«Хресчен сасси» 35 (2774) № 18.09.2019

* XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашсен чи вăйлă та тĕреклĕ арçыннисем хăйсен вăйĕпе ăсталăхне Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ хулапа салара ирттернĕ Акатуйсемпе ярмăрккăсенче кăтартнă. Никифор Мранька çыравçă çĕр çул ытла каярах Куславкка тăрăхĕнче пурăннă çавăн пек пăхаттир сăнарне «Ĕмĕр сакки сарлака» романра лайăх çутатнă. 1950 çулсенче пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтасси тата йывăр атлетика лайăх аталанма пуçларĕ. Çакăн хыççăн атлетсем хăйсен вăйне тĕрлĕ шайри чемпионатсемпе турнирсенче те кăтартнă. Пĕтĕм Раççейри «Урожай» ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществи 1960-1980 çулсенче Мускавра, Пушкăртстан тата Тутарстан республикисенче, Липецк, Ярославль, Калининград облаçĕсенче тата ытти регионта ирттернĕ ăмăртусенче чăваш атлечĕсенчен кире пуканĕ йăтассипе Етĕрне районĕнчи Аверкий Абрамовпа Виктор Захаров, Патăрьел тăрăхĕнчи Федор Моисеевпа Гилачетдин Араев, Елчĕк районĕнчи Николай Мальковпа Анатолий Горшков, Куславккари Бронеслав Чернов, Тăвайĕнчи Альфред Пимулин пысăк çитĕнÿсем тунă. Шел те, вăл вăхăтра республикăри ăмăртусене 10-12 хулапа районти 40-50 çын кăна хутшăннă. Кире пуканĕн спорчĕ Муркаш, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта япăх аталаннă.

("Хыпар" хаçат турнирĕнчен - тĕнче чемпионатне. Владисав СИДОРОВ)

* Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Владимир Аба чылай çул комбайнерта тăрăшнă. Ахальтен мар вăл ашшĕ çумĕнче хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче ÿснĕ. Ашшĕ Федор Сергеевич Аба Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан пĕтĕм пурнăçне тимĕрçĕре ирттернĕ. Амăшĕ Пелагея Ивановна та колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Вĕсене ялта ватти-вĕтти хисепленĕ, сума сунă. Ачисем те вĕсем пекех çĕр ĕçне юратнă, пур çĕрте те хастарлăхпа палăрнă. Акă мĕнле хаклатчĕ Федора Ивановна Пигаваева вĕрентекен Володьăна: «Çак ачан алли ылтăн. Класра ăна-кăна тÿрлетмелле-и — вăл яланах хатĕр. Çитменнине пур ĕçе те тирпейлĕ, çыпăçуллă тăвать».

(Куç тулли савăнăç. Роза ПАВЛОВА)

www.hupar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.