- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 34 (2773) № 11.09.2019
* Кăçал республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми 6378 гектар çинчен пухса кĕртмелле.Сентябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне 1333 гектар /20,9%/ кăларса илнĕ. Пĕтĕмпех пуçтарса кĕртме вăхăт пур тата уйра тăрăшакансене çанталăк ĕçлеме май парать-ха. Культурăна ыттисенчен маларах е каярах кăларса пĕтересси «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ мĕн пысăкăш пулнинчен нумай килет. Ытларах лартнă районсем — Патăрьел /1002/, Комсомольски /973 га/, Вăрмар /656/, Куславкка /640/, Елчĕк /524/, Вăрнар /406/, Етĕрне /353/, Элĕк /322/, Красноармейски /314/, Муркаш /296/. Ытти районăн сахалрах. Асăннă кун тĕлне çĕр улми чи нумай — 6447 тонна — Куславкка районĕнче 237 гектар çинче кăларнă. Кăтарту ыттисенчен самай пысăкраххине кунта ир пулаканнине маларах пухса кĕртнипе ăнлантармалла. Елчĕк районĕнче — 148 га, Патăрьелсем — 144, Вăрмар тăрăхĕнче 125 га пухса кĕртнĕ. Тăвай районĕнче 27 гектар кăлармалла. Палăртнă кун тĕлне ĕçе пикенмен-ха.
(Çĕр улми пуссинче ĕç вĕрет. Юрий МИХАЙЛОВ)
* Кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Унăн амăшĕ Анна Алексеевна та çак кунах çĕр çине килнĕ. Хресчен çемйинче çуралнăскер тĕнчипе паллă ывăл çуратса ÿстернĕ. Андриян Григорьевича мухтанă вăхăтра унăн ячĕ те çÿле çĕкленнĕ. «Тăван ялта, Шуршăлта, 60 çул ытла пурăнатăп эпĕ, — тенĕ вăл 1962 çулхи августăн 12-мĕшĕнче «Правда» хаçатра пичетленнĕ «Слово о сыне» статьяра. — Манăн пурнăçра савăнăç та, хуйхă-суйхă та самай пулнă. Чи телейлĕ кун вара — паян: ывăлăм Андриян тĕнче уçлăхне вĕçнине пĕлтĕм, халĕ вăл унта вĕçеве малалла тăсать. Ман пата пĕлĕшсем, пĕр палламан çынсем килеççĕ, саламлаççĕ. Чăвашсем те, вырăссем те, украинсемпе тутарсем те мана «анне» тесе чĕнеççĕ. Çакнашкал ăмăрткайăк-ывăл çуратса çитĕнтерни çинчен каласа пама ыйтаççĕ. Пирĕн çемье питĕ туслă. Эпĕ çамрăклах упăшкана çухатрăм — Григорий 20 çул каяллах вилчĕ. Ачасем — Иван, Андриян тата Зинăпа Петр — мана та, пĕр-пĕрне те яланах пулăшнă. Виçĕ ывăл манăн, пурте лайăх — япăххине пĕрре те курман.
("Космос питĕ пысăк, анчах пурне те йышăнмасть..." Валентина ПЕТРОВА)
Комментари хушас