Хресчен сасси 31 (2770) № 21.08.2019

21 Çурла, 2019

* Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Молодцыгинăн кун-çулĕ тÿпери çут çăлтăр евĕр çуталнă та часах сÿннĕ. Пултаруллăскер 41 çултах пурнăçран уйрăлнă. Апла пулин те вăл сцена çинче 60 ытла роль калăпланă. Унăн вилĕмсĕр ячĕ яланах куракан чĕринче упранĕ.

20 çул пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленĕ
«Эпир Валерăпа Шупашкарти культурăпа çут ĕç училищинче /театр уйрăмĕнче/ пĕрле вĕреннĕ. Вăл питĕ шÿтлеме, купăс калама та ăстаччĕ, — пуçларĕ калаçăва Валентина Молодцыгина артистка. — Хăна-вĕрле пуçтарăнсан нихăçан та тунсăхласа ларман: мăшăр вĕсене шÿтсем каласа култаратчĕ е пĕр-пĕр çынна евĕрлесе калаçатчĕ, утатчĕ. Уншăн ăна никам та çилленместчĕ. «Ах, çак Валерка», — тетчĕç анчах».
Валентина Александровнăпа Валерий Петрович 21 çул пĕрле пурăннă. Икĕ ывăл ÿстернĕ. Шел, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларма ĕлкĕреймен ашшĕ. «40 çулхи юбилее тума сĕнмеççĕ халăхра. Эпир ăна та уявларăмăр. Çапла, сентябрь уйăхĕнче 41 çул тултарчĕ те октябрь уйăхĕнче мăшăрăм пурнăçран уйрăлчĕ, — аса илет кил хуçи хĕрарăмĕ. — Кĕтмен хуйхă ураран ÿкерчĕ пурне те. Валера ман асăмра яланах хаваслă сăн-питпе упранать. Купăсне тăсса яратчĕ те: «Валя, юрла», — тетчĕ. Мĕнех, юрламах тиветчĕ вара. Вăл хăвăрт çилленме, «çил-тăвăла» самантрах чарма пултаратчĕ. Нумай çилленсе пурăнмастчĕ. Шÿтленĕ чухне вара ахăлтатса кулаттăмăр. Ачасене питĕ юрататчĕ. Вĕсене час-часах вăрмана кăмпана илсе çÿретчĕ. Унсăр пуçне ал ăстиччĕ. Муркаш районĕнчи Шомикре пире дача вырăнĕ уйăрса пачĕç. Ун чухне ĕç укçи 60-70 тенкĕ çеçчĕ. Строительство материалĕсем тупма та хĕнччĕ. Çапах унта çурт хăпартма мехел çитерчĕ вăл. Ывăлăмпа Димăпа пĕрле ĕçлерĕç. Паллах, эпĕ те кайнă пулăшма».
Валентина Александровна театр уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçлеме пуçланă, Валерий Петрович вара — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче. Икĕ çамрăк 1973 çулта çемье чăмăртанă. Туй хыççăнах пĕри Пушкăртстана гастроле тухса кайнă, тепри вара — Самар облаçне. Каярахпа Çамрăксен театрĕн директорĕ Зоя Ярдыкова Валентина Александровнăна хăйсем патне ĕçе чĕннĕ. «Çавăнтанпа арăмпа пĕрле ĕçлетпĕр, — çапла пĕлтернĕ Валерий Молодцыгин пĕринче. — Пĕр енчен, лайăх та вăл юнашар пулни. Тепĕр чухне кансĕртерех те. Пĕлетĕн: çывăх çынну сана пăхса, сăнасах тăрать, ни сылтăмалла, ни сулахаялла утăм тума çук. Маншăн вăл сцена çинче арăм мар та-ха, пачах урăх çын».
Çапла, арăмĕпе упăшкин пĕр спектакльте час-часах пĕрле выляма тивнĕ. Сăмахран, Василий Шукшинăн «Хĕрлĕ палан» киносценарийĕпе усă курса «Пурăнас ĕмĕр пĕрре килет» спектакльте Валерий Петрович Егор Прокудин рольне калăпланă, Валентина Александровна вара — Любăна. Çак кăткăс рольсене вĕсем чун витермелле уçса панă. «Кин мыскари пуçланчĕ» камитре Даша сăнарне калăпларăм, Валерин «аппăшĕччĕ» эпĕ. Çирĕм çул пĕрне-пĕри пулăшса юнашар ĕçлерĕмĕр. «Ăш çунтармăш» тата «Сан чÿречÿ умĕнче» спектакльсенче «пĕр класс ачисемччĕ», «Тавах, анне…» драмăра пĕр вăхăт «хĕрпе каччă», темиçе çултан «арăмĕпе упăшки» пултăмăр. Та-тах пулнă вĕсем, пĕрле калăпланă сăнарсем», — ăшшăн аса илет иртнине кил хуçи хĕрарăмĕ.
Çакна та асăнмасăр иртме çук: Молодцыгинсен кĕçĕн ывăлĕ Андрей паян ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсать темелле. Вăл халĕ Çамрăксен театрĕнче сасă режиссерĕнче вăй хурать. Дима та, Андрей те çемьеллĕ. Валентина Александровна паян пилĕк мăнукĕпе савăнать.
Шăна пытаракансем
Валерий Молодцыгин Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сăмах май, унăн кукашшĕпе кукамăшĕ /вырăс çемйи/ асăннă яла 1905 çулта куçса килнĕ. Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем Валерий Петрович ачаранах пултаруллă пулни çинчен аса илеççĕ. Драма кружокне çÿренĕ, спектакльсенче вылянă вăл. Çапах та вырăнти шкултан вĕренсе тухсан каччă Шупашкара Чăваш патшалăх университетне пĕлÿ илме килнĕ иккен. Кĕнеке вулама юратнăскер истори факультетне вĕренме кĕресшĕн пулнă. Кун пирки вăл амăшне те каламан. Темле сăлтава пула университет студенчĕ пулайман. Çавна май культурăпа çут ĕç училищинче пултарулăхне туптанă. Хăйне пурнăçра пулăшса пынă çынсене яланах ырăпа аса илнĕ вăл. Вĕсен йышĕнчех театр уй-рăмĕн ертÿçи Петр Ванюшин педагог, Зоя Ярдыкова режиссер, Вера Кузьмина, Виктор Родионов артистсем те пур.
Унăн тепĕр аса илĕвĕпе паллашар- ха: «…Артистăн тем тума та пĕлмелле, юрлама-ташлама та. Мĕнле вĕрентĕм- ха? Пирĕн кÿршĕре Йăкăнат тете пурăнатчĕ. Таçта тĕнчере ĕçлесе вăл купăс туяннăччĕ. Ялта купăс урăх никамăн та çукчĕ. Тыттармастчĕ малтан. Вара лайăхрах калаçсан, лавккана çăмарта парса ун валли пирус-мĕн тупса килсен пĕрер сехетлĕхе паратчĕ. Тавах ăна, Йăкăнат тетене, кĕвĕ калама пĕлни мана питĕ пулăшрĕ кайран. Пĕр-пĕр спектакльте юрă- кĕвĕ пулсан шансах тăратăн — ку роль мана лекет. Акă «Пăва çулĕ çинче» драмăра «ман» Ухик купăсне çав тери вăйлă калать. Вилсен ăна купăсĕпе пĕрлех пытараççĕ. Пуянсем, купăсĕ харама ан кайтăр тесе, çур çĕр варринче пыраççĕ те чавса пăхаççĕ. Лешĕ вилмен иккен, çывăрса çеç кайнă. Тупăкне уçаççĕ — ку вăранса тăрса ларать, масартан кĕвĕ каласа, юрласа тухать. Вăрăсем ниçта кайса кĕреймеççĕ!»
Куракансем унăн ролĕсене питĕ килĕштернĕ. Ахальтен мар спектакль хыççăн чылайăшĕ кулиса хыçне унпа калаçма пынă. Унăн пултарулăхне çутатнă статьясем чылай хаçат-журналта пичетленнĕ.
Каллех аса илÿ авăрне путатпăр: «… «Чарăр-ха Малахова» спектакльте çемьери япăх çыхăнусене пула ашшĕ- амăшĕ пĕрне-пĕри ăнланманнипе вĕсен ывăлĕ Андрей терт-нуша курать. Мĕнле уçса парас унăн кăмăлне? Атăл хĕрринче тĕрме пур, çавăнта мана Иван Митюков режиссер ятарласа, Шалти ĕçсен министерствипе калаçса татăлса, пĕр талăка хупса хучĕ. Вăрă-хурахпа пĕрле лартăм, çĕр каçрăм. Ман пекех яшсем, хăшĕ-пĕри ăнсăртран лекнĕ. Пĕр ачапа паллашрăм. 18-19 çулта, ултă çул ларма тивет унăн. Йăнăшнă таçта. Ялан макăрать. Халĕ те куç умĕнче çав ача. «Ман» Андрей те çавăн евĕрлĕ çын. Тĕрмере ларса тухни питĕ пулăшрĕ. Хамшăн та пысăк урок пулчĕ темелле: йĕркеллĕ, чыслă пурăнмалла.
…Ман шутпа, шÿт-кулăша йышăнман çын вăл — катăк çын. Пĕрмай кăмăла хытарса, хăвна мăнна хурса епле çÿремелле-ха? Юратмастăп ун пеккисене. Хăш чухне чуна уçса калаçатăн та кампа та пулин — лешĕ сисмест те, ун калаçăвне, хăтланкаларăшне пĕчĕккĕн- пĕчĕккĕн пуçа картса хуратăн: «Ăхă, питĕ хăйне майлă пăхкалать, утти урăхла, кирлĕ пулать ку хăçан та пулин».

(«Пур-ха рольсем ăшра, чĕре çумĕнче…» Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ_

* Хăш-пĕр хуçалăхра тĕш тырă культурисене пухса кĕртнипе пĕрлех çĕр улми кăлараççĕ. Республикăра унăн тухăçĕ кăçал пĕлтĕрхинчен самай лайăхрах.
Сутма килĕшÿсем маларах çирĕплетнĕ хуçалăхсем тупăш ытларах илесси халех паллă. Пирĕн аграрисемшĕн «иккĕмĕш çăкăр» нумай çул тупăш илмелли тĕп культурăсенчен пĕри пулнă. Юлашки çулсенче чылай хуçалăхшăн вăл хăйĕн çак пĕлтерĕшне çухатрĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: сутайманран тăкак кураççĕ, çĕр улми кăларса пухмалли комбайн туянаймаççĕ т. ыт. те. Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче пĕр фермер /хушаматне асăнас килмест/ мана: «Пирĕн ялта тарăн çырма пур, — терĕ. — Çăвĕпе тар юхтарса туса илнĕ пĕтĕм çĕр улмине йышăнать. Унта сирĕн валли те вырăн нумай».
Вăхăтра сутайманнипе вăл пахалăхне çухатнине пĕр ертÿçĕрен çеç илтмен. Пирĕн аграрисем техника культурисене кăçал пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах акрĕç. Вĕсем лайăх сутăнсан, тупăш ытларах тусан, вырăнти ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пушă вырттармасан суйласа илнĕ çула ырламалла çеç. Чылай ял тăрăхĕнче вăл пайтах, ăна çуллен çум курăк хупăрлать. Вăл е ку культурăна акмаллах-лартмаллах. Çĕр улми лартса çитĕнтермелли техника юсавлă тăк усă курмасăр тăратмалла-ши? Техника культурисене акма, пухса кĕртме ятарлă машинăсем кирлĕ. Вĕсене туянма хушма укçа тупмалла.
— Пирĕн тăрăхри Ольга Григорьева, Евгений Семенов, «Ленинская искра» хуçалăх кăçал çĕр улми лаптăкне пысăклатрĕç, — пĕлтерчĕ Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш за-местителĕ — ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Александр Семенов. — Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем «иккĕмĕш çăкăр» анине 25,2% ÿстерсе 353 гектара çитерчĕç.
Етĕрнесен лаптăкĕ, калăпăр, Комсомольски, Вăрнар, Вăрмар, Елчĕк районĕсеннипе танлашаймасть-ха. Малашне те ÿстерсен лайăхчĕ.
Çĕр улми лаптăкне кăçал Йĕпреç /113,8%/, Сĕнтĕрвăрри /103,4%/, Шăмăршă /101,5%/, Хĕрлĕ Чутай /107,8%/, Улатăр /100,7%/ районĕсенче пысăклатнă, ытти район нумай пĕчĕклетнĕ /республикипе 1633 гектар/.
Пухса кĕртнĕ «иккĕмĕш çăкăра» рынокра вырнаçтарас ыйту кăçал та тухса тăрасси халех паллă.

(Çĕр улми е урăх культура-и?)

* Иртнĕ ĕмĕрте хуçалăхсенче сухаласа акăнман çĕрсем пачах пулман. Ялсенче халăх йышлă пурăннă, çамрăксем çурт-йĕр çавăрма тăрăшнă. Йышлă ача-пăча ÿстернĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе ялсенче туй кĕрлеттернĕ. Çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килсен те пĕрле савăннă. Шел те, халĕ ырă çак йăласем пĕтрĕç.
Паянхи хаксемпе танлаштарсан техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени ун чухне чылай йÿнĕрех пулнă. Ферма çурчĕсене çĕнетме процентсăр ссуда панă. Хулара ĕçлекенсем те хваттерсем тÿлевсĕрех тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах ял çыннисене вырăнта çурт-йĕр çавăрма патшалăх енчен пĕр пулăшу та пулман. Ун чухне строительство материалĕсене тупма та çукчĕ. Ачасене ÿстерме пособисем паман, ватăсене те 60-мĕш çулсем иртсен çеç пенси пама пуçларĕç. Унăн шайĕ те пĕчĕкчĕ, 12 тенкĕ ытларах.
Ялта тымар яракансем валли ĕç вырăнĕсем пулнах. Ачасем аслисемпе пĕрлех уй-хирте, йĕтем çинче вăй хунă. Çĕр ĕçне хăнăхтарнă вĕсене. Çапла майпа професси суйлама та çăмăл пулнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан аслă, вăтам пĕлÿ паракан учрежденисене вĕренме кĕрейменнисем валли профтехучилищĕсем йĕркеленнĕ. Унта тÿлевсĕрех апат çитернĕ, общежитире вырăн панă. Професси илнĕ çамрăксене хуçалăха таврăнсан ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Иртнĕ ĕмĕрте япăх пулăмпа пĕрлех лайăххи те пулнă. Ман шутпа, вĕсене манмалла мар.
90-мĕш çул хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç, панкрута тухса саланма тытăнчĕç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çум курăкпа хупланчĕç. Çĕрсене пайласа валеçме тытăнчĕç. Çĕр ĕçĕ ăнăçлă ĕçлесе каясса шанчĕç пуçлăхсем. Чăн та, тухăçлă вăй хуракан фермерсем çĕршывра та, республикăра та пур. Хам та фермерсен йышĕнче 7 çул вăй хутăм. Патшалăх вĕсене пулăшмасть теме чĕлхе çаврăнмасть: субсидисем, грантсем параççĕ. Анчах пурне те мар, маларах йĕркеленнисене, ăнăçлăрах ĕçлекенсене. Тин ĕçе тытăнакансене пулăшу çителĕксĕр тивет пек туйăнать. Фермерсене çĕр ĕçне юратнăшăн хисеплетĕп, ырлатăп.
Фермер юхăмĕ 29 çул тăсăлать пулсан та çĕршыва вĕсем тăрантараççĕ тесе калаймăн. Пысăкрах хуçалăхсем вара тыр-пула ют çĕршыва сутмалăх та туса илеççĕ. Ял хуçалăхне аталантарма уйăракан укçан сумлă пайне пысăк агрохолдингсене параççĕ. Фермер хуçалăхĕсем валли пĕчĕк пай çеç тивет. Унсăр пуçне çĕртен сивĕннĕ çамрăксене хистесе ĕçлеттерме çук. Çавна пула валеçсе панă çĕр пайĕсем пушă выртаççĕ. Пур çамрăкăн та унпа ĕçлеме ăсталăх, пултарулăх, çаврăнăçулăх çитмест. Вĕсем ют тăрăхсене ĕçлеме çÿреççĕ.

(Япăххи те, лайăххи те)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.