Ху упранмасан никам та сыхлаймĕ

29 Çу, 2015

"Ырă кун пултăр! Сире банкăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ чăрмантарать. Çитес вăхăтра сирĕн банк картти ĕçлеме чарăнас хăрушлăх пур. Çак чăрмава сирес тесен..." - телефон кĕпçинче çакнашкал сăмахсене илтсен, иккĕленместĕп, чылайăшĕ хыпăнса ÿкет. Ун пек е кун пек шухăшласа ĕлкĕриччен палламан сасă хушнисене пурнăçлама тытăнать. Карта номерне те, вăрттăн кода - мĕн ыйтнине йăлт пĕлтерет. Ултавçăсене çакă кăна кирлĕ. Мĕн тума? Ют çын карточки çинчи укçана сăптăрса илме.

ЧР Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çулталăк пуçланнăранпа республикăра çакăн йышши 425 преступление шута илнĕ. Банк карттисемпе çыхăннă лару-тăру юлашки вăхăтра çивĕчленнине кура унпа усă курассине хăрушсăрлатас ыйтусемпе Шалти ĕçсен министерствинче пресс-конференци иртрĕ. Республикăри информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе "К" уйрăм пуçлăхĕ Александр Смирнов тата унăн çумĕ Валерий Чернов тĕл пулчĕç. Полици полковникĕсем ырă мар шухăшлă çынсем усă куракан меслетсем, усал шухăшлă çынсенчен епле сыхланмалли çинчен каласа кăтартрĕç.

Чăнах та, пурнăç улшăнса, çĕнĕлĕхсемпе тулса пырать. Акă, темиçе çул каялла шалу пластик карточкăсем çине куçнине хăнăхма йывăр пулассăн туйăнатчĕ. Халĕ банк картти - енчĕк те, ытти ĕç-хĕле хăвăрт пурнăçлама пулăшакан хатĕр те. Питĕ меллĕ. Анчах, шел те, унăн хуçисемшĕн кăна мар, ултавçăсемшĕн те меллĕ япала пулса тăчĕ вăл. Банк картти çинчен укçа çухалнине час-часах илтме тивет. Акă, темиçе уйăх каялла халăх йышлă çÿрекен вырăнти банкоматпа усă куракансен картти çинчен укçа вăрлани çинчен сас-хура тухнăччĕ.

- Пĕр хĕрарăм тÿлевсĕр пĕлтерÿсен сайтĕнче диван сутма хатĕрленнĕ, - ултавçăсен серепине лекнĕ тепĕр çын инкекĕ çинчен каласа кăтартрĕ А.Смирнов. - Темиçе кун иртсен ун патне арçын шăнкăравланă. Укçана карточка çине куçарса пама шантарса пин-кода, ыттине ыйтса пĕлнĕ. Тавара хăвăрт сутма ĕмĕтленнĕ хĕрарăм, паллах, йăлтах пĕлтернĕ. Шел те, карточка çине укçа килсе выртас вырăнне... çухалнă. Асăрхăр: диван илес текен çын Чăваш Енре те пурăнман. Урăх регионтан шăнкăравланă.

ШĔМ ĕçченĕсем палăртнă тăрăх - кун йышши преступленисене тăвакансен йĕрне шыраса тупма çăмăл мар. Мĕншĕн тесен ултавçăсем, çÿлерех асăннă тĕслĕхри евĕр, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче ларма пултараççĕ. Хальхи йышши технологисемпе усă курса Америкăра е урăх çĕршывра пурăнакан преступник Чăваш Енре киревсĕр ĕç тума пултарать.

Тепĕр чухне вара ултавçăсем юнашарах. Лавккара, сăмахран. Картта çинчи информацие сутуçă ас туса юлать е видеокамера ÿкерсе илет. Мĕн кирлине пĕлсен ытти "ĕçе" пурнăçласси кăткăс мар. Кун пекки те сахал мар тĕл пулать.

Ултавçăсен хушшинче анлă сарăлнă тепĕр меслет - банк карттипе çыхăннă телефон е компьютер çине вирус кĕртсе яни. Çавăнпа полици ĕçченĕсем вируспа кĕрешекен программа вырнаçтарма сĕнеççĕ. Çапла майпа хăрушсăрлăха 70 процент таран ÿстерме май килĕ. Лицензи илнĕ программăсемпе усă курни те ултавçăсен çулне пÿлĕ.

- Никама та нихăçан та банк карттипе çыхăннă информацие ан пĕлтерĕр, - асăрхаттарчĕ А.Смирнов. - Уйăхри шалу укçи куçакан карттăпа сайра усă курма тăрăшăр. Вăл е ку тĕллев валли çĕнĕ картта уçăр. Капла ăнсăртран ултавçăсен серепине лексен сиенĕ сахалрах пулĕ. "Мобильлĕ банк" пулăшу ĕçне йышăннă-тăк Интернетпа çыхăнакан телефонпа час-часах усă курассинчен сыхланăр. Ас тăвăр: çын укçине хапсăнакансем тĕрлĕ меслет шухăшласа кăлараççĕ. Карточкăсене вăрлаççĕ, ун çине çырнă информацие ятарлă хатĕрсемпе вулаççĕ тата ытти те.

Паллах, хăв упранмасан сана никам та сыхлаймĕ. Пресс-конференцие пĕтĕмлетсе "К" уйрăм ĕçченĕсем çак "ылтăн" правилăна пăхăнсан чылай инкекрен упранма пулассине палăртрĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.