннă мероприяти пĕлтерĕшне ансат чĕлхепе пурне те ăнланмалла сăнланă.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альбина Тихонова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă хутлăхра 544 хушма хуçалăх тата ашшĕ-амăшĕнчен юлнă еткерпе ывăл-хĕрĕ дача пек усă куракан 369 çурт шутланать. Вĕсенче регистраторсем пулнă. Сăмах май, ку енче çырава кĕртмелли çĕнĕлĕх те тупăннă иккен: лашаллă хуçалăхсем пур, çынсем халиччен тытман ăратлă выльăх усрама тытăннă. Сăмахран, хура сысна, перефорд йышши ĕне-выльăх, кăркка, Инди кăвакалĕ...
Леонид Андреев специалист-эксперт палăртнă тăрăх, хуçалăх кĕнекисене йĕркелес енĕпе ĕç ушкăнĕ тупса палăртнă çитменлĕхсенчен хăтăлса пыраççĕ: çĕр лаптăкĕсен свидетельствисене хатĕрлеççĕ, выльăх-чĕрлĕхе сутни-туяннине кĕнекене кĕртеççĕ. Тĕрĕссипе, малтан туса çитерейменни ĕç-пуçа пĕлменнипе çыхăннă-мĕн. Халĕ специалистсем ыттисен опычĕпе усă кураççĕ, ĕçтешĕсенчен ыйтса пĕлеççĕ: 11 ял тăрăх йĕркеленĕ 19 кĕнекене çĕнетсе тăмашкăн ăсталăх кирлĕ.
Комментари хушас