Хресчен сасси 21 (2760) № 11.06.2019

* Кĕлĕмкассинчи хатĕрлев пунктĕнче эмел курăкĕ, кивĕ хут, пахча çимĕç, ытти чĕр тавара йышăнма, упрама мĕн кирли йăлтах пур. Ятарлă стендра эмел курăкĕсемпе, вĕсене мĕнле пуçтармаллипе тĕплĕн паллаштарнă. «Эмел курăкĕ пуçтарма ватăрах çынсем те, ача-пăча та хутшăнать, — каласа пачĕ чĕр тавара йышăнакан Татьяна Андреева. — Çу каçа самай ĕçлесе илме май пур, çемьешĕн те хушма тупăш». Ку тăрăхри Ивановсем çемйипех эмел курăкĕ пуçтараççĕ. Халĕ те Аленăпа Никита Ивановсем çирĕк йĕкелне михĕпех илсе килнĕ. «Çак ĕçе мăнуксене те явăçтаратăп. Халĕ хурăн çулçи пуçтарса типĕтрĕмĕр», — терĕ Антонина Васильева. Çу каçа 15-20 пин тенкĕлĕх ĕçлесе илме пулать иккен («Пирĕншĕн кашни туянакан хаклă». Лариса Никитина)

* Тепĕр кун каялла çула тухрăмăр. Пире анне ăсатрĕ. Часах уйрăлмалли вăхăт та çитрĕ. Шывланнă куçне вăл тутăр вĕçĕпе шăла-шăла илчĕ. Анчах капланса килнĕ куççуль тумламĕсем пит çăмарти тăрăх юха- юха анса çĕре тăкăнчĕç. «Ан макăр, чарăн-ха, анне», — тенине хăлхине те чикмерĕ тейĕн. Мăшăр нимĕн тума аптăраса чĕнмесĕр шухăша кайса тăчĕ (Анне куççулĕ)

* Июнĕн 15-мĕшĕ — вилнисене асăнмалли кун. Çавна май пурте масар çине каяççĕ, тăван-пĕтенне асăнаççĕ. Вил тăпри йĕри-тавра тытнă карта алăкне чылайăшĕ уçса хăварать, чунсем тухса çÿреççĕ имĕш. Эпĕ вара ăна яланах хупатăп. Кам тĕрĕс-ши?
Зоя НОВИКОВА.
Патăрьел районĕ.
Сирĕн ыйтăва Шыва кĕртекен Иоанн Пророк çуралнă ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн настоятелĕ Петр ФЕДОРОВ протоиерей хуравлать
(Хăшĕ тĕрĕс?)

www.hupar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.