Хуçа алли, яваплăх çитмесен
«Хыпар» кун пирки пĕрре çеç мар çырнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлура çак ыйту каллех çĕкленчĕ. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева ЖКХ тытăмĕнчи парăма пĕтерме республика бюджетĕнчен пысăк сумма уйăрма ыйтрĕ. Çав вăхăтрах унччен кăна çак тĕллевпе бюджет кредичĕн шучĕпе 120 млн тенкĕ уйăрнине, муниципалитет парăмĕсене пăрахăçланине тата 60 млн тенкĕлĕх субсидиленине «аса та илмерĕ». «Кĕлмĕçленекене кÿрентермеççех, пур пĕрех мĕн те пулин параççех, йывăрлăхра пулăшаççех» текен шухăша тĕпе хураççĕ, ахăртнех, Çĕмĕрлере.
Тепĕр саманта та уçăмлатса хăвармалла пулĕ. Бюджет кредичĕн шучĕпе килнĕ укçапа мĕн тĕллевпе усă курнине тĕплĕн ăнлантаракан тупăнмарĕ кунта. Ăçта кайнă вăл? Ăна прокуратурăпа следстви органĕсем шыраççĕ. Уголовлă ĕç пуçарсах. Хулара пурăнакан çынсем ыйтнипе. Федераци саккунĕсене Чăваш Республикинче мĕнле пурнăçласа тăнине сăнаса тăракан прокуратурăн пайĕн аслă прокурорĕ Александр Колчин пĕлтернĕ тăрăх - кредит шучĕпе килнĕ суммăн пĕчĕкрех пайĕпе, сăмах 13 млн тенкĕ çинчен пырать, ултавçăсем хăйсен тĕллевĕпе усă курнине тупса палăртнă. Хальлĕхе следстви малалла пынăран вĕсем пирки «ултавçăсем» тенипех çырлахрăмăр. Енчен 13 млн тенкĕ аякка кайнă тăк, парăмсене татма, йывăр лару-тăруран тухма тĕллевлĕ уйăрнă нухрат ăçта «сапаланса» пĕтнине, манăн шухăшпа, ăнланма йывăрах мар.
Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Дмитриева мăйран пăвакан парăмсенчен хăтăлма республика ертÿçисенчен татах 400-500 млн тенкĕ тупма ыйтнипе республикăри Министрсен Кабинечĕн тата Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕсемпе парламентарисенчен, республикăри ĕç тăвакан тата федерацин Чăваш Енри территори влаç тытăмĕсен, ЧР конкурент политикин тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин, ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тата ытти тытăм представителĕсенчен тăракан ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, парламентăн бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Князев ертсе пырать. Сăмах май, ушкăнра - ЧР Патшалăх Канашĕн 14 депутачĕ. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл вырăна тухса вырăнти влаç тытăмĕпе пĕрле канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче пĕртен пĕр ыйту: Çĕмĕрле хули мĕншĕн парăмсен шурлăхне путнине, унран тухмалли çул-йĕре палăртасси тата хулари нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа çителĕклĕ тивĕçтересси.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева йывăрлăхсем пирки нумай калаçрĕ. Çакăн пек лару-тăруран тухма республика бюджетĕнчен тепĕр 400-500 млн тенкĕ куçарсан Çĕмĕрле каллех аталанакан хуласен шутне кĕмелле имĕш. Анчах залра ларакансем Любовь Григорьевна сăмахĕнче çивĕч çав лару-тăруран мĕнле тухмалли çул-йĕре шыранине, малашлăх валли тĕллевлĕ программа хатĕрленине туймарĕç те, илтмерĕç те. Мĕншĕн тесен - çук вăл.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Туличева, вăлах - финанс пайĕн пуçлăхĕ, лару-тăрăва уçăмлатма тăрăшрĕ. Районăн тĕп финансисчĕн шухăшĕпе - хулан газшăн тÿлемелли парăм /95 млн тенкĕ/ çут çанталăк кÿрекен ырлăхпа усă куракансем уншăн вăхăтра тÿлеменнипе тÿрремĕн çыхăннă. Анчах ку чăнлăхпа тÿр килменнине хула администрацийĕн çурчĕ умне пухăннă çынсен пысăк ушкăнĕ хирĕçлерĕ. Тăкак производствăпа çыхăннине пайăррăн çирĕплетрĕ: технологи тахçанах кивелнĕ, оборудованин ĕçлемелли вăхăчĕ тахçанах тухнă, ăшă трассисене темиçе çул юсаман, вĕсене ăшă перекетлемелле туман. Ăшă пăрăхĕсем тĕллĕн-тĕллĕн çап çара пулнине каярахпа хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Вĕсем Щербаков, Совет урамĕсенче çав тери нумайччĕ. Хусан, Колхоз урамĕсенче те çавăн пекех пулни пирки иккĕленме кирлĕ мар. Урамсене «ăшăтнипе» хваттерсенчи температура 10 градусран çÿле хăпарман. Çынсем тÿлев вăхăтне тăсса пынин сăлтавĕ çакăнта мар-ши?
- Кунта темĕнле вăрттăн схема пур тесе çирĕплетместĕп, анчах Çĕмĕрлери УК тата ТСЖ даннăйĕсем тăрăх - халăхăн 87% коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлет, пĕтĕм суммăна «Теплоэнерго» МУП расчет счечĕ çине куçараççĕ, - ăнлантарчĕ «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов. - Çакăнта пухăннă укçа-тенкĕ каярахпа газпа тивĕçтерекен обществăн расчет счечĕ çине куçма чарăнать. Пĕлтĕр икĕ енлĕ - «Газпром» тата Чăваш Ен Правительстви - килĕшÿпе газ парăмне чакарма республика бюджетĕнчен 69 млн тенкĕ куçарчĕç. Муниципалитет ку суммăпа та тупăшлă усă курмарĕ, парăм татах ÿссе кайрĕ. Халĕ çав сумма 100 млн тенкĕне çывăх. Çĕмĕрле хĕллехи тапхăра кĕтсе илме çаплипех хатĕр мар. Юрать-ха, хальлĕхе урамра ытла хаяр сивĕ тăмасть...
Прокуратурăран ыйтса илнĕ хут та хулари «Теплоэнерго» унитарлă предприятийĕн парăмĕ уйăхсерен ÿссе пынине çирĕплетет. Сăмахран, «Теплоэнерго» МУП муниципалитет контрактăн «рамкине кĕреймен» - газшăн 75,4 млн тенкĕ тÿлесе çитереймен, электроэнергишĕн 33 млн тенкĕ куçарман. Çав вăхăтрах çак парăм ăçтан пуçтарăннине те тĕплĕн ăнлантарни пур. Çав шутра - халăх коммуналлă пулăшушăн тÿлеменни - 6,7 млн, управляющи компанисемпе ТСЖăн - 5,7 млн, ытти потребителĕн - 2,3 млн тенкĕ. Çак парăм, Анатолий Князев шухăшĕпе - УК счечĕ çине куçарнă кашни тенкĕ ăçта пухăннине, ăна ăçта куçарнине тата унпа мĕн тĕллевпе усă курнине кашни кун тĕрĕслесе тăманнинчен килнĕ. Апла пулсан пĕтĕмĕшле парăм çавăн чухлĕ ÿссе кайнин сăлтавĕ - вырăнти влаç тытăмĕ пĕтĕм ĕçе хăй еккипе янинче.
Хулари ăшă сечĕсемпе трассисем тÿрĕ сăмахпа та, ытарлă каласассăн та - макăраççĕ /ку сăмаха кавычкăна та илме пулатчĕ ахăртнех/. Вĕсене тĕплĕ юсамасăр унта укçа-тенкĕ татах та татах хывни - ăна уçă чÿречерен уçă сывлăша кăларса ывăтни çеç. Хулари 12 котельнăйĕнчен 4-шĕ кăна юсавлă, ыттисенче - «совет тапхăрĕнчи оборудовани». Ăшă хуçалăхне юсаса çĕнетме, ăна хальхипе, çĕнĕ технологипе улăштарма тата миллион тенкĕ кирлĕ. Апла тăк - ыйту татăлман-ха. Хăçанччен кĕтме тивĕ?
Çĕмĕрлере пулнă ĕç ушкăнĕ хăйĕн пĕтĕмлетĕвне тăвиччен, ăна ЧР Патшалăх Канашĕн профильлĕ комитечĕн ларăвĕн кун йĕркине кĕртиччен. Тата районти влаçăн яваплăхĕ ÿсиччен...
Юрий СТЕПАНОВ
Комментари хушас