Хресчен сасси 23 (2762) № 23.06.2019

26 Çĕртме, 2019

* Кĕçех 77 çул тултаратăп. Пурăнас килет-ха, çынсене ырă сăмах каласа хавхалантарма тăрăшатăп: радиопа саламлатăп, хаçат-журналпа туслă çыхăну тытатăп. Ирсерен вара хускану тăватăп, пахчара ĕçлетĕп.

Эпир шкул пĕтернĕренпе 60 çул иртрĕ. Вунă çул пĕрле вĕреннĕ тантăшсенчен виççĕшĕпе çыхăну тытатăп. Аслă пĕлÿ илнисенчен эпир иккĕн çеç. Пĕри — эпĕ, тепри — СССР çар летчикĕ, Клим Григорьев полковник. Вăл пур предметпа та аван вĕренетчĕ. Ахальтен мар шкул хыççăн Хусанти университета математика факультетне çул тытрĕ. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне вĕçевçе вĕренме кайрĕ. Çак ĕçре 25 çул тăрăшрĕ. Валентина Папейкина /Костина/ вара çăмăл атлетикăпа кăсăкланатчĕ, тăтăшах ăмăртусене хутшăнатчĕ (Вĕçсе иртрĕç çулсем. Нина МИХАЙЛОВА)

* Çĕнтерÿçĕ ятне Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» пĕрлешĕвĕн доярки Наталья Ерастова тивĕçрĕ. Иккĕмĕшне — Елена Кириллова /«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» пĕрлешÿ/, виççĕмĕш вырăна Анна Мишенкова /Етĕрне районĕнчи «Родина» хуçалăх/ тухрĕç.
Арçынсен хушшинче Петр Зверев çĕнтерчĕ. Ветерансенчен чи лайăххи Эльвира Богданова /Шупашкар районĕнчи «Атлашевский» пĕрлешÿ/ пулса тăчĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Наталья Ерастова вара кăçалхи август уйăхĕнче Раççейри конкурса хутшăнать. Вăл Пушкăртстанра иртет (Пĕринчен тепри ăста)

* Сăвăс энцефаличĕ чĕрĕ сĕтре те тĕл пулать. «Вăл ытларах качака тата сурăх сĕтĕнче пур, ĕненнинче — сайра хутра кăна. Çавăнпа сĕте вĕретсе ĕçнинчен ырри пулмĕ», — асăрхаттараççĕ Роспотребнадзор ĕçченĕсем.
Сăвăс ÿте тăрăнсан мĕн тумалла? Паллах, больницăна кайнинчен лайăххи çук, уйрăмах ачасен. «Унта пациентсене терапевт йышăнма тивĕç, çавăн пекех чирлисем инфекционист патне те кайма пултараççĕ. Медицина ĕçченĕсем сăвăса кăларса сурана сиплĕç. Кăпшанка лабораторие кайса парĕç, унта вирус пуррине тĕрĕслĕç. Вирус тавраш тупсан сиплев курсне ирттерĕç. Сăвăса килте кăларнă чухне марльăпа е пинцетпа усă курмалла, сурана спирт е йод сĕрме манмалла мар», — сĕнчĕ Надежда Луговская. Роспотребнадзор аса илтерет: сăвăса туртса мар, çавăрса кăлармалла, çу е спирт тавраш сĕрни вырăнсăр (Тухтăр патне çитмеллех)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.